Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ҫакнашкалахчӗ ун чухне, анчах та халӗ Григорий пӗрре ун чухнехи пек, тепре ун чухнехи пек мар туйӑнать.
21 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Вӑл вӗсене Великие Луки ҫывӑхӗнчи вӗренӳре, Вазузы патӗнчи ҫапӑҫура, тӑшман оккупациленӗ тӑван ҫӗршыв тӑрӑх утнӑ чухне, Барсушньӑна штурмланӑ чухне, Истрӑна хӳтӗленӗ чухне курнӑ…
XIV // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Упӑшки аса килнӗ: акӑ ҫакӑнта, ҫак пӳлӗмре, сывпуллашнӑ вӑл унпа, фронта ӑсатнӑ; вӑл ун чухне макӑрнӑ та, вӑрҫӑра ывӑлне — Алешӑна шыраса тупма куҫҫуль юхтарсах ыйтнӑ; е хӑйпе упӑшкине ҫамрӑк чухне, хӑйсен иккӗмӗш ача — Вера ятлӑ хӗр ҫуралнӑ чухне курнӑ.
XXIII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Ҫак кунсенче ҫынсем уй-хирте хӑйсен ӗҫӗ туса панӑ ҫимӗҫе курсан савӑнса ҫитереймиех хӗпӗртеҫҫӗ; вӗсен аллипе ӳстерсе ҫитӗнтернӗ тулӑ, урпа, сӗлӗ комбайнсен парӑсӗсем ҫине йывӑррӑн ӳкнӗ чухне, косогонсем ир те каҫ та кӗрленӗ чухне, вырса пӑрахнӑ анлӑ та куҫ хӑнӑхман хир ҫийӗнче шӑрӑх тӗтри чупнӑ чухне, — ҫынсемшӗн тата илемлӗрех те хумхануллӑраххи нимӗн те ҫук…
III // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Вӑл, яланхи пекех, манпа калаҫмаллине ыттисемпе калаҫатчӗ, (анчах ҫакӑ вӑл пурпӗр манпа калаҫниех пулса тухатчӗ-ха ӗнтӗ) ҫавӑн чухне вара: «ача-пӑчашӑн тӑрӑшни — ултав ҫеҫ, ҫамрӑк чухне тата пурнӑҫра киленсе юлма май пур чухне ачасемшӗн тӑрӑшни хакне те лармасть», — тесе хӑюллӑнах, чӑннипе тенӗ пекех калатчӗ.
XIX // Ваҫлей Игнатьев. Лев Толстой. Повеҫсемпе калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 3–86 стр.
Ун чухне вара ӗҫ урӑхла пулнӑ пулӗччӗ: ун чухне эпир пӗр-пӗрне ӑнланма пултарнӑ пулӑттӑмӑр, ун чухне эпӗ телейлӗ пулма пултарӑттӑм.Тогда бы другое дело, тогда бы мы могли понять друг друга, тогда бы я мог быть счастлив.
XXXIII // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.
Апатланнӑ чухне эпӗ кӗреке пуҫӗнче хӑнасене калаҫтарса лартӑм, Эрне тӑлмач пулчӗ, эпӗ унӑн ашшӗпе калаҫнӑ чухне кӑна мар, испанецпа калаҫнӑ чухне те вӑл мана куҫарса пычӗ.
Ҫирӗм пиллӗкмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.
Часах шыв тулма тытӑнчӗ, эпӗ вара ӗҫ ытла начарах мар пулнине куртӑм: шыв чакнӑ чухне тинӗс юхӑмӗ утравӑн кӑнтӑр енчен пырать, шыв тулнӑ чухне вӑл ҫурҫӗр енчен юхать, ҫапла ӗнтӗ эпӗ, ҫӗмрӗк карап патӗнчен таврӑннӑ чухне, утравӑн ҫурҫӗр еннелле ҫул тытса пырсан, лайӑхах каялла килме пултаратӑп.
Ҫирӗммӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.
хӑш чухне хваттерсен хушшинчи алӑксене питӗрсе хураҫҫӗ, мӗншӗн тесен пӗр хваттерӗн залӗпе тепӗр хваттерӗн гостинӑйне пӗрлештерекен алӑксем яланах питӗрӗнчӗк тӑраҫҫӗ, Вера Павловнӑпа Катерина Васильевна пӳлӗмӗсене пӗрлештерекен алӑксем ҫеҫ яланах уҫӑ, — ҫапла вара, ҫынсем йышӑнакан пӳлӗмсене пӗрлештерекен алӑксем хӑш чухне питӗрӗнчӗк тӑраҫҫӗ; ку вӑл ушкӑн пӗчӗк чухне ҫапла пулать.
XXII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Ҫирӗм тӑваттӑра чухне (унтан: вӑтӑрта, вӑтӑр иккӗре чухне, теҫҫӗ, малалла та ҫаплах) ҫут тӗнче ҫине ҫирӗм тӑххӑрта чухнехинчен урӑхларах, ҫӗнӗллерех пӑхать: анлӑрах та, хӑюллӑрах та, анчах ун чухне вӑл манӑн хальхи чухлех пулман-ха.
XV // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Ку вӑл пӗччен чухне ӗмӗтленсе: «ах, епле юрататӑп эпӗ ӑна», тесе шухӑшласа ларнипе пӗрех — ҫавӑн пек лӑпкӑн шухӑшласа ларнӑ чухне нимӗн те пӑшӑрханмастӑн, нимӗн те ыратмасть санӑн; ху юратакан ҫын сан ҫине юратса пӑхса ларнӑ чухне те ҫавӑн пекех ырӑ, пин хут ырӑрах; чӗре хытӑ тапнине мар, ҫав тери лӑпкӑ пулнине туятӑн, ҫук; ун пек пулсан, вӑл пӑшӑрхану пулнӑ пулӗччӗ, хытӑ тапнине туймастӑн, чӗре пӗр пек, ыррӑн та ҫемҫен тапать, кӑкӑр сарӑлать, сывлама ҫӑмӑл, ку вӑл ҫапла, ку вӑл чи тӗрӗсси: сывлама питӗ ҫӑмӑл.
XIV // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Масар ҫинчен таврӑннӑ чухне сӑн-сӑпатсем пирӗн салхуллӑччӗ, сӑпайлӑччӗ, хамӑр хавас пулнине, тахҫан-тахҫан пӗчӗкҫӗ чухне килтен аслисем тухса кайсан, хамӑрӑн улма пахчинче, пӗтӗмпех ирӗк пулнипе киленсе, пӗрер-икшер сехет чупса ҫӳренӗ чухнехи пек савӑннине никам та, палӑртас темен.
Хупӑлчари этем // Иван Мучи. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 100–125 стр.
Тӳсни кӑна сахал, вӑл тунсӑха юрат, иккӗленӳсемпе ыйтусене хисепле: вӗсем тулли пурнӑҫран килеҫҫӗ, тӳрккес туртӑмсем ҫук чухне, телей тулли чухне пулаҫҫӗ; вӗсем хуйхӑпа нуша чухне пулма пултараймаҫҫӗ; ҫынсен ушкӑнӗсем ҫав иккӗленӳсен тӗтрине, ыйтусен тунсӑхне пӗлмесӗрех пурӑнаҫҫӗ…
VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Вӑл, Гомер пекех, ҫӑмӑллӑн та ырӑ кӑмӑллӑн, ҫавӑн пекех тӗплӗн те яр-уҫҫӑн курӑнмалла сӑнарласа, вырӑс пурнӑҫӗн Илиадине каласа парать; ҫав халапа ӗлӗк-авалах пирӗн гомеридсем хывнӑ; ун чухне этем ҫутҫанталӑкри, пурнӑҫри вӑрттӑнлӑхсене чухлайман, ун чухне вӑл тухатмӑшран та, арҫурирен те чӗтренӗ, таврари пӗтӗм инкекрен хӑтӑлма Алеша Попович ҫумӗнче хӳтлӗх шыранӑ, ун чухне сывлӑшра та, шывра та, вӑрманта та, уйра та тӗлӗнмелле ӗҫсем пула-пула иртнӗ.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Вӑл темиҫе ҫул хушши, ывӑна пӗлмесӗр план тӑвать, шухӑшлать, утса ҫӳренӗ чухне те, выртнӑ чухне те, ҫынсен хушшинче те уйлать; е хушса хурать, е тӗрлӗ статьясене улӑштарать, е ӗнер шухӑшласа тупса ҫӗрле манса кайнине астуса илет; тепӗр чухне тата сасартӑк, ҫиҫӗм ҫиҫнӗ пек, кӗтмен ҫӗртен ҫӗнӗ шухӑш килсе тухать те, ун пуҫӗнче шухӑшсем вӗреме тытӑнаҫҫӗ, вара — ӗҫ каять!
