Шырав
Шырав ĕçĕ:
Лере Сяо Дупа хӗрачан вунӑ ҫулхи упӑшки ҫывӑрнӑ.
VI // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.
Ярӑнса ӳсекен хӗрачан пӗтем чунне-хевтине тӗпретрӗ-чӑлхантарчӗ ҫак вилӗм.
8 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Хань Лао-лю ман хӗрачан юратнӑ каччи пуррине пӗлнӗ.
ХIII // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.
Ак ҫакӑ санӑн мӗн пулать? — ыйтать Маруся, хӗрачан янаххи ҫине кӑтартса.Это у тебя что такое? — спрашивает Маруся, указывая на подбородок.
Каникул пӗтрӗ // Илле Тукташ. Шварц, Е.Л. Пӗрремӗш класра; И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 124 с.
Хӗрачан пысӑк кӑвак куҫӗсем ҫавракаланса кайрӗҫ:
3 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.
Хӗрачан хулӗсем анаҫҫӗ те хӑпараҫҫӗ, ҫинҫе те ҫивчӗ, темӗн мӑкӑртатнӑ пек сасӑ ун енчен килет.Плечи девочки опускаются и поднимаются, высокий и пронзительный, как причитанье, звук идет от нее.
Ҫыран хӗрринчи пӳрт // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.
Стена ҫинче ларакан лӗпӗшсенчен пӗрине ерипен илчӗ те хӗрачан сӑмси ҫине пудра сапрӗ.Осторожно взял со стены одну из бабочек и припудрил ею девчонкин нос.
Ҫӗр шӑтӑкӗнче // Иван Викторов. Толстой А.Н. Ылтӑн ҫӑраҫҫи е Буратино курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: [юмах]; вырӑсларан И. Викторов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 135 с.
Тӑватӑ ҫӗвӗҫӗ — пӗчченҫи мастер, салхуллӑ рак Шепталло, сӑрӑ Улакатка, пысӑк нӑрӑ Рогач тата шӑши Лизетта, — хӗрачан кивӗ кӗпи-тумтирӗсенчен Буратино валли илемлӗ тумтир ҫӗлеҫҫӗ.
Сенкер ҫӳҫлӗ хӗрача Буратинона пӑхса вӗрентсе ӳстересшӗн // Иван Викторов. Толстой А.Н. Ылтӑн ҫӑраҫҫи е Буратино курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: [юмах]; вырӑсларан И. Викторов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 135 с.
Хӗрачан кӑмӑллӑ сӑнне аякран курасса шаннӑ пек, ҫаплах-ха Соня пурӑнакан пӳртӗн сарӑ ҫутӑллӑ чӳречисем ҫинелле пӑхать те пӑхать вӑл.
Соньӑна ҫӑлас пулать // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.
Хӗрачан аллисем тӗккелеме чарӑнсан, музыка та, таҫта аякка-аякка кайнӑ пек, пӑчланса ларать.Когда руки девочки замирали, замирала, словно уходила куда-то вдаль, и музыка.
Лайӑххи ҫав тери нумай // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.
Хӗрачан ҫӑра та вӑрӑм хӑрпӑклӑ хура ҫивӗч куҫӗсем кӑсӑкланса пӑхаҫҫӗ, чипер тӗксӗм пичӗ кӑмӑллӑ, хӑй кӑшт вӑтанаканскер курӑнать.
Соньӑн ҫӗнӗ тусӗсем // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.
Хӗрачан чӗлхи ҫӗтрӗ.
VII // Василий Юдин. Гариф Губай. Бакенщик хӗрӗ. Повесть. Тутарларан В.Н. Юдин куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1962. — 204 с.
Аслашшӗ ӑна ура ҫине ҫӗклесе тӑратрӗ, анчах хӗрачан урисем каллех хутланса ларчӗҫ.Дед поднял Ильсеяр, поставил на ноги, но они у нее опять подкосились.
II // Василий Юдин. Гариф Губай. Бакенщик хӗрӗ. Повесть. Тутарларан В.Н. Юдин куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1962. — 204 с.
Ильсеяр ку сӑмахсене ҫав тери шӑппӑн каларӗ, старик ӑна хӗрачан тутисем сикнинчен ҫеҫ ӑнланчӗ.Ильсеяр сказала это так тихо, что старик понял ее лишь по движению губ.
III // Василий Юдин. Гариф Губай. Бакенщик хӗрӗ. Повесть. Тутарларан В.Н. Юдин куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1962. — 204 с.
Мороженӑй ҫиесси килсе кайнӑ пуль ку хӗрачан, ыйтасса вара темшӗн ҫакӑн пек тӗлӗнмелле манпа ыйтать ӗнтӗ, тесе шухӑшларӑм эпӗ.Я уж подумал, не мороженого ли девочка захотела и просит вот таким странным образом.
15 // Петр Львов, Георгий Ефимов. Шуртаков С.И. Ҫаврӑннӑ юрату. Повеҫпе калавсем. Вырӑсларан куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 190 с. — 3–180 с.
Ҫывӑхранах персе, хӗрачан янах шӑммине ҫӗмӗрсе тӑкнӑ — питҫӑмартийӗпе ҫамкинчи ӳчӗ ҫине тар хӑрӑмӗ путарса кӗнӗ.
Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Хӗрачан ҫара мӑйӗ ҫине юн ярӑмланса анать.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Тайкаланать вӑл, хӗрачан ҫемҫе аллисем ҫине усӑнать.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Манӑн аллӑм, хӗрачан чӗтрекен аллине хыттӑн чӑмӑртанӑскер, унӑн пӳрнисем халех ярасшӑн мар тытарах тӑнине туйса илсен, чӗреме кичемлӗх хӗстерсе лартрӗ.
Вуниккӗмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Тинкерсе пӑхӑр-ха ҫав тӗлӗнмелле, лӗпӗш ҫуначӗ пек вӗлтӗркке ҫеҫке ҫине — тӗксӗм курӑк ӑшӗнчен сирӗн ҫине тӑп-тӑрӑ та хуйхӑ-суйха пӗлмен хӗрачан чарса пӑрахнӑ куҫӗсем пӑхнӑ пек туйӑнса каять.
Вуниккӗмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.