Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

шалт the word is in our database.
шалт (тĕпĕ: шалт) more information about the word form can be found here.
Лайӑхрах пӑхрӑм та хайхискерсене — шалт тӗлӗнсе тӑтӑм.

Help to translate

10 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Чиркӳне халӑх туса пӗтерет те, пуп шалт! кӑна чиркӗве кӗрсе ларать.

Help to translate

«Ҫын укҫа ӗҫлесе илес тесе хӑй укҫипе тавар тума пуҫлать...» // Микулай Павловский. https://ok.ru/nikolay.pavlovskyyurgisenk ... 7990625370

Кунашкал сӗнӳ Пӗчӗкҫеҫ принца шалт тӗлӗнтерсе пӑрахрӗ пулас:

Маленький принц нахмурился:

III // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.

Эпӗ шалт тӗлӗнсе сӑнарӑм: ҫырлахусӑр кӑмӑллӑ пӗчӗк тусӑн сӑн-пичӗ кӗтмен ҫӗртен ҫуталса илчӗ:

Но как же я удивился, когда мой строгий судья вдруг просиял:

II // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.

Васса пӗр ачине ҫӗклерӗ те алӑка шалт! хупса тухса кайрӗ.

Help to translate

XXXII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Килне ҫитсен, Васса шалт тӗлӗнсе кайрӗ.

Help to translate

XII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Вӑл тинех ҫав хулӑн кӗнекене сӗтел ҫине шалт! тутарса пӑрахрӗ те теприне, ҫӳхереххине, ярса тытрӗ.

Help to translate

XII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

— Кирлӗ мар мана сан сӑмахху, — пӳрт алӑкне шалт! хупса кӗрсе кайрӗ Васса.

Help to translate

VIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Упӑшки тек ҫӑвӑнмарӗ, талт-талт пусса пӳрте васкарӗ, алӑка хыттӑн шалт! тутарса хупса хӑварчӗ.

Help to translate

V сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Пухура лара-лара ӑна та шалт йӑлӑхтарса ҫитернӗччӗ пулас, коридора тухрӗ.

Help to translate

Аркадий Ӗҫхӗл // Илпек Микулайӗ. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 69–70 с.

Уроксем пӗтнӗ хыҫҫӑн салтӑнмалли пӳлӗме кӗрсен пиншакӗ хӑй вырӑнӗнчех ҫакӑнса тӑнипе шалт тӗлӗнчӗ вӑл.

Help to translate

2 // Николай Андреев. https://chuvash.org/lib/haylav/8101.html

Кӳршӗсем шалт тӗлӗннӗ: мӗн амакӗ пулчӗ кусене?

Help to translate

Чӑтаймарӗ, тӳсеймерӗ… // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 22–33 с.

Ик эрне хушши, пӗр кун сиктермесӗр, хуняма карчӑкӗн сӑн ӳкерчӗкӗсене илсе тӑнӑ хыҫҫӑн, Унтрей шалт аптраса ҫитет.

Help to translate

Хӑрушӑ тавӑру // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 12–21 с.

Шалт ӗҫрӗ, ҫӑварне куштӑрка аллипе шӑлса илчӗ.

Help to translate

XXV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Шалт тӗлӗнсе, ҫурӑлса каяс пек тарӑхса тӑрать вӑл ман умра, — хӗрарӑм арҫын ҫине тепре пӑхса илчӗ те куҫне хӗсрӗ: тепӗр чух ӳстеререх калани те вырӑнлӑ тени пулчӗ ӗнтӗ ку.

Help to translate

IV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

— Пӗлетӗн-и, Игнат Петрович, эп ҫакна асӑрханӑ: хӑш-пӗрисем ӳсӗрле мӗн те пулин пакӑлтатнине урӑлсан шалт тунаҫҫӗ: «Ара, эс чӑнах ҫавӑн пек пакӑлтатрӑн-иҫ», — тесен чӗрре кӗрсех харкашма тытӑнаҫҫӗ.

Help to translate

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

— Мӗн калаҫатӑн, тӑванӑм? — шалт аптрарӗ Таранов.

Help to translate

3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Таранов шалт аптрарӗ: мӗнлерех арҫури пулчӗ-ха ку?

Help to translate

1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Алӑка Аня амӑшӗ уҫрӗ, анчах мана курчӗ те шалт кӑна каялла хупса, питӗрсе хучӗ.

Help to translate

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Сӗтел ҫывӑхӗнче ларакан Герасим Федотович еннелле эрех стаканӗсене пӗр харӑсах ҫиччӗн-саккӑрӑн кӑнтарчӗҫ: кашниех шалт! хума сӗнет.

Help to translate

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed