Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ҫук, ку ӗҫ ытла хӑрушӑ, ытла хӑрушӑ та, ӑна туса ҫитерме те май ҫук…
VI. Хӗрарӑм чунӗ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
— Кӗвӗҫекен ҫыншӑн вӗсем хӑрушӑ, кӗвӗҫмен ҫыншӑн вара хӑрушӑ мар, нимӗн шухӑшламалли те ҫук ун пирки.
XXX // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Пӗр-пӗр ют ҫын, Кирсанов пек йывӑрлӑха лексе, ун патне канаш ыйтма пырас пулсан тата Кирсанов ҫав ӗҫе хутшӑннӑ ҫынсемшӗн пуриншӗн те ют пулас пулсан, канаш ыйтма пынӑ ҫынна Кирсанов ҫапла каланӑ пулӗччӗ: «Ҫӳреме пӑрахса ӗҫе тӳрлетме кая юлнӑ ӗнтӗ; ӗҫ мӗнле пӗтессе пӗлетӗп — анчах та сирӗншӗн пулсан ҫӳреме пӑрахни те, ҫӳрени те — пӗр пекех хӑрушӑ, ыттисемшӗн пулсан вара, — эсир вӗсен канӑҫлӑхӗшӗн тӑрӑшатӑр, — эсир вӗсем патне ҫӳреме пӑрахни ҫӳренинчен те хӑрушӑрах мар-ши?» тенӗ пулӗччӗ.
XVII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Аялалла сикме те хӑрушӑ, ҫӳлелле вӗҫсе улӑхма вара тата та хӑрушӑрах.
31-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Тен, эсӗ вилӗмрен хӑрамӑн: вилни хӑрушӑ мар, вилӗме хатӗрленни, сехетсерен асап курни хӑрушӑ, эсӗ тӳсӗмсӗр шанса кайнӑ пулӑттӑн — ҫапла-и?
XII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Илья Ильич хӑрушӑ тискерсенчен инкек килменнине чухланӑ, мӗнле инкек-синкек пуррине вара аран-аран кӑна пӗлнӗ, апла пулсан та, кашни утӑмрах мӗнле те пулин хӑрушӑ инкек пуласса кӗтнӗ, шикленнӗ.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Темле тума пултарнӑ ӗнтӗ ҫакна, ҫав хӗррисем паллах мар ҫаврашкара ним сассӑр, пӗр евӗрлӗ, вӑрттӑн та хӑрушӑ пурнӑҫ, ман тӗлӗксен урса кайнӑ пӑтрашӑвӗнчен пушшех те хӑрушӑрах та асаплӑрахскер, пытанса тӑнине темшӗн пӗлнӗ тата эпӗ.
IX сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.
Вӗсем ҫапла шутланӑ: Ваня хӑйӗн лашипе мала каять, унта таврари вырӑна «сӑнаса пӗлет», унтан тавӑрӑнса ҫул хӑрушӑ е хӑрушӑ марри ҫинчен пӗлтерет.
14 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948
Ҫапла виҫӗ хӑрушӑ кун та виҫӗ хӑрушӑ каҫ иртнӗ.
30-мӗш сыпӑк. Томпа Бекки ҫӗр ӑшӗнчи шӑтӑкра // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
3. Пуҫлӑхсем ырӑ ӗҫсемшӗн хӑрушӑ мар, усал ӗҫсемшӗн хӑрушӑ.3. Ибо начальствующие страшны не для добрых дел, но для злых. Хочешь ли не бояться власти?
Рим 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Санӑн пурне те пултаракан аллу, ӗренкесӗр япаларан тӗнче тунӑ аллу, вӗсем ҫине имсӗр-сумсӑр упа е хаяр арӑслан, 19. е халиччен пулман, ҫӗнӗрен пултарнӑ усал тискер кайӑк, е вут-ҫулӑм вӗрсе кӑларакан, е аслатиллӗ тӗтӗм явӑнтаракан, е куҫӗнчен хӑрушӑ хӗм сирпӗтекен чӗрчун та яма пултарнӑ, 20. ҫав чӗрчунсем вӗсене амантса-суранлатса кӑна мар, хӑйсен хӑрушӑ сӑнӗпех пӗтерме пултарнӑ.
Ӑсл 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Турӑ сӑваплисенӗн ушкӑнӗнче питӗ хӑрушӑ, Вӑл Хӑй таврашӗнчисемшӗн пуриншӗн те аслӑ та хӑрушӑ.8. Страшен Бог в великом сонме святых, страшен Он для всех окружающих Его.
Пс 88 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
58. Ҫак кӗнекере ҫырнӑ саккун мӗн хушнине пурӑнӑҫласа тӑма тӑрӑшмастӑн пулсассӑн, хӑвӑн Ҫӳлхуҫа Туррун ҫакӑ мухтавлӑ та хӑрушӑ ятӗнчен хӑраса тӑмастӑн пулсассӑн, 59. Ҫӳлхуҫа сана хӑвна та, санӑн тӑхӑмна та халиччен пулман шӑтан-юханпа аптӑратса ӳкерӗ, иртсе кайми хӑрушӑ шӑтан-юханпа тата иртсе кайми усал чир-чӗрпе чирлеттерсе хӗне ярӗ; 60. сана Египет чирӗсене, хӑвна хӑратса тӑнӑ пӗтӗм [усал] чире, ертӗ, вӗсем вара санран хӑпа пӗлмӗҫ; 61. хӑвна тӗппипе пӗтерсе тӑкичченех Ҫӳлхуҫа сан ҫине ҫак саккун кӗнекинче ҫырса кӑтартман пӗтӗм чире [тата ҫырса кӑтартнӑ пӗтӗм чире] ярса тӑрӗ; 62. эсир тӳпери ҫӑлтӑрсем пекех йышлӑччӗ, анчах хӑвӑн Ҫӳлхуҫа Туррун сӑмахне итлеменнипе эсир сахаллӑн тӑрса юлатӑр.
Аст 28 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Хӑрушӑ вӑрҫӑ вӑхӑчӗ ун пурнӑҫӗнче манӑҫми йӗр хӑварнӑ.
Вӑрҫӑ ачисен ватлӑхӗ канлӗ пултӑр // Р. МИХАЙЛОВА. https://marpos.cap.ru/news/2021/02/06/vr ... kanl-pultr
Хӑрушӑ та тискер вӑрҫӑ…
Инкек куҫа курӑнмасть // О. ШӖНЕРПИ. https://marpos.cap.ru/news/2021/04/17/in ... -kurnmastj
Ҫын пурнӑҫӗ асӑннӑ инкекре татӑлни уйрӑмах хӑрушӑ пулӑм.
Пушарта хӗрарӑм вилнӗ // Элӗк районӗ. https://alikov.cap.ru/news/2021/08/13/pu ... hrarm-viln
Вӑл пурӑнмалли кил-ҫуртра е уй-хирте алхассан та хӑрушӑ курӑнать.
Пушарта хӗрарӑм вилнӗ // Элӗк районӗ. https://alikov.cap.ru/news/2021/08/13/pu ... hrarm-viln
Георги хӑйӑвӗ — уяв символӗ, ҫак хӑрушӑ вӑрҫӑра Ҫӗнтерӗве туптанӑ ветерансене, тыл ӗҫченӗсене хисеплесе асра тытмалли символ.
Вӑрҫӑри паттӑрлӑх ҫамрӑк ӑру асӗнчех // Эвелина МИХАЙЛОВА. http://gazeta1931.ru/urmary/11946-v-rc-r ... -as-nchekh
Акци тӗллевӗ — ҫамрӑк ӑрӑва иртнӗ ӗмӗрти чи хӑрушӑ вӑрҫӑри ҫӗнтерӳ мӗнле хака ларнине, кампа мухтанмаллине аса илтерсех тӑрасси.
Вӑрҫӑри паттӑрлӑх ҫамрӑк ӑру асӗнчех // Эвелина МИХАЙЛОВА. http://gazeta1931.ru/urmary/11946-v-rc-r ... -as-nchekh
Хӑрушӑ та тискер вӑрҫӑ кунӗсем ҫултан-ҫул хыҫа юлса пыраҫҫӗ пирӗнтен.
Паттӑрсен ӗҫӗ вилӗмсӗр, чапӗпе хисепӗ — ӗмӗре // Хӗрлӗ Ялав. http://gazeta1931.ru/urmary/11962-patt-r ... hisep-m-re