Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ванюша ӑна чей леҫсе пачӗ, вӑл кӑмака патне кӗтессе ларчӗ, карчӑк пӗр именмесӗрех хӑйӗн ӗҫне турӗ, вара вӗсем, чей тата чихирь ӗҫкелесе, казаксем хушшинчи ӗҫсем ҫинчен, кӳршӗсем ҫинчен, Россия ҫинчен (ун ҫинчен Оленин каласа пачӗ, лешсем ыйта-ыйта пӗлчӗҫ) калаҫса ларчӗҫ.
XXVI // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.
Манӑн тата ҫакна калас пулать: Васильевскинчи пекех, Вера Павловна кашни кунах: ирлӗ-каҫлӗ чей ӗҫет, кӑнтӑрла апат ҫиет; ҫапла, поэтсем хӑйсен сӑввисенче нихҫан та мухтаса юрламан ҫак уйрӑмлӑха — кашни кунах апатланассине те икӗ хутчен чей ӗҫессине — вӑл пӑрахмарӗ, тата ӑна вӑл кӑмӑллӑ япала вырӑнне хучӗ, тепӗр тесен, вӑл чечен мар, хитре мар, начар пек туйӑнакан енӗсене пурне те сыхласа хӑварчӗ.
XII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Ҫакна вӑл, яланхи пекех кашнинчех сахал сӑмахсемпе, анчах витмелле каларӗ, улттӑмӗш стакан чей тултарчӗ, унта юлашки хӑймана ячӗ, юлнӑ печенине илчӗ, — дамӑсем паҫӑрах чей ӗҫсе тӑраннӑ ӗнтӗ, — пуҫ тайрӗ те, ҫав япаласене илсе, ҫисе киленме каллех кабинета кайрӗ, кунта вӑл кӑштах диван ҫине выртса савӑнма та шутларӗ, — кун пек диван ҫинче кашниех ҫывӑрать ӗнтӗ, анчах та вӑл Рахметовшӑн питех те киленмелли япала пулнӑ.
XXX // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Рахметов, кӳршӗсен служанкине булочнӑя кайса килме ыйтса, сӑмавар вӗретсе кӑларчӗ те, вӗсем чей ӗҫме тытӑнчӗҫ; Рахметов, дамӑсемпе ҫур сехете яхӑн ларса, пилӗк стакан чей ӗҫрӗ, вӗсемпе пӗрле пысӑк хӑйма банкине тасатса хучӗ тата печение питӗ нумай ҫирӗ, унччен вӑл икӗ булка ҫисе ячӗ: «кун пек киленме права пур-ха ман, мӗншӗн тесен вӑхӑта ҫур талӑк ытла сая яратӑп».
XXX // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Тӳрӗ кӑмӑллӑ та ырӑ ҫынсем нумай, вӗсем пек ҫынсем сахал; анчах та вӗсем ҫав тӳрӗ кӑмӑллӑ та ырӑ ҫынсем хушшинче — чейри чей пӗрчи пек, чаплӑ эрех ҫине ларнӑ чечек ҫыххи пек; вӗсенче ҫав ҫынсен — вӑй-хӑвачӗ, тутлӑ шӑрши; вӗсем — чи лайӑх ҫынсенчен чи лайӑххисем, двигательсен двигателӗсем, ҫӗр тӑварӗн тӑварӗ пулаҫҫӗ.
XXIX // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Акӑ ӗнтӗ Вера Павловна хӑйӗн ӗҫӗсене туса пӗтерчӗ, вӗсем иккӗшӗ чей ӗҫес вӑхӑт тӗлне киле таврӑнаҫҫӗ те чей ӗҫнӗ хыҫҫӑн виҫҫӗн нумайччен калаҫса лараҫҫӗ.
XVI // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Аран-аран чей ӗҫиччен ларчӗҫ те чей ӗҫнӗ хыҫҫӑн уйрӑлма васкарӗҫ.
II // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Сторешников каҫ пулсан, каярахпа, Марья Алексевнӑпа Верочкӑна ресторана илсе кӗме шутланӑ, ресторанта каҫхи апат ҫимелле пулнӑ; паллах ӗнтӗ, пурте вӗсем шӑнса кайнӑ, пурин те хырӑм выҫнӑ, ӑшӑнас пулать, чей ӗҫес пулать; Сторешников Марья Алексевна чей куркине е черккине опиум ярса парать; амӑшӗ тӑнне ҫухатнине курсан, Верочка нимӗн те тума пӗлмест; Сторешников Верочкӑна каҫхи апат ҫинӗ ҫӗре илсе кӗрет, — акӑ ӗнтӗ тавлашу ҫиеле тухрӗ те; малалла мӗн тумаллине куҫ курать унта.
V // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Вӑл пӗртте пӗр татӑк сахӑр янӑ, кивелнӗ чей пек мар, ун пек чее курас та килмест.Вовсе не похож на тот спитой, с одним кусочком сахару, который даже противен.
I // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Ӗнер каҫхине, вӑхӑт 9 сехет ҫине кайсан, пӗр господин килчӗ, чӑматанпа хӑй, номер йышӑнчӗ, унта пурӑнни ҫинчен ҫыртарма паспортне пачӗ, хӑйне валли чейпе котлет ыйтрӗ, каҫхине мана ан кансӗрлӗр, мӗншӗн тесен эпӗ ывӑннӑ, ман ҫывӑрас килет, анчах ыран 8 сехетре кирек мӗн пулсан та вӑратӑр, мӗншӗн тесен ман васкавлӑ ӗҫсем пур, терӗ, номер алӑкне питӗрчӗ, вара номертен ҫӗҫӗпе вилка чанклатни, чей куркисем шанклатни илтӗнчӗ, унтан господин часах шӑп пулчӗ; — ҫывӑрса кайрӗ пулас.
I. Ухмах // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
— Чей! — салхуллӑн хушрӗ Иван Матвеевич, хупахри тарҫӑ чейпе ром илсе пырса парсан, вӑл кӳреннипе бутылкӑна каялла тӗртсе пачӗ.
III сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Тен, Илюша, хӑй умӗнче мӗн калаҫнине, мӗн тунине тахҫантанпах асӑрхать, ӑнланать пулӗ: унӑн ашшӗ плис шӑлавар, мамӑк хурса ҫӗлетнӗ хӑмӑр пустав курткӑ тӑхӑннӑскер, аллисене ҫурӑм хыҫне тытать те, кӗтесрен кӗтесе кӑна уткаласа ҫӳрет, табак шӑршлать тата сӑмса шӑнкарать, урӑх нимӗн те тумасть; амӑшӗ вара кофе хыҫҫӑн чей ӗҫет, чей хыҫҫӑн апат ҫиет; ашшӗ ҫынсем утӑ ҫулса е тырӑ вырса миҫе капан тунине тӗрӗслеме те шутламасть, ӗҫри ҫитменлӗхсене курсан нихҫан та вӑрҫмасть, анчах ӑна сӑмса тутри хӑвӑрт пырса ан пар ҫеҫ — вӑл йӗркесӗрлӗхсем ҫинчен кӑшкӑрма тытӑнать, кил-ҫурта кутӑн-пуҫӑн ҫавӑрать.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ҫур сехете яхӑн вӑл ҫак шутпа асапланса выртрӗ, анчах кайран ҫапла шут тытрӗ: кӑна йӑлтах чей ӗҫнӗ хыҫҫӑн та тума пулать, чейне, яланхи пекех, вырӑн ҫинчех ӗҫме юрать, тата выртса шухӑшлама та ним те чӑрмантармасть.
I сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Тата акӑ кукамай валли чей иккен, — чей юратать вӑл манӑн.
III сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.
Апатланмалли зала вӗсем кунне тӑватӑ хут килеҫҫӗ: ирхи чей ӗҫме, ирхи апата, кӑнтӑр апатне тата каҫхи чей ӗҫме.
Виҫҫӗмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.
— Эппин, хӑвӑр кӑмӑлӑр! — терӗм те пӗчченех чей ӗҫме тытӑнтӑм эпӗ; пӗр вунӑ минут иртсен, хайхи манӑн старик те кӗчӗ: — «Чӑнах та тӗрӗс калатӑр эсир, — терӗ вӑл, — тем тесен те, чей ӗҫсен лайӑхрах пулӗ, — эпӗ ӑна вӗтеттӗм те…
Максим Максимыч // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Ҫав хушӑрах чей те вӗресе тухрӗ; ҫул ҫине илсе тухнӑ икӗ печӗк стакана чемоданран кӑларса чей тултартӑм та пӗрне ун умне лартрӑм.
Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Соболев сӗтел ҫине стакан лартмалли кӗмӗл айсемпе икӗ стакан пырса лартрӗ те — ҫӑра чей ячӗ, чейрен тӗлӗнмелле лайӑх шӑршӑ сарӑлчӗ.
19 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948
Джемсемпе варенисене кунне 2-3 чей кашӑкӗ пылак мар чейпе сыпса ҫиме юранине палӑртаҫҫӗ.
ТӖРӖС АПАТЛАННИ СЫВЛӐХШӐН ПӖЛТЕРӖШЛӖ // Сывлӑх. «Сывлӑх», 2016.09.28. 38№
Чуста валли 30 г ҫӗпре, 1 чей кашӑкӗ сахӑр песокӗ, 1 чей кашӑкӗ тӑвар, 800 г ҫӑнӑх, 1 кашӑк олива ҫӑвӗ, 1 стакан шыв; ӑшлӑх валли 300 г кӑлпасси, помидор, 2 кашӑк томат пасти е кетчуп, 2 кашӑк майонез, 3 тӑварланӑ хӑяр, 100 г маринадланӑ кӑмпа, 200 г сыр кирлӗ.
Верук тӗпелӗ // Сувар. «Сувар», 23(701)№, 2007.06.08