Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

чӗлхипе (тĕпĕ: чӗлхе) more information about the word form can be found here.
Славик кухньӑна кӗчӗ те, сӑмсине хир фиалки шӑрши ҫапсан, сасартӑк паҫӑр хӑй музыка чӗлхипе каласа пама хӑтланса асапланнӑ чухнехи туйӑм чӗрине таврӑнчӗ.

Help to translate

Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.

Фортепьяно умӗнче ларакан арҫын ачан чӗринче, кайӑк вӗҫсе иртнӗ пек, ҫӗнӗ туйӑм вӗлтлетсе илчӗ те, ача тӑрӑшсах ҫавна музыка чӗлхипе каласа пама хӑтланчӗ.

Help to translate

Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.

Данил Макарович киоскра туяннӑ область хаҫатне пӑхкаласа утрӗ, хушӑран кӑна, чӗлхипе хытма парас мар тенӗ пек, ӑна-кӑна ыйтанҫи турӗ:

Help to translate

Ҫул юлташӗ // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 3–18 с.

Ҫавӑнпа ку тӗлӗшпе аслисен тӗпренчӗкӗсене ырӑ тӗслӗх кӑтартмалла, хӑйӗн шухӑшне пӗлтерет вырӑс чӗлхипе литературине вӗрентекен.

Help to translate

Вӗренекенсене кӗнеке ытларах вулаттарас килет // Э.ЭЛИНА. http://alikovopress.ru/verenekensene-ken ... kilet.html

Вырӑс чӗлхипе литературин урокӗсене Галина Владимировна Иванова тата Галина Ивановна Музлаева ҫав тери интереслӗ ертсе пыратчӗҫ.

Help to translate

Вӗренекенсене кӗнеке ытларах вулаттарас килет // Э.ЭЛИНА. http://alikovopress.ru/verenekensene-ken ... kilet.html

Валентина Владимировна 34 ҫул ӗнтӗ Чӑваш Сурӑм шкулӗнче ачасене вырӑс чӗлхипе литературине вӗрентет.

Help to translate

Вӗренекенсене кӗнеке ытларах вулаттарас килет // Э.ЭЛИНА. http://alikovopress.ru/verenekensene-ken ... kilet.html

Хальхинче калаҫу вырӑс чӗлхипе литературин вӗрентекенӗ Валентина Афанасьева пирки пулнӑ май асӑннӑ предметсем ҫине пусӑм турӑм та.

Help to translate

Вӗренекенсене кӗнеке ытларах вулаттарас килет // Э.ЭЛИНА. http://alikovopress.ru/verenekensene-ken ... kilet.html

Шкулта мӗн тума вырӑс чӗлхипе литературине вӗрентеҫҫӗ?

Help to translate

Вӗренекенсене кӗнеке ытларах вулаттарас килет // Э.ЭЛИНА. http://alikovopress.ru/verenekensene-ken ... kilet.html

Анатолий Семенович хӑй чӗлхипе каланӑччӗ-ҫке-ха, ҫӗнӗ выставкӑра кӑтартма виҫӗ картина ҫырса пӗтертӗм, тенӗччӗ.

Help to translate

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

— Апла иккен-ха, Турунов ҫине хыҫал енчен пӑхас терӗр, ҫар ҫыннисен чӗлхипе каласан, Турунов тылне тухма шут тытрӑр, — вӑрӑммӑн ӗмсе илнӗ тӗтӗме катрамӗпех кӑларса янӑ хыҫҫӑн чунне те уҫса ячӗ хайхискер, калас сӑмахӗсене эпӗ ӑнланса илмеллӗхех каласа хучӗ.

Help to translate

V // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Алиса… кирлӗ сӑмах мар ку, — терӗ ҫыхланакан чӗлхипе.

Help to translate

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Пӗррехинче хӑйӗн чӗлхипе хӑй каларӗ ҫак сӑмахсене.

Help to translate

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

9-мӗш класпа сыв пуллашакансем вара 4 хут пухӑнаҫҫӗ, аслисем пекех вырӑс чӗлхипе тата математикӑпа экзамен тытаҫҫӗ, тепӗр икӗ предмета хӑйсене кирлине суйлаҫҫӗ.

Help to translate

Экзаменсем пуҫланаҫҫӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. https://www.youtube.com/watch?v=XAk3O-XgdnQ

11-мӗш класран вӗренсе тухакансем пурте вырӑс чӗлхипе тата математикӑпа пӗлӗвне тӗрӗслеҫҫӗ.

Help to translate

Экзаменсем пуҫланаҫҫӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. https://www.youtube.com/watch?v=XAk3O-XgdnQ

Надежда Алексеевна малтан Ҫӗнӗ Мами шкулӗнче кӗҫӗн классене вӗрентнӗ, унтан ялти тата Пайкилт шкулӗсенче чӑваш чӗлхипе литературине ертсе пынӑ.

Help to translate

Николаевсем хӑйсен «тимӗр» туйне уявларӗҫ // Артемий Мясников. http://kanashen.ru/2023/05/19/%d0%bd%d0% ... %bb%d0%b0/

Петр Николаевич малтанхи вӑхӑтра Ҫӗнӗ Мами шкулӗнче кӗҫӗн классене, аслисене вырӑс чӗлхипе литературине вӗрентнӗ.

Help to translate

Николаевсем хӑйсен «тимӗр» туйне уявларӗҫ // Артемий Мясников. http://kanashen.ru/2023/05/19/%d0%bd%d0% ... %bb%d0%b0/

И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче вӗреннӗ вӑхӑтрах шкулта чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентме тытӑннӑ.

Получила образование в Чувашском государственном университете имени И.Н. Ульянова и начала преподавать в школе чувашский язык и литературу.

Театр директорӗн — юбилей // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/35083.html

Вӑтам шкул валли пичетлесе кӑларнӑ стабильнӑй учебник алгебра варне 64-мӗш страницӑран пуҫласа 97-мӗш страница ҫитиччен Мари чӗлхипе ҫырнӑ обществоведени кӗнеки кӗрсе кайнӑ пулнӑ.

Help to translate

Правилине ӑнланаймарӑм // Сӳпенке Илли. «Капкӑн», 1935. — 1№ — 12 с.

Хӑрлата-хӑрлата вӗрекенскер: «Питӗрӗнчӗк кил умӗнче кӑлӑхах сӗнксе тӑратӑн, сана пурпӗрех кӗртместӗп. Тасал кунтан, уттар хӑвӑн ҫулупа!» — тет ӗнтӗ вӑл хӑйӗн чӗлхипе.

Help to translate

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Наталия Витальевна шкулта вырӑс чӗлхипе литературӑна вӗрентет.

Наталия Витальевна в школе преподает русский язык и литературу.

Етӗрнери тӗп вулавӑшра литературӑпа ҫыхӑннӑ педагогсем пирки курав ӗҫлет // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/34891.html

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed