Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

чалӑштарса (тĕпĕ: чалӑштар) more information about the word form can be found here.
Шлепкине этем хулари пасарсенче тӗл пулакан сӑхӑмсем евӗр ҫӑмӑлттайла чалӑштарса куҫӗ ҫине антарса лартнӑ.

На голову по самые глаза надвинута шляпа, как на городском базаре.

Татӑклӑ сӑмах // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Хӑлхисенчен тытнипе унпа пӗрлех Павӑлпа Хӗлип те пӗшкенеҫҫӗ, лешӗ тӳрленсе тӑрсан пуҫӗсене чалӑштарса кусем те ирӗксӗрех тӳрленсе тӑраҫҫӗ.

Павел и Хелип, которых он держит за уши, наклоняются вместе с ним, когда тот выпрямляется, невольно выпрямляются и они.

Ҫӗрлехи ӗҫ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

— Ҫавӑншӑн пулмасӑр, — тутине чалӑштарса сассӑр кулчӗ Гариф.

Help to translate

XXVI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Апла сирӗн унтан ыйтмаллаччӗ, мӗншӗн ман пата кӗтӗр? — тутисене чалӑштарса кулам пекки турӗ начальник.

Help to translate

VII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ятман, вӑл каланине ҫырса пырас пек, умне пӗр листа шурӑ хут сарса хунӑ, аллине кӑранташ тытнӑ, анчах хӑй ҫырмасть, пуҫне кӑшт чалӑштарса итлесе ҫеҫ ларать.

Help to translate

XIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Вӑл пуҫне кӑшт чалӑштарса хӑрах пӳрнине хӑлхи патне ҫӗклерӗ, «тутаркассем мӗнле ҫӗмӗрттереҫҫӗ!» тенӗ пек, таврари ҫынсем ҫине пӑхса ҫаврӑнчӗ.

Help to translate

XI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Эсӗ Мухаммед-Гирей ҫырӑвӗсене вула, — пӳлчӗ ӑна аслӑ князь, Пронский калаҫнине пуҫне ун еннелле чалӑштарса итлесе лараканскер.

Help to translate

3. Кремльти йышӑну // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Вӗсем хыҫҫӑн чанасем те тасатман кӑмака мӑрйисем ҫине пыра-пыра ларса чанкаҫҫӗ, пуҫӗсене чалӑштарса мӑрье ӑшнелле пӑхаҫҫӗ.

Help to translate

7 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

— Пӗлетӗр-и — мӗн пулса иртрӗ? — тутине чалӑштарса кулса илчӗ Гервак.

— Знаете, что произошло? — усмехнулась Гервак.

XIX сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

Пысӑк та кӑвак кӑсӑя ман пуҫӑм тӗлӗнчи турат ҫине ларнӑ та, куҫӗсене чалӑштарса ман ҫине тӗлӗннӗ пек пӑхать.

Крупная лазоревая синица села над головой на ветку и, скосив глаз, с любопытством посмотрела на меня.

I сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.

Ҫӗлӗкне, — вӑл та шурӑ, — вӗҫкӗннӗн каҫӑртнӑ, сухаллӑ пуҫӗ ҫине чалӑштарса лартнӑ.

Шапка, тоже белая, сидела на бородатой, жеманно откинутой голове очень кокетливо.

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 320–325 с.

Ҫур ҫӗр ҫитсен каҫхи сулхӑн каварҫӑсен вӑй-хӑватне самаях ҫирӗплетрӗ, вара вӗсем горизонталь ҫула шӑтарса анлӑлатма пикенчӗҫ, унӑн маччине ишӗлсе анасран пӗр «тӑрӑллӑ» — чалӑштарса — тума тӗв турӗҫ.

Как наступила полночь, ночная прохлада восстановила энергию заговорщиков, и они приступили к пробиванию горизонтального хода, свод которого шел под углом, как односкатная крыша, во избежание обвала.

XII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.

Ыраш ҫӑкри татӑкӗ тавра кӑткӑсем пухӑннӑ евӗрлӗ, грузчиксем темӗн пысӑкӑш тутӑхса кайнӑ лебедкӑна йӗри-тавра ярса илнӗ те, чалӑштарса хуна рельсӑсем тӑрӑх ӑна платформа ҫине туртса улӑхтарма тӑрӑшаҫҫӗ.

Как муравьи, облепившие кусок ржаного хлеба, со всех сторон окружили грузчики огромную ржавую лебедку и по положенным наискосок рельсам втаскивали ее на платформу.

V сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.

Галеран ҫыру пирки калаҫма пуҫласса шанакан Тиррей урине ҫӗклесе, хӑлхине чалӑштарса алӑк тӗлӗнче чул пек хытса тӑнӑ.

Надеясь, что Галеран заговорит о письме, Тиррей окаменел в дверях, подняв ногу и повернув ухо.

II сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.

Бурль кресло ҫинче маларах куҫрӗ те пуҫне чалӑштарса сулларӗ:

Бурль передвинулся в кресле и покачал головой.

Чӗмсӗрлӗх // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 267–275 с.

Ҫакна кура Бетси пуҫне пӗлтерӗшлӗн чалӑштарса сулларӗ.

и значительно кивнула.

Акварель // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 226–232 с.

Юлашкинчен, акӑ, алӑк уҫӑлчӗ, ӑна хирӗҫ кӑра сӑнлӑ карчӑк тухрӗ, вӑл пуҫне чалӑштарса кантӑк тӑрринчен пӑхать.

Когда он наконец открыл дверь, навстречу ему вышла суровая старуха и, наклонив голову, взглянула поверх стекол.

V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 161–173 с.

Нок чӗлӗмне табак тултарчӗ те пуҫне чалӑштарса сулларӗ:

 — Нок подложил табаку в трубку и покачал головой.

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 229–275 с.

Кӗтмен хӑнасене куҫне тем пек чалӑштарса, хайӑрса пӑхать те ҫав, анчах вӑя хирӗҫ мӗнех тӑвайӑн.

Help to translate

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Вӑл кӑмака карнисӗ ҫине чалӑштарса тӑратнӑ куҫкӗски умӗнче тӑрмашнӑ вӑхӑтра Антун картишне тухрӗ, Тӑвӑла васкамасӑр, киленсе кӳлчӗ, пӗкке тахҫан ҫак ӗмӗтпех Нурӑс пасарӗнчен туянса килнӗ хӗрлӗ те кӑвак пурҫӑн хӑюсемпе эрешлетрӗ, ункӑран йӗс шӑнкӑрав ҫакса ячӗ, унтан, хапха уҫса, ӑйӑра урама кӑларса тӑратрӗ.

Help to translate

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed