Шырав
Шырав ĕçĕ:
1. Ман ҫинче Ҫӳлхуҫа алли пулчӗ, Ҫӳлхуҫа мана Сывлӑшӗпе илсе тухса хир варрине тӑратрӗ, унта хир тулли шӑмӑччӗ, 2. мана шӑмӑсем тавра вӗсен ҫумӗнченех кӑтартса ҫаврӑнчӗ, акӑ хирте шутсӑр нумай шӑмӑ, хӑйсем пурте ҫав тери типсе хӑрса кайнӑ.
Иез 37 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Тымарне тӑпӑлтарса пӑрахмӗҫ-и, ҫимӗҫне татса пӗтермӗҫ-и, ҫапла хӑрса лармӗ-ши вӑл? унран хунанӑ ҫамрӑк туратсем пӗтӗмпе хӑрса ларӗҫ.
Иез 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Вӗсене лартнӑ ҫеҫ-ха, акнӑ ҫеҫ-ха, вӗсен туни те халь ҫеҫ тымарланнӑ, Вӑл вӗсем ҫине вӗрет те — вӗсем хӑрса та ларнӑ, ҫавраҫил улӑма вӗҫтернӗ пек, вӗсене вӗҫтерсе те кайнӑ.
Ис 40 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Ун тураттисем хӑрса ларӗҫ те — хуҫӗҫ вӗсене; хӗрарӑмсем килӗҫ те вӗсене ҫунтарса ярӗҫ.11. Когда ветви его засохнут, их обломают; женщины придут и сожгут их.
Ис 27 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Израиль Ҫутийӗ вут-кӑвар пулӗ, унӑн Святойӗ ҫулӑм пулӗ — унӑн йӗплӗ тӗмӗпе ҫумкурӑкне пӗр кун хушшинчех ҫунтарса-ҫӑтса ярӗ; 18. унӑн мухтавлӑ вӑрманӗпе йывӑҫ пахчине ӳте, пурӑнӑҫа пӗтернӗ пек пӗтерӗ; вара вӑл хӑрса кайса вилекен пекех пулӗ.
Ис 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Ах, Иерусалим, сана манас пулсассӑн, сылтӑм аллӑм хӑрса лартӑр; 6. сана асӑмран ярсассӑн, хам савӑннӑ чухне пуринчен ытла Иерусалима асӑнмасассӑн чӗлхем пыр тӗпне ҫыпӑҫӑнса лартӑр.
Пс 136 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Аялта тымарӗ типсе ларӗ, ҫӳлте турачӗсем хӑрса кайӗҫ.
Иов 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
36. Сирӗн чӗрӗ юлнӑ ҫыннӑрсен чӗрине тӑшманӗсен ҫӗрӗнче шиклӗ тӑвӑп, вӗсем ҫулҫӑ чӗтӗренине илтсессӗн те тарма пуҫлӗҫ, хӑйсене хӗҫпе хӑваланӑран тарнӑ пек тарӗҫ; никам хӑваламасӑрах ӳксе пӗтӗҫ, 37. хӗҫ касса ӳкернӗ пек, пӗр-пӗрин ҫине такӑнса ӳкӗҫ, никам хӑваламан чухнех ҫапла ӳкӗҫ, тӑшманӑрсене хирӗҫ тӑма сирӗн хал ҫитеймӗ; 38. эсир ҫав халӑхсем хушшинче вилсе пӗтетӗр, сире хӑвӑр тӑшманӑрсен ҫӗрӗ ҫӑтса ярӗ; 39. сирӗн чӗрӗ юлнӑ ҫыннӑрсем хӑйсен йӗркесӗр ӗҫӗсене пула хӑвӑр тӑшманӑрсен ҫӗрӗнче хӑрса пӗтӗҫ; хӑйсен ашшӗсен йӗркесӗр ӗҫӗсене пула хӑрса пӗтӗҫ.
Лев 26 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.