Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

харлаттарма (тĕпĕ: харлаттар) more information about the word form can be found here.
Марья Алексевна харлаттарма пуҫларӗ те йӑванса кайрӗ.

Марья Алексевна захрапела и повалилась.

I // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Пӗр-икӗ сехет пек иклетет те, тухатмӑш, вара харлаттарма тытӑнать.

Часа два поикает, нечистая, сила, и переходит на храп.

XIX сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Ҫак шухӑшпа карчӑк пуҫӗ чӗркуҫҫийӗсем патнелле усӑнать, чӑлхи аллинчен тухса ӳкет; вӑл ачана куҫран ҫухатать те, кӑштах ҫӑварне карса, хуллен харлаттарма тытӑнать.

Тут голова старухи клонилась к коленям, чулок выпадал из рук; она теряла из виду ребенка и, открыв немного рот, испускала легкое храпенье.

IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Унтан вӑл хытӑран хытӑ харлаттарма тытӑнать, эпӗ асӑрханса кӑна унӑн пуҫне сӗтел ҫумне шаккатӑп…

Потом он начинает сопеть погромче, и я осторожно бью его головой о стол…

Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Зуринӗ малтанах манпа хавассӑн, чиперех калаҫса выртатчӗ; унтан хуллен-хулленех, темле ӳркенсе, пӑт-пат ҫеҫ чӗне пуҫларӗ, сӑмахсен ҫыхӑнӑвӗ пӗтсе пычӗ, юлашкинчен, темле ыйту тӑрӑх сӑмах чӗнес вырӑнне шӑхӑртсах харлаттарма та тытӑнчӗ.

Зурин сначала со мною разговаривал охотно; но мало-помалу слова его стали реже и бессвязнее; наконец, вместо ответа на какой-то запрос, он захрапел и присвистнул.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк. Арӗслени // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Анчах та вӑл, ответ панӑ пекех, харлаттарма пуҫларӗ.

Но он, как будто в ответ, захрапел.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Часах пӗтӗм ҫурт харлаттарма пуҫларӗ.

Скоро вся изба захрапела.

Иккӗмӗш сыпӑк. Вожатый // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Атӑр, килӗрех, ырӑ ҫыннӑмсем, пурте ыран каҫ ман пата хӑнана килӗр; турӑ панипе хӑна туса ярӑп тетӗп, — ҫапла каланӑ та тупӑкҫӑ, кровать ҫине кайса выртса, часах харлаттарма тытӑннӑ.

Милости просим, мои благодетели, завтра вечером у меня попировать; угощу, чем бог послал, с этим словом гробовщик отправился на кровать и вскоре захрапел.

Тупӑкҫӑ // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936

Ҫывӑраканӗсенчен пӗри харлаттарма пӑрахрӗ.

Наконец один из бродяг перестал храпеть.

26-мӗш сыпӑк. Каллех Джо индеец // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Вӑл курӑк ҫине хутланса кӗрсе выртрӗ те часах харлаттарма тапратрӗ.

Он улегся в бурьяне и скоро захрапел.

26-мӗш сыпӑк. Каллех Джо индеец // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Сид харлаттарма пӑрахмарӗ.

Сид все храпел.

6-мӗш сыпӑк. Том Беккипе паллашать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed