Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

чӗре the word is in our database.
чӗре (тĕпĕ: чӗре) more information about the word form can be found here.
Лашасен станокӗсем тӗлӗнчен иртсе пыратӑп, ҫынсен лашисене куратӑп, — хӑнк та тумастӑп, анчах хам лаша тӗлне ҫитсен, унӑн хура чӗнлӗ ҫурӑмӗ ҫине, паллӑ туса янӑ сулахай хӑлхи ҫине пӑхсан, тӳрех чӗре сурса ыратма тытӑнать, — ҫав самантра вӑл мана хамӑн арӑмран та тӑванрах пек туйӑнса каять.

Иду мимо лошадиных станков, чужие кони стоят, — мне хоть бы что, а как до своего дойду, гляну на его спину с черным ремнем до самой репки, на меченое левое ухо, и вот засосет в грудях, — кажись, он мне роднее бабы в эту минуту.

19-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

— Каҫару ыйтатӑп, аллӑрсене ҫӗклӗр, граждансем, анчах та, вӑрҫа аса илсенех вара чӗре вӗтеленме тапратать те, сӑмах калас килсе каятех ҫав, — айӑплӑн йӑл кулса илчӗ те Разметнов, ларчӗ.

— Прошу прощения, поднимите руки, граждане, но, как вспомнишь войну, сердце начинает биться, хочется сказать речь, — виновато улыбнулся Разметнов и сел.

13-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Ҫапла, кӑштах ӗҫлесен е тӑвалла хӑпармалла пулсан, тӳрех сывлӑш питӗрӗнсе ларать, чӗре сикме пуҫлать…

Как поработаю или на гору подыматься — зараз же задвохнусь, сердце застукотит…

11-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Тата харпӑр хай пурлӑхне шеллес туйӑма — ҫав ылханлӑ туйӑма тап-таса лапчӑтма кирлине, ӑна чӗре патне ҫул пама юраманнине ӑнланӗҫ-ши?.. —

И подлюку жалость эту к своему добру надо давить, не давать ей ходу к сердцу…

10-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Вӑрҫӑ ахаль те манӑн чӗре тӗпнех кӗрсе ларнӑ… — унтан каллех кӑшкӑрма тытӑнчӗ:

Мне война влилася… — И опять перешел на крик:

9-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Чӗре чирне пӑхмасӑр вӑл кинофестивальте сцена ҫине хӑпарса нумайччен мӑнаҫлӑн та хӑюллӑн, витӗмлӗн те вирлӗн калаҫатчӗ.

Несмотря болезнь сердца, она на кинофестивале, поднявшись на сцену, долго говорила торжественно и смело, энергично и убедительно.

Сулиета Аслановна Кусова-Чухо. // Марина Карягина. https://www.facebook.com/photo.php?fbid= ... =3&theater

Чемоданӑмран пӗр ылттӑн медальон кӑларса кӑтартрӑм эпӗ, чӗре евӗрлӗ вӑл.

Я вынул из чемодана и показал золотой медальон в виде сердечка.

Улттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Вӗсем шӑппӑн калаҫнине илтсен, ман чӗре сайрарах та тата хытӑрах тапма тытӑнать:

И я слышу тихий разговор, от которого сердце начинает биться сильно и редко:

Иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Вара ман чӗре те такӑнчӗ, ӳкрӗ, пушанчӗ.

И у меня забилось, упало, опустело сердце.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ҫав ирхи куҫа курӑнсах каймӑн сӑн-сӑпата пӗтӗмпех аса илетеп те — шыва кӗрсе тухсан Саньӑн хӗвелпе пиҫӗхнӗ пит-куҫӗ ҫинче, хулпуҫҫипе кӑкӑрӗ ҫинче, ҫӳҫ пайӑркипе витӗннӗ ӗнси ҫинче шыв тумламӗсене курсан мӗншӗн ман чӗре ачашлӑн ташлать-ши?

Почему с нежностью, от которой начинает щемить на душе, я вспоминаю каждую, незначительную подробность этого утра — капельки воды на смугло-румяном Санином лице, на плечах, на груди и его мокрый хохолок на затылке, когда он выходит из воды

Иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ҫамрӑк чӗре, телейпе тулнӑ чӗре хӑй те паян савӑнӑҫлӑ, ӑшӑ, илемлӗ ҫутӑ парса тӑнӑ пек туйӑнать…

И мне кажется, что сердце мое, колотящееся от необыкновенного счастья, тоже излучает какой-то теплый, веселый свет…

30 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Ҫутӑ куҫлӑ, илемлӗ ҫӗнтерӳҫӗ — Мускав хӑйӗн миллион-миллион ҫутисемпе чӗре тулли савӑнӑҫпа килекен Май каҫӗ ҫине ачашшӑн пӑхрӗ.

Светлоглазая, выстоявшая, победившая Москва миллионами своих лучистых очей глянула в теплую предмайскую ночь.

30 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Анчах эпӗ ҫырни Амеда пӑшӑрхантармастчӗ, тепӗр ҫырурах вӑл: «Тархасшӑн хӑвӑн ырӑ тусусене, уйрӑмах — ҫивӗч чӗлхе-ҫӑварлӑ та ӑслӑ юлташа Р. Каштана, ман чӗре саламне ҫитер, Ман Дюльдяль йӑлтах сывалса ҫитрӗ, ҫӗмӗрттерет кӑна, паян кӑкарнӑ ҫӗртен татса кайрӗ. Вӑл калама ҫук хӳхӗм. Ман шутпа, пӗтӗм Туркменире те унтан лайӑх ут ҫук пулас. Курасчӗ эсӗ ӑна, ытла та илемлӗ-ҫке!..» — тесе ҫырса янӑччӗ.

Но на Амеда это не действовало, и в следующем письме он писал: «Пожалуйста, передай привет моего сердца твоим добрым друзьям и мудрому, красноречивому товарищу Р. Каштану. Мой Дюльдяль стал такой крепкий, что сегодня совсем оборвал привязь. Он стал очень красивый. Я считаю, что лучше такого коня у нас в Туркмении нет. Я хотел бы, чтобы ты видела его, какой он красивый…»

1 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Ыран ҫула тухатпӑр та пурте чӗре мӗн хушнӑ пек пулса тухать.

Завтра в путь — и всё будет так, как ты приказала.

Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Калӑн ҫав, эпӗ темиҫе ҫул малалла пулассине пӑхрӑм тесе, чунӑм сивӗнчӗ, чӗре тапса ырата пуҫларӗ…

Как будто я заглянула на несколько лет вперёд, и сжалась душа, похолодело сердце…

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Чӗре те кӑшман ҫинӗрен.

— И сердце от редьки.

Улттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Телефонпа калаҫнӑ чух чӗре терӗн-ҫке?

— А по телефону сказала, что сердце.

Улттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

«Ҫӗрле хӑраттӑмччӗ» пулин те пӗтӗм тертӗм-сертӗм, пӗтӗм хуйхӑм-суйхӑм йӑлтах иртнӗ пек туйӑнчӗ мана, умӑмра ӗнтӗ чӗре хӗпӗртесе тӑракан ҫӗнӗ малашлӑх та ҫӗнӗ телейлӗх пулмалла пек.

Несмотря на мои тоскливые ночи, я жила с таким чувством, как будто всё тяжёлое, скучное и неясное осталось позади, а впереди — только интересное и новое, от которого замирает сердце и становится весело, и легко, и немного страшно.

Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Мӗн кирли вӑл мана та, капитана та, вӑл чӗре пулнӑ пулсан, Мария Васильевнӑна та, — енчен вӑл та чӗрӗ пулсан, — кирлӗччӗ, тӗрӗс шухӑшлани пуриншӗн те, — чӗррисемшӗн те, вилнисемшӗн те кирлӗ.

Не то, что так нужно и мне, и ей, и капитану, если бы он был жив, и Марье Васильевне, если бы она была жива, — всем живым и мёртвым.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ҫапла ӗнтӗ, чӗре пӑлана пуҫӗ, хӑлхи, куҫӗ-мӗнӗпе ҫисе янӑччӗ кӑна, ненецсем пирӗн пата хӑйсен йывӑҫран туна япалисене сӗтӗрсе те килчӗҫ.

И вот только что был съеден сырой олень с головой, ушами и глазами, как ненцы потащили к нам все свои деревянные вещи.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed