Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ҫулӗсем те чуллӑ та таве ҫӳллӗ, Ҫавсем асап кӳреҫ-мӗн чунсене, Шывӗсем юхаҫҫӗ ай хирӗҫле, Ҫавсем йывӑр кӳреҫ-мӗн чӗрене.
Ҫӗр вӑрлани // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Ун вырӑнне Кармал сали енчи чуллӑ, хӗрлӗ тӑпраллӑ вырӑнта касса панӑ иккен ӑна ҫӗрне.
1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.
Университет ректорӗ Луньяк, кӗреш юманран чутласа тунӑ пек патвар хул-ҫурӑмлӑскер, ҫарамаслантарас пулсан, чӑнах та ҫак рамкӑри пекех курӑнмалла — ҫапах та кам хӑйса хывӑнтарса лартнӑ-ха ректора Хура тинӗс хӗрринчи чуллӑ хӑйӑр ҫине?
Университет юбилейӗ // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.
Лисукпа иккӗнех ӗҫлерӗмӗр: ҫеремне катмакларӑмӑр, шыв хӗрринчен юшкӑн йӑтрӑмӑр, тислӗкпе ҫемҫетрӗмӗр чуллӑ ҫырана.
6 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Курӑк палӑрмаллах сайралчӗ, типӗ тӗмсемпе витӗннӗ салху, пӑчӑ пуш хир тӳремлӗхе куҫса пыни уҫӑмлӑнах сисӗнет; сӑрӑ чуллӑ тӗмескесем, тип варсемпе хушӑксем ытларах та ытларах, — вӗсенчен нӳрлӗхпе ҫӗр шӑрши кӗрет; пӗччен йывӑҫсем хуралҫӑ евӗрлӗ; тӗпӗсемпе-аркисемпе ҫӗр-ҫӗр хӑлаҫа тӑсӑла-тӑсӑла тӑвалла улӑхнӑ чухне сӑртсем пире утсене туртса чарма хистеҫҫӗ.
V. Бигӑн ту ҫул // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 385–426 с.
Зурбаган гаванӗ тӑвӑр, ытармалла мар пылчӑклӑ, тусанлӑ та чӑпар; пӳрт тӑррисем шӗвӗр вӗҫлӗ, шупка хӗрлӗ черепицӑн ҫурма ункӑлӑхӗнче, тинӗс хӗрринчи чуллӑ лапамра мачтӑсем шӑрӑхра хӗрсе шӑраннӑ, ишекен палубӑсен ҫийӗнче мачтӑсен чӑтлӑхӗ вара тӑвӑрланса карӑннӑ; кунта ҫиле йӳнейлетсе капмар парӑссем улӑпла хӑмпӑсем пек хӑмпӑлтатаҫҫӗ; вымпелсем авкаланаҫҫӗ; вӗри шӳрпеллӗ, пашалуллӑ, рагуллӑ, кукӑльлӗ, улма-ҫырлаллӑ, матроссен кӑвак тельняшкиллӗ тата чухӑн моряка савӑнӑҫ-киленӳре, выҫлӑхра, ӗҫлевре мӗн кирлӗ пӗтӗмпехлӗ аппетитлӑ сӗтелсем тавра ҫара пӑхӑр ҫӗр-ҫӗр ура тӗнкӗлтетет-ҫаврӑнать.
II. Зурбаган // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 385–426 с.
Пирӗн ҫурт — юхан шыв хӗрринче, тинӗс ҫыранӗпе гаваньрен виҫӗ ҫухрӑмра; ҫеҫкене ларнӑ тапхӑрта ырӑ-селӗм шӑршӑ кӑларса-сапаласа чӳречесен умӗнче пысӑках мар улма-ҫырла сачӗ ешерет; парӑссемпе ҫунатланнӑ анлӑ юхан шыв хӑмӑр кӑвакрах тасалӑхпа таҫталла ӑнтӑлать-васкать, — аметист сапаланчӑкӗ; сад хыҫӗнченех бук, ҫирӗк, жасмин, вӗрене йывӑҫӗ-тӗмӗ сӑрса хупӑрланӑ варсем тӑсӑлаҫҫӗ; чуллӑ ҫулсен айккисенче, янкӑр ҫутӑ хӗвел айӗнчи ылтӑн тусан айӗнче, шӑлан ҫырлине пула шурӑ кӗрен ватӑ картасем элес-мелес ӳкерчӗксемпе чӑп-чӑпар, ҫак тусанра, хӑйсем ҫеҫ куракан апат тӗлӗнче, ҫерҫисем шӑртланса вӗткеленеҫҫӗ.
I. Биографи // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 385–426 с.
Ҫыран ку тӗлте чуллӑ, вашмӑк-тайлӑмлӑ, ҫӳлте ҫуртсем, ешӗл ӳсен-тӑран.Берег в этом месте представлял каменистый спуск, с домами и зеленью наверху.
VIII // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.
Тулта никам та курӑнмасть — Блюм садри сукмакпа утать; йӗри-тавра — ҫӳллӗ вулӑсен шурӑ тӗсӗ саланнӑ ырӑ шӑршӑллӑ сулхӑн; шупка кӗрен, шутсӑр йышлӑ венчиксен тарӑнӑшӗнчи чӗрӗ юр мӗльюн-мӗльюн хурт-кӑпшанкӑна сӗрлет-нӑйӑлтатать-мӑйлать-ҫатӑртатать; шӗвӗр вӗҫлӗ, йӗплӗ, ҫавра, сапака евӗрлӗ чӗнтӗрлӗ ҫулҫӑсен ярӑмӗсем пуҫ ҫийӗн тата малта вӑрттӑн ҫутӑ ӗнтрӗкӗн эрешӗсем пек ҫакӑнса тӑраҫҫӗ; сукмак вӗҫӗнче, карта леш енче, чул куписен хушшинче сӑртсем ҫинелле — Суаналла — чупакан чуллӑ ҫул каҫхи тусанра йӑлтӑртатса шуранкаланнӑ.
II. Йывӑҫсем ҫеҫкере // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 383–426 с.
Аялта — вак чуллӑ тӑпра, ун ҫинче хытӑ, йӗплӗ тӗрлӗ курӑк сапаланса тымарланнӑ; ҫак лаптӑк ҫурт-хуралтӑран вӑтӑр утӑмра сылтӑмалла авӑнчӑклӑн та чупуллӑн, сулахаялла тӳррӗн те авӑккӑн татӑлса чикӗленет; чӑнкӑ ахрат сӗмӗнче типнӗ тунасем сулланкалаҫҫӗ — виркӗс сӑртлӑхӑн, сывлӑшӑн витӗр курӑнакан тӗтрипе карӑннӑ ҫӗр хуппин улт ҫӗр хӑлаҫлӑ ахрачӗн чикки.
II. Йывӑҫсем ҫеҫкере // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 383–426 с.
Ҫара уран, ҫурма ҫарамас, тӗрлӗ тӗслӗ хутран ҫӗленӗ вараланчӑк шӑлаварпа, чӗлӗм мӑкӑрлантарать, агавӑпа кактуссен хушшипе тӑвалла чупакан вак чуллӑ сукмак еннелле ватлӑх чӑпарлатнӑ куҫӗсемпе тинкернӗ, юрӑ ӗнӗрленӗ май шухӑшлать.
II. Йывӑҫсем ҫеҫкере // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 383–426 с.
— Пирӗн чуллӑ ҫӗре чавма тивет!
X сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Вӑл ҫеҫен хиртен тусанпа лӗпӗш пӗлӗчӗсене, чечек ҫулҫисене, чуп тӑвулла кӗске, сивӗ ҫумӑрпа инҫетри шыв сиккисен сулхӑнне, чуллӑ тӑпра вӗрилӗхне, никам тӗкӗнмен вӑрманӑн ухмаха ертекен шӑршине, паллӑ марлӑх пирки тунсӑх ҫавӑрттарса килет.
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 49–57 с.
Битт-Бой темиҫе тип вар урлӑ каҫрӗ, «Йӗплӗ минтер» хӑна ҫуртӗнчен ҫаврӑнса иртрӗ те пысӑк-анлӑ сад пахчисен хушшинче авкаланса тӑсӑлакан сукмак ҫине, чуллӑ кӗске урама, тухрӗ.
V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 347–370 с.
Ҫыран юнашарах, анчах ҫак тӗлте хӳтлӗх мар, хӑрушлӑх ытларах, мӗншӗн тесен кунти ҫыран сахалтан та ҫур миля тӑршшӗ яка та чӑнкӑ чуллӑ, ӑҫта пӑхнӑ унта шӑтӑк-хушӑк.
VIII // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 125–169 с.
Аслӑ Чуллӑ еннелле хывакан ҫул хуҫалӑха пысӑк тӑкак кӳресси паллӑ.Известно, что дорога, проложенная в сторону Большие Чёллы, для хозяйства будет слишком накладной.
Илемлӗрех те пуянрах пултӑрччӗ // Ӑсан Уҫӑпӗ. Алексеев, О. А. Савнӑ енӗм, тӑван ялӑм — Санькасси. — Кӳкеҫ: издательство ҫурчӗ, 1999. — 26 с.
Вӗсем ҫӗршывӗ Саскатчеванран пуҫласа Иеллоустон юханшывӗ таран кӑнтӑралла, унтан Чуллӑ сӑртсем таран хӗвелтухӑҫнелле ҫӗр километр таран тӑсӑлса выртнӑ.
Синопа Москитсен йӑхне кӗрет // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Джеймс Ш. Пӗчӗк индеец Синопа: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 109 с.
Иеллоустонта ҫакӑн пек чуллӑ пысӑк сӑрт пур.
Синопӑн пӗрремӗш ҫӗмренӗ // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Джеймс Ш. Пӗчӗк индеец Синопа: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 109 с.
Монтан штатӗнчи Чуллӑ тусен айлӑмӗнче хӗл ялан тенӗ пекех ӑшӑ пулнӑ.В штате Монтана, у подножия Скалистых гор, зимы обычно бывают очень мягкие.
Кӑлтӑрпи // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Джеймс Ш. Пӗчӗк индеец Синопа: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 109 с.
Чуллӑ сӑртсен тӗп хырҫинчен хӗвелтухӑҫнелле ҫӗрутмӑл километр хушшинче вырнаҫнӑ виҫӗ сӑрта ҫапла калаҫҫӗ; Ментан штачӗпе Канадӑри Альберт ҫӗрӗн чикки лӑпах ҫакӑнтан иртсе каять.
Синопа бизонсенчен хӑтӑлать // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Джеймс Ш. Пӗчӗк индеец Синопа: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 109 с.