Шырав
Шырав ĕçĕ:
Кимӗ ишет иккен, ун ҫине тӗрлӗ тӗслӗ чечексемпе тӗрлесе пӗтернӗ украинецсен костюмӗсене тӑхӑннӑ хӗр ачасем туллиех тиеннӗ, пуҫӗсем ҫинче лентӑсем вӗлкӗшеҫҫӗ, чечек кӑшӑлӗсем хӳхӗмӗн курӑнаҫҫӗ.
Ҫуркунне // Василий Юдин. Кошевая Е. Ывӑлӑм ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 208 с.
Кунта кӑнтӑрла та, пыл хурчӗсемпе лӗпӗшсем, чечекрен чечек ҫине вӗҫсе ҫӳренӗ ҫӗрте, садра каҫхи хӗвелӗн кӗрен пайӑркисем пурне те ҫутатса, сад пушшех хитререх курӑннӑ чухне те ытарма ҫук лайӑхчӗ.
«Аслати мӗнтен пулать?» // Василий Юдин. Кошевая Е. Ывӑлӑм ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 208 с.
Тӳлек те пӑтранчӑк Ока шывӗ ҫинчен тӳлек ҫил тӗлӗрнӗ пек вӗрет; сывлӑм ӳкнипе йывӑрланнӑ сарӑ тӑрӑллӑ чечексем чӳхенкелесе лараҫҫӗ, кӑвак колокольчик вӑйсӑррӑн ҫӗр ҫумнелле усӑнса аннӑ, тӗрлӗ тӗслӗ бессмертниксем сахал ҫимӗҫ тӑвакан ҫерем ҫинче типпӗн карӑнса тӑраҫҫӗ, «ҫӗрлехи хитре чечек» гвоздика хӑйӗн хӗрлӗ ҫӑлтӑрӗсене уҫать.
III. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Совет ҫӗршыв чикки урлӑ каҫма хатӗрленнӗ май Кларк хӑйӗн Тиссаварти тусӗсене ҫапла пӗлтернӗ: хамӑн «командировка» ӑнӑҫлӑ пулсан, эп эсир шухӑшласа кӑларнӑ ҫыхӑну меслечӗпе усӑ куратӑп, совет паттӑрӗсен Тиссаварти вилтӑприйӗ ҫине хума сирень чечекӗсен ҫыххине ярса паратӑп, чечек ҫыххи ҫумне орден хӑйӑвне сарӑ-хура хӑйӑва, ҫыхса яратӑп, тенӗ.
14 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Ҫуркунне тӗлӗнмелле лайӑх балкон алӑкне кӑларса лартрӗҫ ӗнтӗ, оранжерея патне каймалли сукмак тӑватӑ кун каяллах йӑлт типсе ҫитнӗччӗ, персиксем пурте чечек ҫурнӑ, юр тӗл-тӗл ҫеҫ юлнӑ, чӗкеҫсем вӗҫсе килчӗҫ, Любочка паян мана пирвайхи ҫурхи чечексене татса килсе пачӗ.
XXV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Горький колонийӗнче пулнӑ ытти ҫынсем те манас ҫук ӑна: пурӗ пӗр ҫын пек пулса савӑннине те, антӑхса каймаллах хавхаланнине те, хӗрсен пуҫӗсем ҫинчи чечек кӑшӑлӗсене те, креплесемпе ҫавасем ҫинчи чечексене те, пирӗн пӗчӗк сигналистсен шурӑ плащӗсене те, кӗҫӗн колонист аслӑ колониста пирвайхи кӗлте тыттарнӑ чух тупа тунине те…
8 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Залӑн маччине чечек ҫыххисем ӳкерсе тултарса, ула-чӑла сӑрсемпе сӑрласа пӗтернӗ, ҫав чечексем хушшинче пысӑк пуҫлӑ, симӗс тата сарӑ тӗслӗ темлескер вӗҫен кайӑксем тата икӗ купидон ҫыхланса ларнӑ: купидонӗн сӑнӗ-сӑпачӗ тӗссӗрленсе кайнӑ, теприн вара урисем татӑк, хырӑмӗнчен пӗр татӑк катӑлса, тӗпренсе ӳкнӗ.
Окуров хули // Уйӑп Мишши. Горький М. Окуров хули: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 134 с.
