Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хӳрипе (тĕпĕ: хӳре) more information about the word form can be found here.
Вӑл мана ятлать, ҫав самантрах тачка ураллӑ хӗр ача васканипе шуҫлак плита ҫине карҫинкки-мӗнӗпе тӑсӑлса ӳкрӗ те — миндаль хумӗ манӑн урасем патнех кусса килчӗ; ҫав вӑхӑтрах виҫҫӗн, капмар пулла сӗтӗрсе кӗрекенскерсем, мана пӗр еннелле, повара тепӗр еннелле тӗртсе хӑварчӗҫ, миндаль ҫийӗн пулӑ хӳрипе сухаласа иртрӗҫ.

Едва успел он меня выругать, как толстоногая девчонка, спеша, растянулась на скользкой плите с корзиной, и прибой миндаля подлетел к моим ногам; в то же время трое, волоча огромную рыбу, отпихнули меня в одну сторону, повара — в другую и пробороздили миндаль рыбьим хвостом.

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.

Унӑн ҫак ҫынна ҫав тери курас килсе кайрӗ, — куҫ хӳрипе те пулин; пур пӗрех — паян вӗлерет-и ӑна, ыран-и!

Его непреодолимо потянуло увидеть этого человека, хотя бы мельком, не зная даже, удастся ли убить его сегодня.

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 320–325 с.

— Мӗн ҫырнине куҫ хӳрипе пӑхма юрать-и?

— Можно ли посмотреть, что написано?

VII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.

Аллисемпе ҫапкалашса Кольбер курӑк хушшинче темӗскере таптать, унтан кукленчӗ те кӗлетке варринчен тытса пӗчӗк ҫӗлене асӑрханса ҫӗклерӗ; ҫӗлен икӗ вӗҫӗпе — пуҫӗпе тата хӳрипе — ҫакӑнса тӑрать.

Кольбер, махая руками, топтал что-то в траве, затем присел на корточки и осторожно поднял за середину туловища маленькую змею, повисшую двумя концами: головой и хвостом.

Ҫӗлен // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 381–386 с.

Ачасем хӑйсемпе пӗрле выляма пакшана та чӗнсе пӑхрӗҫ: анчах пакши хӑйӗн лӑпсӑркка хӳрипе сулчӗ те: — Манӑн хӗл каҫмалах мӑйӑр хатӗрлесе хӑвармалла, — терӗ ачасене хирӗҫ.

Дети обратились было к белке, предлагая ей также поиграть с ними, но белка махнула пушистым хвостом и отвечала, что она должна запастись орехами на зиму.

Вӑрманти ачасем // Василий Хударсем. Ушинский К. Д. Тӑватӑ ӗмӗт: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 28 с. — 7–11 с.

Шлюпка силлене-силлене шхунӑна хӳрипе таклаттарать; Аян шывалла анчӗ, анчах сасартӑк, урисемпе кимӗ тӗпне лекиччен, темӗн асне килнӗн, хыпалансах каялла улӑхрӗ те крюйс-камерӑна иртрӗ; кунта тар пичкисем лараҫҫӗ.

Шлюпка, качаясь, стукала кормой в шхуну; Аян спустился, но вдруг, еще не коснувшись ногами дна лодки, вспомнил что-то, торопливо вылез обратно и прошел в крюйс-камеру, где лежали бочонки с порохом.

IX // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 125–169 с.

Ытти чухне ҫак хӗре Грэй куҫ хӳрипе кӑна сӑнаса иртетчӗ-и тен, анчах кунта ӑна урӑхла курать.

Быть может, при других обстоятельствах эта девушка была бы замечена им только глазами, но тут он иначе увидел ее.

III. Шурӑмпуҫ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.

Грэй карапӗн — «Вӑрттӑнлӑхӑн» — хӳрипе ывӑтӑнса пыракан кӑпӑк юххи океан урлӑ шуррӑн йӗрленсе каҫрӗ те Лисри каҫхи ҫутӑ йӑлтӑртатӑвӗнче сӳнчӗ.

Струя пены, отбрасываемая кормой корабля Грэя «Секрет», прошла через океан белой чертой и погасла в блеске вечерних огней Лисса.

III. Шурӑмпуҫ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.

Ун ҫине куҫ хӳрипе те пулин пӑхсан пит аванччӗ те…

Хотел бы я на него посмотреть…

I. Ӑрӑмҫӑ пӗлтерни // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.

Анчах Тамара ун ҫине куҫ хӳрипе те пулин пӑхманни ӑна кӳрентерчӗ.

Help to translate

Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 134–165 c.

Нина ҫине куҫ хӳрипе те пӑхмасть.

Help to translate

Ӑш вӑркатмӑш // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 68–99 c.

— Атте, енчен те эсӗ ҫур ӗне туянатӑн пулсан, унӑн хӑш пайне суйласа илетӗн — мӗкӗрекен малти пайне-и е хӳрипе ҫапакан хыҫалти пайне?

— Папа, если ты купишь полкоровы, какую часть ты выберешь — переднюю, чтобы она мычала, или заднюю, чтобы била хвостом?

Вырсарникун, июнӗн вун виҫҫӗмӗшӗнче, Эмиль виҫӗ хутчен Линӑн кайри шӑлне туртса кӑларма хӑтланчӗ, кайран хӑйӗн йӑмӑкне кӑвак сӑрӑпа сӑрласа илемлетрӗ // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Йытӑ мана сиссе тӳрех ман пата чупса пычӗ, мана ҫӑварне хыпрӗ те хуҫи патне илсе пычӗ, хӳрипе хавассӑн выляткаласа, ун ури патне ерипен антарса хучӗ.

Почуяв меня, собака устремилась ко мне, схватила в зубы, принесла к хозяину и, виляя хвостом, осторожно положила на землю.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

— Хампа паллаштарма ирӗк парсамӑр, — тесе, ассӑн сывларӗ те вӑл, кантӑк еннелле куҫ хӳрипе пӑхса илчӗ, унтан вара калама тытӑнчӗ, — эпӗ, мӗн калас, ҫылӑха кӗрсе ҫӳрекен.

— Позвольте вам представиться, — вздохнув и покосившись на окно, начал он, — я, так сказать, грешник…

Мораль хуралҫи // А. Петров. Горький М. Америкӑра. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 76 с. — 62–75 с.

Шӑна ларас пулсан лаша хӳрипе кахаллӑн ҫапса илнӗ евӗрлех, хӑтланакан салтаксем, ӑсатакансенчен кам та пулин ытла ҫывӑха пырсан, ӑна автоматпа хӑмсарса, аяккалла тӗртсе янӑ.

И так же лениво, как лошадь отмахивается хвостом, вскидывали они автоматы, когда кто-нибудь из провожающих подходил слишком близко.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Иван Васильев. Рысс Е. Хӗрача ашшӗне шырать: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 140 с.

Анчах салтак ун ҫине куҫ хӳрипе те ҫаврӑнса пӑхман.

Но солдат на него даже не смотрел.

Улттӑмӗш сыпӑк // Иван Васильев. Рысс Е. Хӗрача ашшӗне шырать: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 140 с.

— Кӑвак святой выльӑх та хӳрипе пӑтратма тытӑннӑ пулать?…

— Серая святая скотинка тоже начинает крутить хвостом?..

XXX сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.

Илтрӗн-и, автан хӳрипе малалла вӗҫсе каять, терӗ пиччӳ.

Петух хвостом вперед полетит, — слышал, как дядя говорил?

XXXVIII сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.

Ярсан — хӳрипе малалла вӗҫсе каять.

Пустишь — вперед хвостом полетит.

XXXVIII сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.

— Ну, пуҫларӗ ӗнтӗ Тилӗ Патрикевна, хӳрипе вылятма!..

— Ну, Лиса Патрикевна, пошла хвостом вилять!..

Кантур // Николай Степанов. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 128–147 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed