Шырав
Шырав ĕçĕ:
Бубие шалчапа ҫапма тӑнӑ чухне, тыткӑнри ҫынсем патне витре илсе кайнӑ чухне е тата ытти чухне те Ленька чӑнах та питӗ тӗрӗс тунӑ.Так и должен был он поступить, когда бросился с колом на Буби, когда понес пленным ведерко, или…
XV сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.
Вӑл хӑйне ярса тытнӑ козаксен аллисем ҫине майӗпен уртӑнчӗ, вара ун вӗри юнӗ ҫӑл тапнӑ пек шарлатса юхса анчӗ; тепӗр чухне асӑрханусӑр тарҫӑсем кӗленче савӑтпа нӳхрепрен эрех йӑтса пыраҫҫӗ; ҫавӑнтах алӑкран кӗнӗ ҫӗрте вӗсен ури шуса каять те, ҫак хаклӑ эрех савӑчӗ ӳксе ҫӗмӗрӗлет: эрехӗ пӗтӗмпех ҫӗре юхса тухать; хӑйӗн пурӑнӑҫӗнчи чи кирлӗ вӑхӑтра ӗҫме, турӑ парсан, ҫамрӑк чухнехи юлташне тӗл пулса унпа пӗрле ҫамрӑк чухнехи урӑхла вӑхӑта, ҫынсем кун пек мар, лайӑхрах савӑнса ирттернӗ вӑхӑта аса илме тӗл килсен ӗҫме хатӗрленӗ эрехне тӑкса янине курса, хуҫа чупса пырса хӑйне пуҫран ярса тытать; ҫак тӑкса янӑ эрех пек юхса тухрӗ Кукубенко юнӗ.
IX // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.
Хӑшпӗр чухне вӑл хӑй пӗчӗккӗ пулнипе пытанса ӗҫленӗ, ача пекех кулкаланӑ, хӑшпӗр чухне ялти нимех те пӗлмен ҫын пек пулнӑ, тепӗр чухне хӑйӗн шанчӑклӑ тусӗсем — партизансем пулӑшнипе пытанса юлнӑ.
14 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Австрияксем чухне те, мадьярсем чухне те, чехсем чухне те унта кӗтӳ кӑна ҫӳретнӗ, ав, веҫ, айван Мария ҫав хӗсӗр, пӳтсӗр ҫӗре тӗпретсе кукуруза акма хатӗрленет.
11 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Эпир ача чухне хамӑр ҫывӑрнӑ пӳлӗме кӗтӗмӗр: кӗтессемпе алӑксем патӗнчи сӗмлӗхре халӗ те ача чухнехи сехре хӑпартмӑшсем пытанса тӑраҫҫӗ; хӑна пӳлӗмне кӗтӗмӗр — пӳлӗмри япаласенчен пуринчен те тӳлек те ҫепӗҫ юрату сисӗнет; зала пырса тухрӑмӑр — кунта ача чухнехи шавлӑ, пӗр хуйхӑсӑр савӑнӑҫ вӑхӑтлӑха чарӑнса тӑрса, хӑйне вӑй-хал кӗртессе ҫеҫ кӗтнӗн туйӑнать.
XXVIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Вара мана пӗр асаилӳ сасартӑк шалтах тӗлӗнтерчӗ — пӗррехинче хампа мӗн пулса иртни халь шӑп та лӑп ҫавӑн пекех тепӗр хут пулса иртнине астуса илтӗм: ун чухне те ҫакнашкал вӗтӗ ҫумӑр пӗрӗхетчӗ, хӗвел хурӑнсем хыҫне анса ларатчӗ, эпӗ хӗр ҫине пӑхаттӑмччӗ, вӑл ун чухне вулатчӗ, эпӗ ӑна магнитларӑм та, вӑл ман ҫине ҫаврӑнса пӑхрӗ; ун чухне те эпӗ кунашкалли пӗррехинче пулса иртни ҫинчен аса илнӗччӗ.
XXV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Ку сӑмахсене вӗсем йывӑр походсенче, атакӑна кайнӑ чухне, кӑвайт умӗнче юр ҫинче ҫывӑрнӑ чухне те вӗсен чӗринче пулнӑ, анчах вӗсене ун чухне каламан, кашни хӑй валли упраса пурӑннӑ.
Ӗмӗт тулчӗ! // Михаил Рубцов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 319–328 с.
Ольгӑна унӑн ача чухне юратнӑ вырӑнсене хӑвӑртрах кӑтартас килнӗ, унпа пӗрле, чӑнкӑ ҫыран ҫинче тӑрса, анлӑ Атӑлӑн илемӗпе киленес килнӗ, хӑйӗн ача чухнехи пурнӑҫне, сывлӑхлӑ та маттур тата пуҫтах ача чухнехи пурнӑҫне аса илес килнӗ.
Улттӑмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Водопьянов М.В. Валерий Чкалов: повесть; Куҫма Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 214 с.
Ҫурӑм-пуҫпе хир чӑххисем уҫланкӑсенче ҫисе ҫӳреҫҫӗ: хӑш чухне чӗпӗ амӑшӗ чӗпписемпе ҫисе ҫӳрет, хӑш чухне автанӗпе чӑххи ҫӳреҫҫӗ, хӑш чухне тата темиҫе автан пӗрле ҫисе ҫӳреҫҫӗ.
Хир чӑххисем // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.
Ӑна пионер чухне илтсе юлса, комсомолра чухне астуса тӑччӑр, коммунист чухне те ан манччӑр!Чтоб пионеры это знали, комсомольцами помнили и коммунистами не забывали!
19 сыпӑк // Николай Сандров. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 2-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1956. — 400 с.
Пӑрахут ҫинче каннӑ чухне ҫанталӑка май (ӑшӑ чухне — ҫӑмӑлрах, сивӗ чухне — ӑшӑрах) тӑхӑнмалла.
Кӗпе-тумтир // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.
Ганс тикӗс ҫулпа пынӑ чухнехи пек нимӗн шикленмесӗр лӑпкӑн малалла пырать: хӑш чухне вӑл пысӑкрах чулсем хыҫне кӗрсе пирӗн куҫран пӗр самантлӑха ҫухалать; ун пек чухне вӑл хыттӑн шӑхӑрса, пире хӑш еннелле пымаллине кӑтартса парать.
XV сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.
— Елена, — терӗ Инсаров малалла, — эпӗ сана юрататӑп, ҫакна эсӗ ху та пӗлетӗн, эпӗ саншӑн хам пурнӑҫа пама хатӗр… мӗншӗн-ха эсӗ ман пата халь, эпӗ сывӑ мар чухне, хама хам тытса чарма пултарайман чухне, манӑн юн вӗресе тӑнӑ чухне килтӗн… эсӗ манӑн, тетӗн… эсӗ мана юрататӑн…
XXVIII // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.
Астӑватӑн-и эсӗ ун чухне, эпӗ сан патра чухне, юлашки хутӗнче мар… ҫук! юлашки хутӗнче мар, — терӗ вӑл темиҫе хутчен, ирӗксӗрех шарт сиксе, — эпӗ санпа калаҫнӑ чухне, мӗншӗнне хам та пӗлместӗп, вилӗм ҫинчен аса илнӗччӗ; вӑл пире хуралланине эпӗ кӗтмен те.
XXVIII // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.
Ҫырнӑ май хӑшпӗр чухне унӑн страници-страниципе, хӑш чухне пӗтӗм сыпӑкӗпех те ӑсра вуласа тухма тивет, амӑшне вара хӑш чухне ывӑлӗ ухмаха ернӗ пек те туйӑнса каять.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.
Вӑй пур чухне ҫамрӑк чухне ҫирӗп тӑма ҫӑмӑл пулнине, анчах халӗ, пурӑнӑҫ тимӗр кӑшӑлпа хӗстерсе пынӑ чухне, тытӑнса тӑрасси — хисеплӗх ӗҫӗ иккенне Павел тин ӑнланса илчӗ.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.
Вӑхӑт (паллах ӗнтӗ) хӑш чухне кайӑкла вӗҫет, хӑш чухне ӑманла шӑвать; анчах этемшӗн вӑл е хуллен, е хӑвӑрт иртнине те асӑрхаман чухне уйрӑммӑнах аван.
XVII // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.
Унтан эпир хамӑрӑн ӑслӑ ҫынсем, малта пыракан ҫынсем, питлекен ҫынсем хӑйсем те нимӗне те юраманнипе куртӑмӑр; хамӑра чӑрсӑр тӗшмӗшлӗх пӑвнӑ вӑхӑтра, хамӑрӑн пӗтӗм акционерлӑ обществӑсем мӗн-пурӗ те тӳрӗ кӑмӑллӑ ҫынсем ҫитменнипе кӑна ҫурӑла-ҫурӑла кайнӑ чухне, пирӗн мужик хупахра тӑраниччен йӗрре ӗҫесшӗн хӑйне ҫаратма та хавас пирки, правительство пама тӑрӑшакан ирӗклӗх хӑй те усӑллӑ пулма пултарасси паллӑ мар чухне, ӗҫ паян пурӑнмалӑх ҫӑкӑр ҫинчен пынӑ чухне — эпир ӑҫтиҫукпа аппаланни: темӗскерле искусство ҫинчен, ӑстӑнсӑр творчество ҫинчен, парламентаризм ҫинчен, адвокатура ҫинчен, мур пӗлет-и, тен, тата мӗн ҫинчен калаҫнисем усӑсӑр иккенне тавҫӑрса илтӗмӗр.
X // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.
Анчах ун хыҫҫӑн та ӑшӗ вӑркани лӑпланмарӗ: унӑн мӗнпур чунӗ хускалчӗ, вӑл чӑннипех асапланма пуҫларӗ, ҫын кун пек хӑйӗн пысӑк мар талантне пысӑк пек кӑтартма тӑрӑшнӑ чухне, кӑна ниепле те кӑтартса парайман чухне асапланать, ҫамрӑк ҫын кун пек асапланнӑ хыҫҫӑн чаплӑ ӗҫ туса хума пултарать, анчах виҫерен тухсан ку асап пушӑ ӗмӗт патне ҫеҫ илсе каять, тепӗр чухне вӑл ҫынна усал ӗҫ патне илсе ҫитерет.
Пӗрремӗш пай // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 96–146 с.
Кӗскен каласан, килӗсене саланма пуҫланӑ чухне вӑхӑт виҫӗ сехет ҫитнӗччӗ, кучерӗсем вара хӑш-пӗрисене сутӑн илнӗ япала ҫыххине йӑтса тухнӑ пекех йӑтса тухрӗҫ; Чертокуцкий те, хӑйӗн аристокративлӑхне пӑхмасӑрах, кӳмере ларса пынӑ чухне тав тунӑ чухнехи пекех пуҫне сулкаларӗ, ҫав майпа мӑйӑхӗ ҫумне ҫыпҫӑннӑ икӗ куршанака килнех илсе ҫитерчӗ.
Кӳме // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 3–38 с.