Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хӑйнӑ (тĕпĕ: хӑй) more information about the word form can be found here.
Мӗнле хӑйнӑ вӑл ыйтмасӑрах тухса кайма?

Как он смел уехать без спроса?

III. Икӗ тӗнче // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

— Ун пек калаҫма ан хӑйнӑ пултӑр ун ҫинчен, Рахметов.

— Не смейте, Рахметов, так говорить о нем.

XXX // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Райкома тата мана намӑс ан кӑтартӑр, намӑс кӑтартма хӑйнӑ ан пултӑр!

Не подводите райком и меня, не смейте подводить!

VIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Эсӗ агитаци тума килнӗ, ытах кулаксенчен хӑраса ӳкрӗн пулсан, наган илсе ҫӳре, анчах ӑна ҫиелтен ҫакса ҫӳреме ан хӑйнӑ пултӑр.

Ты приихав агитировать, а колы кулакив злякався, так имий наган, но наверху его не смий носить.

22-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Ҫав сӑн пӗтсе ларни ҫинчен хӑшӗ-хӑшӗ анчах сӑмахпа калама хӑйнӑ.

Но лишь немногие решались вслух сознаться, что этот образ уже разрушен.

Январӗн 9-мӗшӗ // Хумма Ҫеменӗ, Феодосия Ишетер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 133–155 стр.

Ҫапла калама хӑйнӑ ҫынна эпир часах хыттӑн лӑплантарса лартаттӑмӑр.

Человека, который решался говорить такие речи, мы скоро и грубо укрощали.

Ҫирӗм улттӑпа пӗрре // Петӗр Хусанкай. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 119–131 стр.

— Мӗн «ан хӑйнӑ пул» унта?

— Что «не смей», что «не смей»?

16-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эпӗ ӑна ҫаплах каларӑм: ан хӑйнӑ пул, терӗм Вӑл итлесшӗн те мар.

Я так и говорила: не смей, Саня, не смей, а он слушать ничего не хочет…

16-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Ман атте пирки ҫапла япӑх калаҫма ан хӑйнӑ пул! — кӑшкӑрса пӑрахрӗ Маргарита Женьӑна.

— Не смей говорить про моего папу гадости! — крикнула на Женю Маргарита.

Улттӑмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив

Гаврик тӗлӗнмелле пӑшалтан пӗрре тӗллесе пересси ҫинчен ҫеҫ шухӑшлама хӑйнӑ.

Гаврик смел мечтать только прицелиться из чудесного ружья.

XVII. Тир хуҫи // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Ун ҫинчен калама ан хӑйнӑ пул!

Не смей даже говорить об этом!

17 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

— Эпӗ сире мӗнпе те пулин кӳрентерме хӑйнӑ пулсан вара, каҫару ыйтма хӑймашкӑн та ытларах ирӗк парсамӑрччӗ мана…

— Если я имел дерзость вас чем-нибудь оскорбить, то позвольте мне иметь еще большую дерзость просить у вас прощения…

Майӑн 22-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Вӑл ҫар пилочӗсен шкулӗнче инспектор пулса ӗҫленӗ, заметкӑри сӑмахсемпе каласан — «хӑш чух хӑйӗн аэропланӗпе сывлӑша ҫӗкленме те хӑйнӑ».

Он служил инспектором в школе военных пилотов и даже, как говорилось в заметке, «порой рисковал подниматься в воздух на своем аэроплане».

8 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950

Йӗр урлӑ каҫма ан хӑйнӑ пултӑр.

Попробуй только, не обрадуешься.

1-мӗш сыпӑк. Том вылять, ҫапӑҫать, тарать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

42. Ку вӑл эрнекун каҫхине, шӑматкуна хатӗрленмелли вӑхӑт ҫитсессӗн, пулнӑ, 43. Аримафея хулин ҫынни Иосиф — иудейсен канашӗнчи хисеплӗ ҫын, хӑй те Турӑ Патшалӑхне кӗтсе тӑраканскер — Пилат патне кӗрсе Иисус Ӳтне ыйтма хӑйнӑ.

42. И как уже настал вечер, - потому что была пятница, то есть день перед субботою, - 43. пришел Иосиф из Аримафеи, знаменитый член совета, который и сам ожидал Царствия Божия, осмелился войти к Пилату, и просил тела Иисусова.

Мк 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

15. Анчах, ҫакӑнпа та ҫырлахмасӑр, Антиох ҫӗр ҫинчи чи сӑваплӑ Ҫурта, Турӑ Ҫуртне, кӗме хӑйнӑ, ӑна унта саккунсемпе ҫӗршыв сутӑнчӑкӗ Менелай ертсе кӗнӗ.

15. Но, не удовольствовавшись этим, он дерзнул войти в святейший на всей земле храм, имея проводником Менелая, этого предателя законов и отечества.

2 Мак 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

2. Хулана ырӑ тӑвакана, йӑхташӗсемшӗн тӑрӑшакана, саккунсемшӗн хытӑ тӑракана вӑл патшалӑх тӑшманӗ тесе калама та хӑйнӑ.

2. Благодетеля города, попечителя о соплеменниках и ревнителя законов, дерзал он называть противником правительства.

2 Мак 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

5. Артаксеркс патша Эсфире хуравласа каланӑ: хӑй чӗринче ҫавӑн евӗрлӗ усал шухӑш тытма хӑйнӑ ҫын кам вара вӑл, ӑҫта вӑл?

5. И отвечал царь Артаксеркс и сказал царице Есфири: кто это такой, и где тот, который отважился в сердце своем сделать так?

Эсф 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

13. Олоферн чатӑрӗ патне пырса, вӗсем унӑн пӗтӗм ҫуртне-мулне тытса тӑракан ҫыннине каланӑ: хуҫамӑра вӑрат-ха, ара, ҫав чурасем, хӑйсем тӗппипех пӗтессе сиснӗ пек, пире хирӗҫ тухма хӑйнӑ.

13. Придя к шатру Олоферна, они сказали управлявшему всем имением его: разбуди нашего господина, потому что эти рабы осмелились выйти на сражение с нами, чтобы быть совершенно истребленными.

Иудифь 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed