Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хушши the word is in our database.
хушши (тĕпĕ: хушӑ) more information about the word form can be found here.
1975 тата 1990 ҫулсенче федераци правительствине Машпи Вампаноаг йӑхне официаллӑ майпа йышӑнма ыйтса ҫырнӑ, ҫапах та ҫакӑ 2007 ҫулхи ҫу уйӑхӗнче кӑна пурнӑҫа кӗнӗ, ун хыҫҫӑн индейсем ӗмӗр-ӗмӗр хушши вӗсен тӑван ҫӗрӗ пулнӑ лаптӑксене каялла тавӑрса пама ыйтнӑ.

В 1975 и 1990 годах в федеральное правительство отправляли запрос об официальном признании племени Машпи Вампаноаг, однако это произошло лишь в мае 2007 года, после чего индейцы потребовали вернуть их исконные земли.

Кейп-Код // Светлана Трофимова. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%9A%D0%B5%D ... 0%BE%D0%B4

Кейп-Код ҫурутравӗ нумай ӗмӗр хушши вампаноаг индейсен йӑхӗшӗн тӑван кӗтес шутланнӑ, 1620 ҫулхи кӗркунне вӗсем ҫак вырӑна килсе тухнӑ пилигримсен (каярах Плимут колонине никӗсленӗ) пурнӑҫне ҫӑлса хӑварнӑ.

Полуостров Кейп-Код на протяжении многих веков являлся родным домом для индейского племени вампаноаг, которое помогло выжить прибывшим осенью 1620 года пилигримам, основавшим Плимутскую колонию.

Кейп-Код // Светлана Трофимова. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%9A%D0%B5%D ... 0%BE%D0%B4

— Алла пӑшал тытса, эпӗ Раҫҫее ултӑ-ҫичӗ ҫул хушши хӳтӗлерӗм.

Help to translate

Тус е тӑшман? // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 187–206 с.

Ик-виҫӗ кун хушши Вихтӗрпе Кевӗрки килӗштерсе выляҫҫӗ теттесемпе: пӗрре пӗри шӑхӑртать шӑхличе, тепри ҫав вӑхӑтра пӑшалпа тӗл пемелле вылять.

Help to translate

Тус е тӑшман? // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 187–206 с.

И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн историпе филологи факультетӗнче пӗлӳ илсе нумай ҫул хушши ачасене чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентет.

Help to translate

Пултаруллӑ та хастар вӗрентекен // Ҫӗрпӳ районӗ. https://zivil.cap.ru/news/2021/05/12/pul ... verenteken

Яла таврӑнсан вӑл сурӑх, сысна фермисенче нумай ҫул хушши вӑй хунӑ.

Help to translate

Тӑван ялах юлас терӗм… // В. КУРАКОВА. https://marpos.cap.ru/news/2021/01/23/tv ... yulas-term

«Кайран та чылай вӑхӑт хушши пионерсемпе ҫыру ҫӳретрӗмӗр», - аса илет Милентина Васильевна.

Help to translate

Ҫамрӑк пулнӑ, ывӑннине туйман // Р. МАРТЬЯНОВА. https://marpos.cap.ru/news/2021/01/20/am ... ine-tujman

«Шӑн тӑпрана катаймастӑмӑр эпир, ҫамрӑкрах пулнӑ. Аслисем катнине ҫӳлелле переттӗмӗр. Тумтир ҫӗтӗкчӗ, питӗ шӑнаттӑмӑр. Апатне те тӑраниччен ҫиеймен. Ҫавах ниме те пӑхса тӑман, ӗҫленӗ. Хамӑрӑн чӑтӑмлӑхран паян кун та тӗлӗнетӗп. Вӑрҫӑ хыҫҫӑн та канӑҫ мӗнне пӗлме тӳр килмен. Атте фронтран аманса таврӑнсан нумаях пурӑнаймарӗ. Эпир, сакӑр ачи, аннепе кӑна ӳсрӗмӗр. Вӑрҫӑ хыҫҫӑн пире вӑрман касма ячӗҫ, Хаснар шывӗ ҫывӑхӗнчи вӑрманта 8 ҫул ӗҫлерӗм. Кунӗн-ҫӗрӗн вӑй хунӑ, урасем йӗпенетчӗҫ, вут хурса типӗтсе тӑхӑнаттӑмӑр. Хамах пушӑт касса ҫӑпата тӑваттӑмччӗ. Ун чухне апачӗ те начарччӗ. Инҫех мар икӗ шыв арманӗ пурччӗ. Пӗринче Уй Пилемӗч ҫынни ӗҫлетчӗ. Вӑл пире хӗрхенсе хушӑран апат пӗҫерсе ҫитеретчӗ. Тепӗр арманӗнче - хамӑр ял ҫынниччӗ, тепӗр чух вӑл та вӑрттӑн хӑналанӑ пире. Вӑрман ӗҫӗсем вӗҫленсен пӗр вӑхӑт Хуракассинчи сепаратор пунктӗнче ӗҫленӗ, халӑхран сӗт пуҫтарнӑ. Ун чухне ӗне усракансен патшалӑха икҫӗр литр сӗт е сакӑр килограмм шӑратнӑ ҫу памаллаччӗ. Хӑмла бригадирӗ те пулнӑ эпӗ, ытти ӗҫсене те тӑрӑшсах тунӑ, нихӑҫан та пӑрӑнса ҫӳремен. 1958 ҫулта, Хуракассине качча тухсан, 18 ҫул дояркӑра ӗҫлерӗм. Тивӗҫлӗ канӑва тухсан та 4 ҫул хушши фермӑна утрӑм. Унтан Сӗнтӗрвӑррине выльӑх самӑртнӑ ҫӗре 5 ҫул, кирпӗч заводне 3 ҫул ҫӳрерӗм. Саратов тата Куйбышев облаҫӗсенче ӗҫлесе темиҫе хут та тырӑ илсе килтӗм. 1958 ҫулта ҫуралнӑ хӗре пӗчченех ӳстерме тиврӗ, упӑшка ҫамрӑклах вилчӗ. Хӗрӗм вӑтам шкул хыҫҫӑн повара вӗренсе тухрӗ, Сӗнтӗрвӑрринче ӗҫлерӗ. Хушма пӗлӳ илсен районти паспорт параканра 18 ҫул тӑрӑшрӗ. Ҫемье ҫавӑрса виҫӗ ача ӳстерчӗ. Мӑнуксемпе эпӗ те сахал мар йӑпантӑм. Пӗри Чечняра хӗсметре тӑчӗ. Киле таврӑнсан вилни пуриншӗн те пысӑк хуйхӑ пулчӗ. Кӗҫӗн мӑнук Иваново хулинчи ҫар академине пӗтернӗ хыҫҫӑн Сӗнтӗрвӑрринче ӗҫлеме пуҫларӗ», - вӗҫлерӗ калаҫӑва Зоя Васильевна.

Help to translate

Вӑрҫӑ ачисен ватлӑхӗ канлӗ пултӑр // Р. МИХАЙЛОВА. https://marpos.cap.ru/news/2021/02/06/vr ... kanl-pultr

Вӑл хӑйӗн ӗҫӗсене курава тӑратнӑ, пилӗк сехет хушши тӗрӗ ӑсталӑхӗпе паллаштарнӑ.

Help to translate

Тӗрӗ ӑстин пысӑк ҫитӗнӗвӗ // Н. КОЛЕСНИКОВА. https://marpos.cap.ru/news/2021/04/03/tr ... -pisk-itnv

Халӑхра каланинчен,пыл хурчӗпе пӗр чӗлхе тупакансем нумай ҫул хушши сывӑ пурӑнаҫҫӗ.

Help to translate

Ватӑ ҫынна - чыс та хисеп // О. СЛАВИНА. https://marpos.cap.ru/news/2021/04/24/va ... s-ta-hisep

Медицина сферинче нумай ҫул хушши тӑрӑшса ӗҫленине пула вӑл нумай пулмасть аслӑ категорине илнӗ.

Help to translate

Медсестра - ҫынна юратакан професси // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/meditsina/20 ... si-3764775

Пушкӑрт Республикин Медицинӑпа СПА енӗпе ӗҫлекен уҫӑ Чемпионатӗнче пирӗн район чысне Пишпӳлек районӗнчи тӗп больницӑн пӗрремӗш категоринчи медицина сестри, нумай ҫул хушши ӗҫлекен Инна Федотова массаж ӑсти хӳтӗленӗ.

Help to translate

Чемпионат ҫӗнтерӳҫи пулнӑ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/meditsina/20 ... ln-3764751

Служба вӑхӑтӗнчи Олег темиҫе уйӑх хушши ҫӑмӑл мар кунсене хӑнӑхса ҫитнӗ ӗнтӗ, анчах кӑткӑс самантсем те пулаҫҫӗ.

Help to translate

Зианчура районӗнчи боец СВОн малти лининчен сӑвӑсем ярса парать // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/common_mater ... at-3763323

Халӗ ҫитӗнӳсем кӑтартакан ҫамрӑк спортсменсем 6-7 ҫул хушши Эрик Вонифатьев патӗнче ӑсталӑха туптаҫҫӗ.

Help to translate

Хӑравҫӑсем футболла вылямаҫҫӗ // Марина ЛЕОНТЬЕВА. https://alikov.cap.ru/news/2021/08/13/hr ... la-vilyama

Сехет ҫурӑ хушшиех калаҫман-ха вӑл, темиҫе минут ҫеҫ — тиркешсе калаҫнине итлеме хӑнӑхман пуҫлӑхсене сехет ҫурӑ хушши калаҫнӑ пекех туйӑннӑ пулас ҫав.

Help to translate

«Штирлиц» вӑрмантах пурӑнма юлать. // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Митингра пухӑннисем пӗр минут хушши чӗнмесӗр тӑрса, Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑра пуҫне хунисене, ҫӗршыва хӳтӗлесе вилнисене, халӗ пурӑнас тесе вилнисене асӑннӑ.

Help to translate

Пишпӳлек ял тӑрӑхӗн ялӗсенче Ҫӗнтерӳ кунне халалланӑ митингсем иртнӗ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/nikam-ta-nim ... tn-3760894

Митинга хутшӑнакансем Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑра пуҫне хунисене пӗр минут хушши чӗнмесӗр тӑрса асӑннӑ, пуҫ кӑшӑлӗсемпе чечексем хурса халалланӑ.

Help to translate

Пирӗн пуҫ тӑрринче хӗвел ҫутатнӑшӑн эпир яланах сире асра тытӑпӑр // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/nikam-ta-nim ... -r-3760992

Чылай ҫул хушши унта тӑрӑшса ӗҫлет, сумлӑ ятсем илме тивӗҫлӗ пулать.

Help to translate

10 ача амӑшӗ // Зоя СТЕПАНОВА. http://xn--e1aaatdp0e.xn--p1ai/2024/05/0 ... ca%d1%88e/

Юлашки ҫырӑвӗнче Сергей ҫапла ҫырать: «Юлашки кунсенче пурте улшӑнчӗ, пире хӗвеланӑҫнелле куҫарчӗҫ, ҫавӑнпа ҫырма пултараймарӑм тата ирӗк те памарӗҫ. Тухса кайиччен виҫӗ каҫ тӑтӑмӑр. Ирпе виҫӗ сехетре вагона кӗрсе ларсан, поезд тапранса кайнине те сисмерӗмӗр, мӗншӗн тесен питӗ ывӑннӑччӗ. Ӑсатнӑ чух пире хамӑр ӑҫта кайнине каламарӗҫ, нимӗн пӗлмесӗрех кайрӑмӑр. Ҫула май Новосибирскра мунчара шыва кӗтӗмӗр. Тухса кайсан, эпӗ хамӑр ҫулпа кайӑпӑр тесе шутланӑччӗ, анчах тепӗр ҫулпа Омск, Свердловск, Хусан, Мускав урлӑ кайрӑмӑр. Мускавра каллех мунчара ҫӑвӑнтарчӗҫ, пире кӑлармарӗҫ. Эпир финсен ҫулӗпе каятпӑр тесе шутланӑччӗ, анчах Минск урлӑ Старая Польшӑна кайни палӑрчӗ. Мичук — пирӗн ял ҫынни, финсен вӑрҫине хутшӑннӑскер, вилнӗ вырӑнсенче пурӑнатпӑр. Варшава патне ҫитиччен поезд ҫинчен анса 50 километр кайрӑмӑр, питӗ ывӑнтӑмӑр. Килнӗ хыҫҫӑн виҫӗ кун хушши ҫӳреме пултараймарӑмӑр. Ҫитнӗ ҫӗре пирӗн нимӗн те ҫукчӗ, пире граждансен килӗсене вырнаҫтарчӗҫ. Ялта апат ҫимесӗрех ҫывӑрма вырттарчӗҫ. Поляксем вырӑсла пӗлмеҫҫӗ. Сивӗ пулин те, эпир хӳшӗре пурӑнтӑмӑр, анчах ку нимех те мар, нумаях юлмарӗ, сивӗпе вилместпӗр. Чи хӑрушши - кӳршӗри патшалӑх питӗ ҫывӑхра, Германипе юнашар - эпир Милюшпа (Милюш Байгореевич Аливанов, пӗр ялтан пӗрле чӗнсе илсе, пӗрле служит тунӑ). Манӑн 200 тенкӗ пурччӗ, анчах ҫул ҫинче ҫиме тӑкакларӑм. Унтан пуш уйӑхӗн 18-мӗшӗнче тухса, кунта ака уйӑхӗн 5-мӗшӗнче килсе ҫитрӗмӗр. Ку ҫырӑва 1941 ҫулхи апрелӗн 13-мӗшӗнче ҫыратӑп, паян поляксен Мӑнкун. Манран стариксемпе ҫамрӑксене салам калӑр. Ҫыру илсен ял хыпарӗсем ҫинчен пӗлтерӗр. Тата Николай адресне ярса парӑр, вӑл ман пата ҫыру ҫыртӑр, мӗншӗн тесен эпӗ унӑн адресне ҫухатрӑм. Халӗ вӑхӑт ҫук, ҫавӑнпа сахал ҫыратӑп. Вӑхӑт ҫитсен татах ҫырӑп. Вера, хӗрсем качча тухман-и-ха?

Help to translate

Парӑнманскер // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/nikam-ta-nim ... er-3757134

Правительство ҫарӗн иккӗмӗш ретӗнчен вӑхӑтра чӗнсе илнӗ резервсем ҫар ретне татса тухасран сыхласа хӑварма пултарнӑ, ҫапӑҫу кӗске вӑхӑт хушши кӑна пынӑ, ун хыҫҫӑн якобитсен пӗтӗм ҫарӗ тарма тытӑннӑ.

Резервы, вовремя подтянутые из второй линии правительственной армии, сумели остановить прорыв, и после непродолжительной схватки вся армия якобитов обратилась в бегство.

Каллоден патӗнчи ҫапӑҫу // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%9A%D0%B0%D ... 2%AB%D1%83

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed