Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

уҫӑлчӗ (тĕпĕ: уҫӑл) more information about the word form can be found here.
Малтан хам та суккӑр ҫын пулнӑ, роман алҫырӑвӗпе пулса иртнӗ пӑтӑрмах хыҫҫӑн кӑна куҫ уҫӑлчӗ.

Help to translate

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Ҫавна сисрӗ Петр Васильевич, ҫавӑнпа чӗлхи уҫӑлчӗ.

Help to translate

8 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Вӑл тӑвалла утма пуҫласан кӳршӗсен хапха алӑкӗ чӗриклетсе уҫӑлчӗ те, урама пушӑ витре ҫӗкленӗ Хӗвекле кинеми хыпаланса тухрӗ.

Help to translate

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Вӑл тӑрӑшнипе колхозра ҫӗвӗ мастерскойӗ уҫӑлчӗ те, ман кин унта ӗҫе вырнаҫрӗ.

Help to translate

3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче тӗнчери 27-мӗш балет фестивалӗ уҫӑлчӗ.

Help to translate

«Нарспи историйӗ» балета куракансем хапӑлласа йышӑнчӗҫ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60610

Ҫак кунсенче Шупашкарти хальхи йышши ӳнер центрӗнче Тутарстанри Ирик тата Лана Мусинсен куравӗ уҫӑлчӗ.

Help to translate

Тутар ӳнерҫисен куравӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60704

«Самана таппинчен маларах утакан» курав Раҫҫей Патшалӑх Думинче уҫӑлчӗ.

Help to translate

И.Яковлева халалланӑ курав Мускавра уҫӑлчӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60808

Раҫҫей Патшалӑх Думинче Иван Яковлева ҫуралнӑранпа 175 ҫул ҫитнине халалланӑ курав уҫӑлчӗ.

Help to translate

И.Яковлева халалланӑ курав Мускавра уҫӑлчӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60808

Тӳрех алӑка уҫма вӑл тӑхтаса тӑчӗ, анчах алӑкӗ кӑшт тӑрсан хӑех уҫӑлчӗ.

Help to translate

Ҫулсем-йӗрсем // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 91–104 с.

Ӑна эпӗ нихҫан та манас ҫук, унӑн умӗнче — ӗмӗрлӗхех парӑмра: вӑл пулӑшнипе эпӗ пурнӑҫ ҫине те урӑхларах пӑха пуҫларӑм, тата ман умра — чӑн-чӑн музыка тӗнчи уҫӑлчӗ

Help to translate

Пӗчӗк акӑшсен ташши // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 57–75 с.

Алӑк чӗриклетсе уҫӑлчӗ.

Help to translate

Пурнӑҫ пуҫламӑшӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 37–56 с.

Аньӑшӑн вара пачах та кӗтмен вӑрттӑнлӑх уҫӑлчӗ

Help to translate

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Ҫӗнӗ сезон Б. Мокроусовӑн «Чапай» оперипе уҫӑлчӗ.

Help to translate

5. Музыка коллективӗ ҫурални тата пулас оперӑпа балет театрӗн никӗсӗ // Борис Марков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 57-63 с.

Ҫӗнӗ театр вара КПСС XXII съезчӗ ӗҫлеме пуҫланӑ кун «Чапай» оперӑпа уҫӑлчӗ.

Help to translate

3. Театр тата куракан // Борис Марков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 57-63 с.

Витрисене ҫӑл ани ҫине лартрӗ ҫеҫ — Юрмейкейкинсен хапхин кӗҫӗн алӑкӗ уҫӑлчӗ.

Help to translate

13 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Шӑпах ҫав вӑхӑтра алӑк яри уҫӑлчӗ те пӳрте Марина кӗрсе тӑчӗ.

Help to translate

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Алӑк яри уҫӑлчӗ те пӳрте Тамара ярӑнса кӗчӗ.

Help to translate

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Герасим Федотович шӑрпӑк ыйтасшӑнччӗ ҫеҫ — алӑк яри уҫӑлчӗ те пӳрте Виссарион Игнатьевичӑн хулӑн сасси янратрӗ:

Help to translate

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Кил картине кӗреймерӗм, мӗншӗн тесен симӗс хапха алӑкӗ яри уҫӑлчӗ те кӑвакрах шлепке тӑхӑннӑ Сардимиров курӑнчӗ, ун хыҫҫӑн — Глафира.

Help to translate

8 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Шыва кӗрсе тухса тумланнӑччӗ ӗнтӗ — Шанаровсен анкарти алӑкӗ уҫӑлчӗ.

Help to translate

8 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed