Шырав
Шырав ĕçĕ:
Кашнин ҫинчех чечек папки пур, весем чечек кӑларса ҫимӗҫ пама хатӗрленнӗ, халь вара хӑрса лараҫҫӗ, мӗншӗн тесен йывӑҫ сӗткенӗ хуппи айӗпе ҫӳрет, юн тымарӗ тӑрӑх юн ҫӳренӗ пек.
Шӑшин усси пур-и? // Валерий Алексеев. Толстой Л.Н. Йывӑҫсем мӗнле утаҫҫӗ: калавсем. Чӑвашла В.Н. Алексеев куҫарнӑ; ӳнерҫи С.А. Бритвина. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2022. — 60 с. — 11–12 с.
Савӑтра ҫурхи чечексем: ҫеҫпӗл, ландыш, сарӑ чечек.
5 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Иккӗмӗш Джесси киленӗҫе тата ҫӑткӑнлӑха пула хӗп-хӗрлӗ, рехетлӗ сӑнпа тӑрать, чирлӗ шуранка хӗр, йӗплӗ тунасене ирте-ирте, хачча парӑнманнисене пӳрнипе пӑра-пӑра, куҫ харшисене пӗркелентерсе ӗҫленине сӑнать, акӑ вӑл ҫыхӑ ҫумне тепӗр кӗл чечек хушать, урамри Джесси ҫине пӑхкалать, — ку, паллах, тата нумай-нумай чечек парассине пӗлтерет.
XVI сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.
— Эсир мана чечек сӗнетӗр, — ӑнлантарма пуҫларӗ сӑнӗнчи кӑмӑллӑ тимлӗхӗпе хӗрарӑм мӗн шухӑшланине пӗтӗмпех харӑс, кӗскен евитлеме тӑрӑшса, — анчах эпӗ ҫапла чечек пирки каламастӑп…
XVI сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.
Кӑвак зала кӗтӗм; кунти ҫав тери селӗм паркет ҫинче люстрӑсен ҫути, ҫавӑн пекех манӑн урасем чӗр куҫҫи таран сӑнланнӑ; такам ӳкерсе хӑварнӑ кӗл чечек ҫумӗпе иртнӗ май ӑна ҫӗклерӗм те — телейшӗн тесе юла юпрӑм: енчен те чечекре ҫунатсем мӑшӑрлӑ тӑк — паян Моллие куратӑп.
XVII // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.
Хӳме урлӑ эпӗ курӑк ӳссе кайнӑ пушӑ карташӗнче таптанса пӗтнӗ чечек клумбисене, вӗсем ҫинче георгинсемпе кӑвак ҫӑлтӑрсем евӗрле чечексене ҫеҫ куртӑм.
VIII сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.
Унтан, Юс, эпӗ куракансемпе сыв пуллашма сцена ҫине юлашки хут тухсан темӗн чухлӗ чечек куртӑм; Милет айлӑмӗнчи мӗн пур чечеке татса кунта килсе хурсан шӑпах ҫавӑн чухлӗ пухӑнать-тӗр.
Суккӑр Дей Канет // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 379–382 с.
Шуранка-симӗс газонсем — вӗсене сукмаксен ҫутӑ сарӑ йӑрӑмӗсемпе ҫавӑрнӑ — капӑр чечексен лаптак клумбисемпе пӗрлешеҫҫӗ, кашни клумбӑра — тачӑ-тачӑ лартса тухнӑ пӗр-пӗр чечек кӑна.
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 331–337 с.
Старик курӑксемпе чечексен сапаланчӑк кӑшӑлӗсене кӑкӑрӗ ҫумне пӑчӑртаса тытать, чӳрече янахӗ ҫине хурать, тӳлеккӗн кулса ҫак им-ҫам милӗкӗсене сехечӗ-сехечӗпе уйӑрать; вӑхӑт-вӑхӑтӑн вӑл — юратса пӑрахнӑ ҫын балкон тӗлӗнче чечек ҫӗкленӗн — хӑшне-пӗрне рехетлӗн шӑршлать.
III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 174–191 с.
Унтан чӳречерен тухрӗ, кӑштах урӑлнӑскер — шурӑ чечек тӗмӗ патне стена ҫумӗпе утса иртрӗ, чечеке татрӗ те пӳлӗме таврӑнчӗ, хывӑнса вырӑн ҫине ӳкрӗ, утиялпа витӗнчӗ, малтан ун ҫине шкапра тупӑннӑ мӗн пур шӑлавар-пиншакне купаланӑччӗ.
III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 58–65 с.
Выҫӑхнӑ вӗлле хурчӗсем, кӑмӑлсӑр пулса килнелле вӗҫме тытӑннӑ чухне, пӗр тӗм айӗнче тӗксӗм кӑвак чечек курах каяҫҫӗ: чечекӗ тӳлеме курӑкӗ пулнӑ мӗн.
Вӗлле хурчӗсем пыл шырама тухни // Василий Хударсем. Ушинский К. Д. Тӑватӑ ӗмӗт: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 28 с. — 16–18 с.
— Ыран килсе пӑхӑр, савнӑ тусӑмсем! — тет вӗсене чие йывӑҫҫи, — паян манӑн сарӑлса ҫитнӗ чечек пӗрре те ҫук-ха! чечексем сарӑлса ҫитсен, эпӗ ырӑ хӑнасемшӗн хавас пулӑп, — тет.
Вӗлле хурчӗсем пыл шырама тухни // Василий Хударсем. Ушинский К. Д. Тӑватӑ ӗмӗт: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 28 с. — 16–18 с.
Ҫурӑка хӗстерсе лартнӑ турат йывӑҫ сӗткенне ӗмсе хӑвӑрт ӳссе ҫитӗннӗ: папка хыҫҫӑн ҫулҫӑ, турат хыҫҫӑн турат ӳстернӗ вӑл, тепӗр виҫӗ ҫултан вара улмуҫҫи шурӑ-хӗрлӗрех чечек кӑларнӑ, чечекӗнчен паха шӑршӑ тухса тӑнӑ.
III // Василий Хударсем. Ушинский К. Д. Тӑватӑ ӗмӗт: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 28 с. — 12–15 с.
Эпӗ пӗр чечек ҫыххине татса илтӗм те шурӑ чечексене уйрӑммӑн-уйрӑммӑн татса кӗленче пырӗнчен чикме тытӑнтӑм.Я сорвал одну гроздь и начал проталкивать цветы в горлышко пузырька.
1 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.
Ҫинҫе те ҫӳллӗ курӑк хушшинчен сенкер, кӑвак, симӗс-кӑвак чечек пуҫӗсем тухса тӑраҫҫӗ; cap чечек хӑйӗн кӗтеслӗ тӑррипе ҫӳлелле кармашать; унта та кунта зонт евӗрлӗ шурӑ чавка-пуҫ курӑкӗ курӑнать, ҫак ҫӑра курӑкпа пӗрлех кунта таҫтан килсе лекнӗ тулӑ пучахӗ тӗшӗпе тулса пырать.
II // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.
Юрлать-юрлать те шӑпчӑк, пуҫне роза чечекӗн чашӑкӗ ӑшне чиксе, шӗвӗр сӑмсипе хӗрлӗ чечек ҫулҫине татса илет.Поет-поет, потом сунет голову в чашечку розы и острым клювом рвет в клочья ее алые лепестки.
Розӑпа шӑпчӑк ҫинчен // Макар Хури. Инди юмахӗсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 102 с.
Хайхи юратнӑ кӗрен чечек ӳссе ларакан пӗчӗк тӗм патне чупса ҫитет те вӑл, курах каять: вӑрман тискерӗ, тинӗс эсрелӗ хӑрушӑ кукӑр-макӑр аллисемпе кӗрен чечеке ярса тытнӑ та вырта парать.
Кӗрен чечек // Владимир Ухли. Аксаков С.Т. Кӗрен чечек: юмах. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 34 с. — 5–34 с.
Ҫав чечексем епле хитре иккенне халапра та каласа кӑтартас ҫук, ҫырса та пӗлтерес ҫук; ӑна ҫав чечек тӗнчери чи хитре тесе никам та ӗнентерсех калаймасть, апла иккенне вӑл хӑй те ӗненмест.
Кӗрен чечек // Владимир Ухли. Аксаков С.Т. Кӗрен чечек: юмах. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 34 с. — 5–34 с.
Кӗҫӗн хӗрӗ валли, чи юратнӑ хӗрӗ валли вара хушса янӑ кӗрен чечеке ниҫта та тупаймасть, — вӑл чечек ҫут тӗнчере чи хитри пулмалла-ҫке.
Кӗрен чечек // Владимир Ухли. Аксаков С.Т. Кӗрен чечек: юмах. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 34 с. — 5–34 с.
Эсӗ ман валли ылтӑнпа кӗмӗл укҫаллӑ тум илсе ан кил, хура сӑсар тирӗнчен ҫӗлетнӗ тумтир те, чӑн-чӑн ахах пӗрчӗллӗ тевет-мӑйя та, ылтӑн ука ҫине мерченпе ӗнчӗ виттерсе ҫӗлетнӗ калпак та, пысӑк та йӑлтӑркка тӗкӗр те илсе ан кил; эсӗ ман валли «Кӗрен чечек» илсе кил, «Кӗрен чечек» ҫут тӗнчере чи илемли пултӑр», тет.
Кӗрен чечек // Владимир Ухли. Аксаков С.Т. Кӗрен чечек: юмах. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 34 с. — 5–34 с.