Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хушшипе (тĕпĕ: хушӑ) more information about the word form can be found here.
Лайӑх вӗренсе, ҫапӑҫусенче пиҫӗхнӗскерсем вӗсем е тапӑнса е чака-чака кайрӗҫ, чӑвашсене хӑйсем хушшипе ниепле те ирттерсе ямарӗҫ.

Help to translate

Юлашки ҫапӑҫу // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ирҫе ҫарпуҫӗ ял ҫыннисене тем хушса каларӗ те, Укаслупа ытти ҫарпуҫӗсене хӑй хыҫҫӑн пыма чӗнсе, ҫунса пӗтеймен вутпуҫҫисен хушшипе малалла утса кайрӗ.

Help to translate

Мӗншӗн ҫынсем ӑтӑр мар-ши? // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Аллӑ-утмӑл хӑлаҫ аяккарах иртсе кайрӗ те вӑл йывӑҫсен хушшипе вирхӗнчӗ.

Help to translate

Килтеш ялӗнче // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Юхать Йӗршшӳ йӑлтӑртатса Симӗс улӑх хушшипе, Туй ҫӗлен пек авкаланса Ҫырма-ҫатра тӑршшӗпе.

Help to translate

VII. Сухатӳ // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Вӗсем патне тӗмӗсем хушшипе Утса пырать пӗр салтак хура йыттипе.

Help to translate

III. Йыхрав // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Пӗр тапхӑр пытанса выртрӑм, ҫӳҫе тӗмӗсем хушшипе пытаннӑ автоматчика асӑрхама тӑрӑшрӑм.

Help to translate

Хаклӑ пакет // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 104–109 с.

Тарас вӑрман хушшипе Ухта еннелле хӑвӑрттӑн утрӗ.

Help to translate

Хыпарсӑр мар // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 86–93 с.

Вӑл лутра йывӑҫсем хушшипе хӗвелтухӑҫ еннелле утрӗ.

Help to translate

Хыпарсӑр мар // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 86–93 с.

Акӑ вӑрман хӗрри те сайраланчӗ, йывӑҫсем хушшипе хура тӑхлан евӗр тӗксӗм кӳллӗн тӳлек ҫийӗ курӑнса кайрӗ.

Help to translate

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Тата кӑштах кайсан, вӑрман сайраланчӗ, йывӑҫсем хушшипе хӑма витнӗ ҫуртсем курӑна пуҫларӗҫ.

Help to translate

Пӗрремӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Шӑтӑкран вӑл каялла тухрӗ те ҫӳҫе тӗмӗ хушшипе шыв хӗрне анчӗ, кӑштах вараланнӑ аллине кӳлӗри ӑшӑ та тӑрӑ шывпа ҫурӗ.

Help to translate

Пӗрремӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Часах Кирук вӑрман хӗрне тухрӗ, йывӑҫсем хушшипе поселок ҫывӑхнелле утрӗ.

Help to translate

Пӗрремӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Вӗҫет, вӗҫет Хӗлӗх Хӗлипӗ кӑтра пӗлӗтсем хушшипе, пӑхать аялалла — рай пахчи.

Help to translate

Пурнӑҫ тамӑкӗ // Владимир Кузьмин. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 29–30 с.

Тусман йӗркен лартса тухнӑ выльӑх ҫурчӗсем хушшипе шӑршласа иртет, унтан пӗр кӗтесре ҫутӑ курӑнакан пысӑк ҫурт еннелле чупса каять.

Help to translate

Хӗр вӑрланӑ // Сарра Баранова. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 15–16 с.

Акӑ хайхи тарӑн вар, пӗчӗк кӗпер, ҫав тери тӑван йывӑҫсем хушшипе хӑпаратӑп.

Help to translate

Ача ҫуртне хупни // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Ҫӳ-ӳллӗ йывӑҫсем хушшипе шыв ҫӗлен пек авкаланса юхать.

Help to translate

Ача ҫуртне хупни // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Ҫатюк амӑшӗ пӳрте кӗрсе кайсан, эпӗ вӗрлӗк хушшипе пахчана кӗтӗм те пӗр сухан ҫулҫи татса илсе папка ӑшне хутӑм.

Help to translate

Сухан ҫулҫи // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Тимӗр кӗреҫепе шыв тӗпне тарӑнлатса ҫыран хушшипе юхтаратпӑр.

Help to translate

Шакмаклӑ ҫӑпата // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Тӗллӗн-тӗллӗн йывӑҫсен сайрарах тураттисемпе ҫулҫисен хушшипе хӗвел пайӑркисем чӗлкӗмленсе-хӑйпӑкланса кӗнӗ те ҫӗр ҫине чӳхенекен-чӗтренекен сӗвем курӑссӑн е пиҫсе ҫитнӗ тырӑ ҫупкӑмӗсем пек ӳкнӗ.

Help to translate

Выляма та ӑс кирлӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 143–160 с.

Юрать-ха Праски кинеми, Ҫтаппан мучипе пӗрлешме хут ҫыртармасӑр килӗшменскер, ку сӑмахсене пулах хуҫӑлса ӳкмест, май килсен, хӑй те пӑкки шаннӑ, шӗлтӗркенӗ, мӑртӑхса ҫитнӗ тӳрккесе хирӗҫ чӗвен те тӑрать, тӑрӑс-тӑрӑсах ура та тапать, ик пӳрни хушшипе мулкачне те кӑтарткалать.

Help to translate

Хура ҫӑмарта // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 116–128 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed