Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

утӑмсем (тĕпĕ: утӑм) more information about the word form can be found here.
Вӑл калем ӑстисене пирвайхи утӑмсем тума пулӑшакан кӑларам.

Help to translate

100-е яхӑн ҫамрӑк корреспондент пуҫтарӑнчӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60478

Эпӗ шанатӑп, паянхи конференци сӳтсе явма кӑна мар, малалла аталанма, ҫӗнӗ утӑмсем тума вӑй-хӑват парать тесе».

Help to translate

«Яковлев вулавӗсем» иртеҫҫӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60943

Юнкун теветкеллӗ утӑмсем ан тӑвӑр, кашнине виҫсе тӑвӑр.

В среду не идите даже на пустяковый риск, в этот день все действия должны быть детально взвешены.

15-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Кӗҫнерникунпа эрнекун пӗлтерӗшлӗ утӑмсем ан тӑвӑр, унашкаллисене шӑматкун пуҫӑнӑр.

В четверг и пятницу лучше не предпринимать никаких кардинальных шагов, все важное для себя начинайте с субботы.

15-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Лена куҫҫульне шӑлса типӗтрӗ те, ӑшра капланнӑ савӑнӑҫне пытармасӑр, «хут ҫавӑрттаракансене» пурне те «хӑрах чӗресене» ҫемье телейне тупма пулӑшнӑшӑн сӑпайлӑн тав туса, вӗрсе хӑпартнӑ сывлӑш шарӗ пек ҫӑмӑл кӑмӑлпа, мӑшӑрне тупнӑ шуракӑшла «ҫунаттисене сарса» алӑк патнелле мамӑк пек ҫемҫе, ури айӗнче урайне туйман утӑмсем тӗрлерӗ.

Help to translate

Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.

Умра, тӑвалла сӗвекленекен хула горизончӗ пӗлӗтпе сыпӑннӑ тӗлте, уйрӑм хуҫалӑхсен саланкӑр ҫурт-хуралтисемпе пӗрле ҫак ҫулсенче ҫуралса вӑй илнӗ пир-авӑр комбиначӗн корпусӗсем сӗмленеҫҫӗ (ытларах вӑрҫӑ ветеранӗсемпе вӑрҫӑ ачисем никӗслекен агрегат завочӗ «хул-ҫурӑмне сарсах» ҫитереймен-ха, вӑл ик-виҫ ҫулхи ача пек, пӗрремӗш утӑмсем ҫеҫ тӑвать).

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Анчах чун кӗлекен, ыйтакан пултарулӑх «йывӑҫне шӑварас», папкине йӑл илтерес тӗллевпе ҫирӗпрех тӗвӗ тӗвӗлеме, хӑюллӑрах утӑмсем тума вара шӑпах вӑхӑт.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Алли-урисем лайӑх ӗҫлерӗҫ-ха, анчах чӗлхисем ҫав-ҫавах хӑпӑл-хапӑлах уҫӑлма васкамарӗҫ — ытла та асӑрхануллӑ хӗрпе каччӑ, мӗншӗн тесен вӗсем, самаях ӑса кӗнӗскерсем, юратура пӗрремӗш утӑмсем ҫеҫ тӑвакансем, чи кирлӗ, чи хаклӑ сӑмахсен хакне, вӑхӑтне те виҫине питӗ лайӑх пӗлеҫҫӗ.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Чӑнах, ҫакӑн хыҫҫӑн унӑн йӗрне-кунне пӑхмасӑр йӑшкакан, хавшӑракан чун-чӗри лӑштӑрах кайрӗ, хӗрхӳ, йывӑр шухӑшсен пӑтравӗ те, шалтан вӗҫӗмсӗр кӑтӑр-кӑтӑр кӑшлакан хуйхи-суйхи те, мӑкланса, тӗссӗрленсе, канӑҫса, таҫталла аяккалла кутӑнла утӑмсем утӑмлама пуҫланӑн туйӑнчӗ, чӗлхи те, сулчӑланса, самаях ҫемӗҫрӗ: «пыл юхтарни те, уйран уҫлани» те пулчӗ унта.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Участок малалла хӑюллӑ утӑмсем тунишӗн Андрейӑн тивӗҫӗ те пур терӗҫ.