VI сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ҫак ывӑнтаракан йывӑр кунӑн тӑршшӗпех, ытлашши васкамаллах мар операцисене каяраха хӑварса та пулин суранлисем патне каймалла чухне, вӗсене ниҫта вырнаҫтарма пулман чухне, вӗсем пурте пӑшӑрханса ҫӗкленнӗ чухне, суранлисене йышӑнмашкӑн алӑ ҫитмен вӑхӑтра пӗр-пӗччен ҫеҫ хӑйне нимӗн те пулман пек ӗҫленӗ.
Улттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
— Ҫук, халӗ ак, аса илнӗ чухне ҫав тери интереслӗ, — малалла каларӗ вӑл, — темӗнле ырӑ пулчӗ ун чухне! — Малтанхи вӑрман заводне тунӑ чухне хаҫатра дата вырӑнне пичетлерӗҫ: вӑрман заводне ӗҫе яричен ҫавӑн чухлӗ кун юлнӑ, терӗҫ.
Улттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Тепӗр чухне тата килӗнчен те тухмастчӗ, кӑштах ҫил вӗркеленӗ вӑхӑтра кантӑк умне ларсан та, шӑнса пӑсӑлтӑм тесе, ӗнтӗркеме тытӑнатчӗ; чӳрече хупӑлчи уҫӑлса хупӑннипех шарт сиксе илетчӗ хӑй, кӑвакарса каятчӗ, хӑй ҫапах хир сысни тытмашкӑн та пӗр пӗччен ҫӳретчӗ, ӑна хам та курнӑ, хӑш чухне, калӑпӑр, темиҫе сехетре те унран пӗр самах ыйтса пӗлеймӗн, тепӗр чухне вара калаҫма пуҫлатчӗ те ӑш ыратичченех култаратчӗ, ҫаплаччӗ ҫав, питӗ те тӗлӗнмелле ҫынччӗ вӑл; пуянччӗ пулас хӑй: хаклӑ япаласем нумайччӗ унӑн!..
Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
1. Федераци саккунӗпе килӗшӳллӗн Чӑваш Республикин судьясен квалификаци коллегийӗнчи общественность представителӗн полномочийӗсене вӑл хӑй пуҫарнипе, е тата саккунлӑ йӗркепе вӑя кӗнӗ суд приговорӗпе палӑртнӑ преступлени тунӑ чухне, е тата Чӑваш Республикин судьясен квалификаци коллегийӗн ларӑвӗсенче тӑватӑ уйӑх хушши витӗмлӗ сӑлтавсемсӗр пулман чухне, е тата Федераци саккунӗн 11 статйин 8-мӗш пунктӗнче кӑтартнӑ должноҫа йышӑннӑ е ӗҫ-хӗле пурнӑҫланӑ чухне Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн йышӑнӑвӗпе срокчен вӗҫлеме пултараҫҫӗ.
Чӑваш Республикин "Чӑваш Республикин судьясен квалификаци коллегийӗнчи общественность представителӗсене уйӑрса лартмалли йӗрке ҫинчен" саккунне улшӑнусем кӗртесси ҫинчен // Михаил Игнатьев. Закон №12 от 01 марта 2019 г.
Чӑн та чӑн тенӗрен, хай пуянӑн суя сӑмахне чисти чӑна кӑларсан кӑна, ку ҫӗнӗ пуянӗ, ҫукран пур пулнӑскер, каллех халӑхсем енне ҫавӑрӑнса ларсан: «Итлӗр-халӗ, ватӑсем, пуянсем, ӗлӗк, эпӗ ҫук ҫын чухне, сире темӗн тӗрлӗ тӗрӗсне кала-кала параттӑм, эсир уп чухне манӑн ӑслӑ сӑмахӑмсене сума сумасӑр, шанмасӑр, манах ухмах тесе вӑрҫаттӑр; халӗ эпӗ сирӗн пек пуян пулсан, сирӗнпе пӗрле сӗтел хушшинче калаҫса ларнӑ чухне, сире суя суйса каланӑ сӑмахсене те эсир: «Пулӗ те ҫав, ах вӑл епле пит вичкӗн шӑллӑ шӑши пулнӑ-ши?» – тесе, чӑна кӑларса тӗлӗнсе ларатӑр», – тет вӗсенчен кулса.
Иван Юркин // Вичкӗн шӑллӑ шӑши. https://vulacv.wordpress.com/2019/04/30/ ... %88%d0%b8/