Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хӑпармалли (тĕпĕ: хӑпар) more information about the word form can be found here.
Анчах вӑл ун пек тӑвасшӑн мар: уншӑн вӗсем ҫӳлӗ вырӑна хӑпармалли пусма картлашкисем пулса тӑраҫҫӗ.

Но он не сделает этого: они нужны ему, как лестница к вершине карьеры.

Пӗрремӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.

— Ҫак ҫуртӑн тӑррине хӑпармалли пусмана курмарӑм-ха эпӗ, — тетӗп пуҫӑма хыҫалалла янк ярса.

— Как бы подняться на крышу? — подумал я вслух, оглядываясь по сторонам.

Тӗнче хӗрри шырама тухса кайни // Марина Карягина. Карягина М.Ф. Ылтӑн панулми: калавсем/ М. Карягина. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 2011. — 119–126 с.

Вӗсем ҫийӗнчех самолета юсама тытӑннӑ тата вӗҫсе хӑпармалли вырӑна тасатма ҫывӑхри ялсенчи колхозниксене хӑваласа тухнӑ.

Они сразу же приступили к ремонту самолета и согнали колхозников из близлежащих деревень для очистки взлетно-посадочной полосы.

III // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Ҫамрӑк художниксен те, ҫамрӑк писательсенни пекех, хӑйсен искусство «тӳпине» хӑпармалли ҫул-йӗре журналсем урлӑ такӑрлатма тивет.

Для молодых художников путь в Искусство бывает вымощен иллюстрациями к журнальным рассказам, которыми молодые авторы мостят себе путь в Литературу.

Юлашки ҫулҫӑ // Николай Степанов. О. Генри. Юлашки ҫулҫӑ // Илемлӗ литература: журнал. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1941. — №4. — 113-118 с.

Лазарев ҫӳле хӑпармалли шурфсем, штольнӑсем патне ҫывхарма хушман.

Лазарев запретил подходить к шурфам и штольням, которые вели наверх.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

Картишӗ тӑрӑх тӑн-тан пускаласа, вӑл, халтан кайнӑскер, аран сывлӑш ҫавӑрса, ҫурчӗн иккӗмӗш хутне хӑпармалли пусмин аялти картлашкине тертленсе ларчӗ.

Кое-как проковыляв по двору, он, обессилев, опустился на нижнюю ступеньку лестницы, ведущей на второй этаж.

III. Икӗ тӗнче // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Пӗрре каҫхине, пӗтме пӳрнӗ Кубаньри хура халӑх хушшинче уҫӑлса ҫӳренӗ чухне, картишӗнче утса ҫаврӑннӑ вӑхӑтра, лупас ҫине хӑпармалли чикмеке куртӑм — ӑна нумай пулмасть лартнӑччӗ пулмалла.

И вот вечером, прогуливаясь в толпе кубанского хамья, обреченного на гибель, во время первого же круга по двору я увидел, что из двора на сеновал ведет приставная лестница — ее, очевидно, недавно поставили.

XXVI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Хӑй аллисене ашшӗ пек хыҫалалла тытса, Муромецпа юнашар ерипен утса пычӗ, ҫул ҫинчи кашни лакӑма, канава, анаталла анмалли, тӑвалла хӑпармалли вырӑнсене сӑнаса пычӗ.

Сам он продолжал степенно шагать рядом с Муромцем, заложив руки за спину, как это делал его отец, и зорко всматривался в дорогу, примечая каждую рытвину, канаву, каждый спуск и подъем.

21-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ҫӳлте, тупӑсен башнисем, мачта ҫине хӑпармалли пусмасем тӗлӗнче, урлӑ кӑвак хӗрес пек тунӑ ҫӗрте, шурӑ андреевски ялав ҫакӑнса тӑнӑ.

Высоко над орудийными башнями, шлюпками, реями все еще висел белый андреевский флаг, косо помеченный голубым крестом, как перечеркнутый пакет.

XVI. «Башеннӑй, пер!» // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Вӗҫсе хӑпармалли ҫул ҫине пӗрин хыҫҫӑн тепри шуса тухса, самолётсен звенисем пӗлӗтелле ҫӗкленчӗҫ.

Уже выползали на взлетную дорожку, мчались по ней и уходили в небо один за другим звенья самолетов,

19 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950

4. Ҫакӑн ҫинчен вӗсем Самари, Кони ҫӗрӗсене тата Ветерона, тата Вельмень ҫӗрне, тата Иерихонпа Хова хулисене, тата Есора ҫӗрне, тата Салим айлӑмне хыпар янӑ, 5. вӗсем пур ҫӳллӗ тусен тӑррисене йышӑннӑ, унта вырӑнаҫнӑ ялсем тавра хӳме ҫавӑрнӑ, нумай пулмасть ҫеҫ тырпул вырса пуҫтарнӑскерсем, пулас вӑрҫа шута илсе, тырӑ хатӗрлесе хунӑ, 6. аслӑ священник Иоаким вара, ҫав вӑхӑтра Иерусалимра пулнӑскер, Ветилуя халӑхне тата Дофаим ҫывӑхӗнчи айлӑмӑн мал енче ларакан Ездрилон хулине хирӗҫ вырӑнаҫнӑ Ветомесфем халӑхне хут ҫырса янӑ — 7. вӗсене ту-сӑртлӑ ҫӗршыва хӑпармалли вырӑнсене йышӑнма хушнӑ, мӗншӗн тесессӗн Иудея ҫӗрне ҫавӑнтан кӗрсе ҫӳренӗ, ҫулӗ вара икӗ ҫын иртмелле мар хӗсӗк пулнӑ, ҫавӑнпа унта кӗме тӑракансене ҫӑмӑлах тытса чарма пултарнӑ.

4. Они послали во все пределы Самарии и Конии, и Ветерона и Вельмена, и Иерихона, и в Хову и Эсору, и в равнину Салимскую, 5. заняли все вершины высоких гор, оградили стенами находящиеся на них селения и отложили запасы хлеба на случай войны, так как нивы их недавно были сжаты, 6. а великий священник Иоаким, бывший в те дни в Иерусалиме, написал жителям Ветилуи и Ветомесфема, лежащего против Ездрилона, на передней стороне равнины, близкой к Дофаиму, 7. чтобы они заняли восходы в нагорную страну, потому что чрез них был вход в Иудею, и легко было им воспрепятствовать приходящим, так как тесен был проход даже для двух человек.

Иудифь 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Украинӑран илсе килнӗ вышкӑн ҫыхма хӑпармалли пайне хут ҫине ӳкертӗм, сварщикпа иксӗмӗр ӑна тимӗр тӑрӑхӗсенчен майлаштартӑмӑр.

Help to translate

Хӑмла отраслӗ чӗрӗлсе ҫӗкленетех // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

— Пӗррехинче Захаров мана: «Авӑр шпагатне шертепе хӑпартма, ҫӳлти шпагатран ҫекӗлпе ҫаклатса яма пӑрахатпӑр, — терӗ. — Шертене ултӑ-ҫичӗ метра ҫӗклесе ҫитерме йывӑр. Ҫиллӗ кунсенче — пушшех. Малашне шпагат вӗҫне ҫӳле механизациленӗ вышкӑпа хӑпартӑпӑр. Ҫӳле хӑпармалли хатӗре ҫак кунсенчех ӑсталӑр».

Help to translate

Хӑмла отраслӗ чӗрӗлсе ҫӗкленетех // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed