Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ӑна пӗрре ҫеҫ мар вырӑнти халӑх килсе ҫаратнӑ, 1819 ҫулхи пушар ӑна ҫурри пӗтернӗ, пушӑ хула ӑҫта килнӗ унта ишӗлсе выртать, стенисене вут ҫулӑмӗ ҫуласа хуратнӑ, халӗ пурӑнакансем те унта аран-аран сакӑр пине ҫитеҫҫӗ.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Улма чӑпар лаши вара ҫуталса ҫеҫ тӑрать, хӗвел ҫинче Кавказ енчи хуратнӑ кӗмӗл пек йӑлтӑртатать.Он весь лоснился, и шерсть его сверкала на солнце, как кавказское черненое серебро.
XVI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Пӳртри япаласем тахҫантанпах асра юлнӑ, анчах тӗлӗнмелле — вӗсем пурте; мачча пӗрени ҫине ҫапса хунӑ тимӗр ункӑ та (ун ҫинче тахҫан Корней ачасене сиктерсе ҫывӑрттарнӑ сӑпка ҫакӑнса тӑнӑ), алӑк патӗнчи пӗрене ҫине ӗмӗрлӗхех ҫапса хунӑ тутӑхнӑ ҫекӗл те (ӑна тахҫанах, Корнейӑн хӑйӗн лаша пулнӑ чухнех ҫапнӑ, ҫекӗлӗ ҫине хӗлле лаша таврашӗ ҫакнӑ) мачча ҫинчи тусан витӗр курӑнакан краҫҫын лампи ҫунса хуратнӑ ҫаврашка та; кӗтесри тахҫан сенкер сӑрӑпа сӑрланӑ, халӗ сӑрӗ сӗвӗнсе пӗте пуҫланӑ ҫӳлӗк те (юлашки ҫулсенче ывӑлӗсемпе хӗрӗсем, турӑшсене илсе, унта хӑйсен кӗнекисемпе тетрачӗсене хунӑ) — ҫаксем пур-те куҫа ҫӗнӗлле курӑнаҫҫӗ.
20 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Серафимӑ тутисене йӗрӗнчӗклӗн чалӑштарчӗ, питне тӑрӑхларах ҫаврака тӗкӗр патне ҫывхартрӗ, тӗкне татса хуратнӑ куҫ харшисене тикӗслесе тухрӗ те ӑна пӳрнипе сурчӑкласа якатрӗ.
12 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Унӑн хуратнӑ куҫ харшийӗсем, чӗкеҫ ҫунатти пек курӑнса, пӗлӗт витӗр сӑрхӑнакан тӗтреллӗ уйӑх ҫутинче хура бархат майлӑ йӑлтӑртатаҫҫӗ.
XVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Ниҫта кайса кӗрейми кулӑ чыхӑнтарнипе Дарйӑн сӑрласа хуратнӑ: авӑнчӑк куҫ харшийӗсем ҫурмаран хуҫнӑ пӗкече пек кӗтесленнӗ.Ломались от нервного смеха у Дарьи крутые подковы крашеных бровей.
XVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Григорин юлашки ҫырӑвӗ такам аллинче пулнӑ: ҫуррине тӑрӑшсах хӗрлӗ кӑвак чернилпа хуратнӑ, тӗссӗр хӑмӑр хутӑн айккине темле ӑнланмалла мар кукӑрӑлчӑк паллӑ тунӑ.
V // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Хӗрлӗ кӑчкӑ хулли пек ҫинҫе те пиҫӗскер вӑл, сӑрласа хуратнӑ куҫхарши пӗкӗчисене вылянтарса, Петрона тӗртсе илчӗ.Гибкая и тонкая, как красноталовая хворостинка, — поводя подкрашенными дугами бровей, толкала Петра.
21 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Хӗрупраҫсем, илемсӗр пулас тесе, юриех тирпейсӗрленсе, ҫӑвӑнмасӑр ҫӳренӗ, пичӗсене хӑрӑмпа хуратнӑ, хӑшпӗр ҫӗрте ӳчӗсене ҫиекен курӑкпа сӑтӑрса шыҫӑнтарса янӑ.
VII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Столовӑйра, бильярд пӳлӗмӗпе кухньӑра лампӑсем ялт ҫутӑ ҫунатчӗҫ, ҫавна пула офицерсен пухӑвӗн ӑпӑр-тапӑрпа тулса ларнӑ пылчӑклӑ картишӗ хӑрӑмпа хуратнӑ пекех хуран курӑнать.
XVI // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Анчах хӑй, Давыдова колхоз стройне курайманнине тарӑна тата шанчӑклӑ пытарма пултарайман, вӑл, ҫав курайманлӑх; унӑн е асӑрхаймасӑр каласа янӑ сӑмахӗнче, е скептикла куллинче палӑрнӑ, е хӗретсе хуратнӑ хурҫӑ пек йӑлтӑркка тӗксӗм кӑвак куҫӗсенче урнӑ пек ҫиҫе-ҫиҫе илнӗ те ҫавӑнтах ҫухалнӑ.
VII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.