Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хӑҫантанпа the word is in our database.
хӑҫантанпа (тĕпĕ: хӑҫантанпа) more information about the word form can be found here.
Хӑҫантанпа тытатӑн эс ҫак трактире?

— Ты давно держишь этот постоялый двор?

XXX. Шапӑлти пӗлӗш // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Вӑл манӑн хӑҫантанпа выртнине шуйттан та астӑвайрас ҫук…

Он у меня черт-те с каких пор, помнишь?

6-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Сирӗн чӳречӗрсене хӑҫантанпа ҫуман, ҫавӑнпа тӗтреллӗ!

Пасмурно оттого, что у вас окошки-то с которых пор не мыты?

II сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Хӑҫантанпа кунта эс, Саня? — терӗ доктор, штурман пире кансӗрлес мар тесе темӗн мӑкӑртатса кайнӑ хыҫҫӑн.

— Давно ли ты здесь, Саня? — говорил доктор, когда штурман, пробормотав что-то, ушёл, чтобы не мешать нашей встрече.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Эсир хӑҫантанпа Ленинградра?

— Вы давно в Ленинграде?

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Хӑҫантанпа эпир санпа Ҫутӑ Мускав тӑрӑх ӳтса ҫӳремен, — сӗнтӗм эп ӑна, аллӑма парса.

Давно мы не ходили с тобой вечером по светлой Москве, — предлагаю я и протягиваю ему руку.

30 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Ӗнтӗ хамӑр вагона та хӑнӑхса ҫитрӗмӗр, урӑхла пулма та пултараймасть, хӑҫантанпа унта — апатне те ҫиен, ыйӑхне те ҫывӑран, вӑййи-кулли те ҫавӑнтах иртет.

Мы привыкли к нашему вагону, в котором уже столько времени спали, ели, сидели, разговаривали.

16 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Хӑҫантанпа курман ӗнтӗ эп вӗсене!

Как я давно их не видел!

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Хӑҫантанпа сывлӑша хӑпарман?

Сколько времени не поднимались?

8 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950

Хӑҫантанпа эсӗ ҫав тери вӑтанма тытӑнтӑн, е эсӗ те романсенчи героиньӑсем пек ашшӗ-амӑшӗ курайман ҫынсене кураймасӑр пурӑнатӑн-и?

— Давно ли ты стала так застенчива, или ты к ним питаешь наследственную ненависть, как романическая героиня?

Хресчен хӗрӗ — пике // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936

Атя теп сана хӑҫантанпа хам пата, пурӑнар пӗрле.

Сколько раз я тебе говорил, переезжай ко мне жить.

Пӗрремӗш курӑну // Владислав Николаев. Килти архив

Хӑҫантанпа ӗҫшӗн тӑрӑшни куштанлӑха е кутӑнлӑха пӗлтере пуҫланӑ?

С каких это пор забота о работе начала означать высокомерие или упрямство?

1962 ҫулхи чӑваш литератури. Прозӑ // Г. Я. Хлебников. «Вопросы чувашского языкознания и литературоведения». Ученые записки, выпуск XXVI, Чебоксары — 1963. 206–226 стр.

Ӗнтӗ хӑҫантанпа юр хырман.

Help to translate

Анне, аннеҫӗм, сана малашне те юратӑп... // Элиза ВАЛАНС. «Тантӑш», 2017.02.02, 4(4521)№

— Ялта та, хулара та хӑҫантанпа пурӑнатӑр терӗр-ха?

— С каких пор вы живете и в деревне, и в городе?

«Кӗркунне ҫынна хӑйпе хӑй пулма май парать» // Роза Власова. «Хыпар», 2016.09.28, 153№

Хӑҫантанпа калаҫман ӗнтӗ эпӗ тӑван чӗлхепе.

- Как же давно я не разговаривал на родном языке.

«Чӑвашлах калаҫас килет» // Сувар. «Сувар», 24(702)№, 2007.06.15

Хӑҫантанпа эсир Голливудра «хамӑрьял» пулса кайнӑ?

С каким пор вы стали "своим" в Голливуде?

Михаил ГАЛУСТЯН: “Ача кӗтекен хӗрарӑма ӑссӑр арҫын кӑна хирӗҫлет” // Куҫару . Хыпар, ("7 Дней”).

Хӑҫантанпа ҫавӑн пек хӑравҫа тухнӑ-ха Мунчо?

— С каких это пор Мунчо стал таким пугливым?

VII. Паттӑрлӑх // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Унтан тата, — хӑҫантанпа пирӗн ячейка секретарӗсем пухусене ӳсӗр пуҫпа ҫӳреме пуҫланӑ?

И потом — с каких это пор у нас секретари ячеек стали приходить на ячейковые собрания в выпитом виде?

28-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed