Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ачине юратакан е кӗрӳшне хисеплекен ашшӗ тунӑ йӑнӑша тупса палӑртасси, паллах, ним те мар.
2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Носович Мускавра Савинковран тата тепӗр кунхине пӗр аслӑ державӑн «темӗнле йывӑрлӑхсем курсан та, вырӑс халӑхне чӗререн хисеплекен» посольстви советникӗнчен илнӗ директивӑсене хӑй пӗтӗмпех пурнӑҫа кӗртеймен пулнӑ-ха.
5 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.
Горький хӑйӗн хаҫатӗнче тухнӑ «Ленина ан тивӗр» статйине ытти статйисенче мана та хӳтӗлерӗ-ха; анчах вӗсенче вӑл уйрӑм класӑн представительне тата ҫав класӑн интересӗсене хӳтӗлекене мар, — ытларах Ульянов-Ленина, урӑхла каласан, хӑй пӗлекен тата хисеплекен темле уйрӑм ҫынна хӳтӗлерӗ.
12 // Аркадий Малов. Казакевич Э.Г. Кӑвак тетрадь: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 158 с.
Тӑван ҫӗршывӑмри хам хисеплекен ҫынсен хӑюллӑхне ырлас шутпа, эпӗ ӑна тӑшманӑн пӗр хулине ҫавӑрса илсен, вӗсем ҫӗр ҫынна яхӑн сывлӑшалла ывтӑнтарса янине, ҫынсен алли-урисем тӳперен пекех татӑла-татӑла аннине хам курни ҫинчен каласа патӑм.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
Асӑннӑ утрав ҫак ҫӗршывран питех те инҫетре шутланать, хам хисеплекен хуҫан чи вӑйлӑ тарҫи те унта хӗвел ҫулталӑкра пӗр хут ҫаврӑннӑ вӑхӑтра чупса ҫитме пултараймӗ.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
Сире хисеплекен Александр».
II сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ, Иван Яковлев. Брагин М.Г. Фельдмаршал Кутузов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 162 с.
Галилей аваллӑха хисеплекен пӗр ученӑй патне пырса Хӗвел ҫинчи пӑнчӑсем пирки каласа кӑтартнӑ пулать.
Хӗвел ҫинчи пӑнчӑсем // Лина Агеносова. Волков А.Л. Ҫӗрпе пӗлӗт: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 188 с.
Манах тумтирне вӑл вуншар пин манах пурӑнакан, манахсене хисеплекен тата вӗсенчен хӑракан ҫӗршывра лайӑх хӳтлӗх пулнӑран кӑна упраса хӑварнӑ.
Джордано Бруно // Лина Агеносова. Волков А.Л. Ҫӗрпе пӗлӗт: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 188 с.
Вӑл, хӑйне тата хӑй нацийӗн тивӗҫне хисеплекен ют ҫӗршыв ҫынни пек, хуллен те вашаватлӑ, обер-кондукторӑн шӑхличӗ виҫҫӗмӗш хут шӑрантарса шӑхӑртнӑ пулин те, васкамасӑр утать.
I сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.
Усал ҫынсенчен калама ҫук йӗрӗнет — хӑйӗн ятне пӑсассинчен хӑрать; анчах та хаваслӑ чухне вара, философие германецсен шухӑшӗсен тӗтреллӗ нимӗҫӗ, тепӗр чухне тата пачах та кирлӗ мар япала вырӑнне хурса усал сӑмахсемпе питлет пулин те, хӑйне Эпикура хисеплекен ҫын вырӑнне хурать.
Бурмистр // Николай Степанов. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 113–127 с.
Авалхи йӑласене хисеплекен помещиксем «шурлӑх кайӑкӗсене» юратмаҫҫӗ, ытларах килти кайӑк-кӗшӗке хисеплеҫҫӗ.Помещики старинного покроя не любят «куликов» и придерживаются домашней живности.
Ермолайпа арман хуҫи арӑмӗ // Николай Степанов. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 17–28 с.
Ермолай манӑн кӳршӗсенчен пӗрин, авалхи йӑласене хисеплекен помещикӑн крепостной хресченӗ шутланать.Ермолай принадлежал одному из моих соседей, помещику старинного покроя.
Ермолайпа арман хуҫи арӑмӗ // Николай Степанов. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 17–28 с.
Часах икӗ ҫамрӑк козакӗ те козаксем хисеплекен ҫынсем пулса тӑчӗҫ.
III // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.
Сильвер пуринчен те хыҫалта, ҫутӑран инҫетре ларать, анчах ҫӑвар тулли ҫиет, мӗн те пулин памалла пулсан, вӑр-вар ҫеҫ сиксе тӑрать, пирӗн шӳтсенчен хамӑрпа пӗрлех кулать, — пӗр сӑмахпа каласан, хамӑр тинӗсре ишсе пынӑ чухнехи пек ачашлакан, хисеплекен, тӑрӑшакан повар пекех пулса тӑчӗ.
ХХХIII сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.
Пӳлӗм варринче ҫынна хисеплекен сӑнпа тӑракан Хань Лао-лю, бригада начальникӗ хӑй патне пырасса тӳсӗмлӗн кӗтрӗ.
VII // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.
Ҫавӑн пек чух хам умра ҫывӑх тусӑм тӑнӑ пек, апла кӑна мар-ха, вӑл мана тусӑм пек кӑна та мар, хам хисеплекен, хамран нумай ыйтакан командир тӑнӑ пек туйӑнатчӗ.
3. Семен Алексеевич Лавочкин патӗнче // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.
Эх, Спартак, хӗрхенсем мана, хӑвна ҫав тери хытӑ юратакан, сана ҫӳлти турӑсене хисепленинчен те ытларах хисеплекен хӗрарӑма!
XXII сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
Гладиаторсен легионӗнче лайӑх дисциплина пулнипе, Спартака ҫывӑхри мӗнпур кӗтӳҫӗсем те хисеплекен пулчӗҫ.
XII сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
Унтах республикӑна пуҫласа яракансенчен пӗрин, Публий Валерий Публиколӑн, пурте хисеплекен масарӗ пур.
VIII сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
Спартак Катилинӑпа унӑн тусӗсене хӑйӗн аллине пама, хӑйне ӗненекен те хисеплекен нумай мар гладиаторсен аллисене пама пулчӗ; калаҫнӑ чухне вӑл юри «нумай мар» сӑмаха астутарса тӑчӗ.
V сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.