Хулара садсемпе чечек пахчисем нумай, — вӗрене, пилеш, сиреньпе акаци йывӑҫҫисем ҫуртсен сӑн-пичӗсене хупласа илнӗ, ешӗл ҫулҫӑсем витӗр шурӑ каркӑчсемпе карнӑ, герань, фуксия, бегония чечекӗсен чӳлмекӗсене лартса тултарнӑ тата ҫӳлти янаххисенчен кайӑк читлӗхӗсем ҫакса янӑ пӗчӗк кантӑксем пӗр-пӗрин ҫине кӑмӑллӑн пӑхса лараҫҫӗ.
Окуров хули // Уйӑп Мишши. Горький М. Окуров хули: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 134 с.
Союзсен ҫуртӗнче — чечек ҫине чечек.
Тӑрӑр, юлташсем! // Александр Галкин. Прилежаева М. П. Ленин пурнӑҫӗ: повесть; Александр Галкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 255 с.
Мӑкӑнӗ хальтерех ҫеҫ чечеке ларнӑ, чечек ҫунаттисем сарӑлса та ҫитеймен.
Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Кариотти, Шувалова асӑрхаман пек пулса, утмӑлтурат ҫеҫкисем тата темӗнле пӗчӗкҫӗ хӗрлӗ чечексем шыраса пычӗ, вӗсене вӑл утса пынӑ ҫӗртех татса илет, юлашкинчен унӑн аллинче пысӑк чечек ҫыххи пухӑнчӗ.
Вуниккӗмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Кӗрсемӗр чечексем курма, — Ирттермӗр пӗр минут та, Тирейӗ роза уммӑра Чечек хӗрӗ Анюта.Зайдите на цветы взглянуть — Всего одна минута, Приколет розу вам на грудь Цветочница Анюта.
Вуниккӗмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Ешӗл туратсемпе илемлетнӗскерсем, чечексемпе капӑрлатнӑскерсем, вӗсем этем тинӗсӗ витӗр, пысӑк чӗрӗ чечек йӑранӗсем евӗр, куҫса пыраҫҫӗ.
XXX // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.
Пуҫ кӑшӑлӗ те ҫук, чечексем те ҫук, — таткаланса пӗтнӗ, юнпа пӗвеннӗ чечек тунисем кӑна тӑрса юлнӑ…Нет венков, нет цветов, — одни лишь стебли, оборванные, залитые кровью…
XXIX // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.
Ылтӑн пыл хурчӗсем сӗрлеҫҫӗ, чечек ҫеҫкисем ҫинче йӑшӑлтатаҫҫӗ, вӗсем чечек ывӑсӗ ӑшне кӗреҫҫӗ те ылтӑн тусанпа пушшех хулӑн витӗнсе тухаҫҫӗ.
III // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.
Пулӑ тытакан колхоз хӗрӗсем летчиксене хирте ӳсекен розӑсенчен тунӑ чечек ҫыххисем панӑ; ҫак роза вӑл утрав ҫинче ӳсекен пӗртен-пӗр чечек.
Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Водопьянов М.В. Валерий Чкалов: повесть; Куҫма Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 214 с.
Монтанелли роза тӗмӗ ҫинчен чечек хуҫса илчӗ, чечек ҫулҫисене тата-тата пӑрахрӗ те тунине шыва ывӑтса ячӗ.Монтанелли сорвал розу с куста, оборвал с нее лепестки и бросил их в воду.
II // Гаврил Молостовкин. Войнич, Э. Пӑван: роман / вырӑсларан Г.Молостовкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 284 с.
Ӑҫта кӑна каятӑп — пур ҫӗрте те ҫавсемех, чечексем сутакан кашни хӗрарӑм ман патӑма пырать те, чечек илме сӗнет…
I // Гаврил Молостовкин. Войнич, Э. Пӑван: роман / вырӑсларан Г.Молостовкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 284 с.
Кайран ӑна унтан кӑларнӑ та илемлӗ те капӑр чечексем вырӑнне лӳчӗркенсе пӗтнӗ чечек таткисем кӑна юлнине курнӑ.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Водопьянов М.В. Валерий Чкалов: повесть; Куҫма Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 214 с.
Ҫакӑн пек япала пулнӑ: чечек магазинӗнче вӑл Ольга валли пысӑк та илемлӗ чечек ҫыххи илнӗ.Был такой случай: в цветочном магазине он купил для Ольги большой красивый букет.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Водопьянов М.В. Валерий Чкалов: повесть; Куҫма Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 214 с.