Help to translate

11 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Пит хӑпартланмалли цифрах мар паллах, ҫавах та, малтанхи уйӑхсемпе танлаштарсан, пуҫламӑш утӑмсем сисӗнеҫҫӗ.

Help to translate

7 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Унта округри вӗрентӳ организацийӗсен представителӗсем, педагогика ӗҫӗн ветеранӗсем, хӑйсен ӗҫ-хӗлне ҫитӗнекен ӑрӑва пӗлӳ парассипе ҫыхӑнтарма шут тытнӑ, ку енӗпе пӗрремӗш ӑнӑҫлӑ утӑмсем тунӑ ҫамрӑк специалистсем, ачасемпе ашшӗ-амӑшӗсем йышлӑн пуҫтарӑнчӗҫ.

Help to translate

Педагогсемпе ачасене телейлӗ ҫулталӑк кӗттӗр // Л.ШУРЯШКИНА. http://kasalen.ru/2023/02/22/%d0%bf%d0%b ... %b0%d0%bb/

Ӗҫре малтанхи утӑмсем тунӑ тапхӑрта ҫамрӑксене пулӑшса пыни те пысӑк пӗлтерӗшлӗ.

Особое значение имеет поддержка молодежи в начале трудовой деятельности.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне 2023 ҫул валли янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://www.cap.ru/action/activity/sobit ... sudarstven

Ку халех пурнӑҫланмасан та пултарать, ҫапах пӗрремӗш утӑмсем пулӗҫ.

Необязательно, что оно сбудется сейчас, но первые шаги вы вполне можете начать делать.

5-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Ӑнӑҫлӑ пулас тесен лӑпкӑ пулма тӑрӑшӑр, шухӑшламан утӑмсем ан тӑвӑр.

Чтобы быть успешным в этот период, стоит сохранять спокойствие, ни в коем случае не делать необдуманных поступков.

2-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Ку енӗпе экспертсем уҫӑмлӑ утӑмсем тунӑ ӗнтӗ.

Help to translate

Ачасен канӑвӗ те саккунра ҫырӑнӗ // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11111-ac ... unra-cyr-n

Елена Николаевна ҫирӗплетнӗ тӑрӑх, агрофирма хастар утӑмсем тунӑран ӳсӗмлӗ ӗҫлет, аталану ҫулӗпех пырать.

Help to translate

Вырма ҫитет, уй-хире чӗнет... // Елена ПОРФИРЬЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11113-vy ... ire-ch-net

Производствӑна аталантарма тесе ҫӗнӗрен ҫӗнӗ технологисене алла илеҫҫӗ, инвестици проекчӗсене пурнӑҫа кӗртессипе те хастар утӑмсем тӑваҫҫӗ.

Help to translate

Хура ҫӑкӑр хура тарпа ҫитӗнет // Елена ПОРФИРЬЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11524-kh ... pa-cit-net

Урӑхла каласан, вӗсем профессионалсем мар, журналистикӑра пӗрремӗш утӑмсем тӑвакан ҫул ҫитмен ачасем.

Help to translate

Журналист – ҫӑмӑл мар, анчах интереслӗ професси // И.ДАНИЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/9621-zhurnal ... l-professi

Поэт хӑйӗн кун-ҫулӗ, пултарулӑхӗнчи паллӑ утӑмсем ҫинчен каласа кӑтартнӑ.

Поэт рассказала о моментах из прошлого, поделилась о творческих шагах.

Альбина Юрату Шупашкарти ватӑсемпе тӗл пулнӑ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/33223.html

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed