Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

урамалла (тĕпĕ: ) more information about the word form can be found here.
Вӑл ҫавӑнтах утне уҫӑ хапха еннелле ҫавӑрчӗ те сиккипе урамалла ячӗ.

Help to translate

Ҫӗнӗ кайӑк // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— А-а, хамӑр ялсемех-ҫке, — ӑшшӑн кулнӑ пек туса сӑмах хушрӗ Савантер сысна аҫи хыҫӗнчен урамалла утса.

Help to translate

Пӗве ҫитнӗ хӗр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Савин мучи, вӑр-вар тӑрса, кантӑкне хупрӗ, пӗр кана урамалла, хӑйӗн юратнӑ йӑмрисем ҫинелле, пӑхса тӑчӗ.

Help to translate

Хӑвӑл йӑмра // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 74–85 с.

Пысӑк ҫӗнӗ пӳрт, урамалла тӑватӑ чӳрече.

Help to translate

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Ларакан-тӑракансенчен хӑшӗсем кантӑкран урамалла тинкереҫҫӗ, теприсем пуҫне пӗкнӗ те тӗлӗрнӗ пек тӑваҫҫӗ.

Help to translate

Ҫирӗм саккӑрти Антун // Александр Угольников. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 57–59 с.

Хӑраса ӳкнипе шарламасӑр тӑнӑ Анук инке сӑхманне хӑпӑл-хапӑл тӑхӑнчӗ те каҫа пӑхмасӑр урамалла вирхӗнчӗ.

Help to translate

Хӗр вӑрланӑ // Сарра Баранова. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 15–16 с.

Эпир те, ытлашши чӑрмантарнӑшӑн каҫару ыйтса, урамалла тухрӑмӑр.

Help to translate

Верук-Чиперук // Сарра Баранова. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 12–13 с.

Паллах, эпӗ те пӗрмай чӳрече витӗр урамалла пушӑ куҫпа мӗскӗннӗн тӗмсӗлсе пӑхса ларман: выляса, аппапа иксӗмӗр кил-ҫурт таврашӗнче айӗн-ҫийӗн тустарса кӑна ҫӳреттӗмӗр.

Help to translate

«Пуҫа ҫухатрӑм» — хисеп тупрӑм // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 207–214 с.

Икӗ ҫын, вӑтам ҫулсенчи кутамас, сӑмси ҫине куҫлӑх утлантарнӑ тӗксӗм сӑн-питлӗ арҫынпа хӑийашка хӗрарӑм, кӑвак флёр тутӑр ҫыхнӑскер, кӗпер ҫинчен чупса тухрӗҫ те тӑвалла, тӑпӑл-тӑпӑл та капмар ҫуртсемпе капӑрланса-мӑнаҫланса ларакан урамалла хыпса ҫунсах ӗрӗхтерчӗҫ.

Help to translate

Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.

Ура ҫине сиксе тӑчӗ те чӳрече патне пычӗ, тулса-пулса ҫитнӗ иҫӗм ҫырли пек куҫӗсемпе урамалла пӗр хускалми тимлерӗ.

Help to translate

Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.

Ҫӗнӗ, вун икӗ хутлӑ ҫуртра хваттер илсен, Дружока, йыт ҫӳппи вырӑнне ҫеҫ хурса, хуҫисем урамалла тапса кӑна хӑварнӑ.

Help to translate

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Хура йытӑ вӑйсӑррисем умӗнче ҫеҫ шӑллӑ-шӑртлӑ, чараксӑр пуҫтах иккен: мана хирӗҫлеме хӑймасӑр тӳрех хыҫалалла, унтан урамалла тапса сикрӗ.

Help to translate

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Кӗҫех килхушши алӑкӗ умӗнче унӑн, хӗрӗн, каялла, урамалла васкаканскерӗн, ҫепӗҫ, таса тухӑҫри ирхи черчен хӗвел шевлиллӗ кулли ҫеҫ килпетлӗн сапӑнса, йӑлтӑртатса юлчӗ.

Help to translate

Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.

Малти стена ҫумӗнче, урамалла пӑхакан чӳречесем хушшинче, тикӗссӗн так-так-так таклаттарса, тукмаклӑ сехет вӗҫӗ-хӗррисӗр вӑхӑт тӑршшине виҫет.

Help to translate

Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.

Вӑл каялла чакса-чакса пычӗ те килкартинчен урамалла тайкаланса тухрӗ.

Help to translate

Ирхи сывлӑм // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 84–112 с.

Урамалла вирхӗнчӗ.

Help to translate

Тӳме // Ева Лисина. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 83-84 с.

Унтан вӑл, урамалла тухса, ҫынсем утнӑ еннелле кайрӗ.

Потом она вышла на улицу и направилась в ту сторону, куда двигались люди.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Тепӗр урамалла пурӑннӑ чухне Анишора каялла ҫаврӑнса пӑхрӗ, хӑйсем хыҫӗнчен урам айккисемпе кам та пулин килнипе килменнине тимлӗн сӑнарӗ.

Сворачивая с одной улицы на другую, Анишора украдкой поглядывала через плечо, внимательно следя по сторонам.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Старик тарӑхнипе чӗлпӗре сасартӑк картах туртрӗ те кӳмене тепӗр урамалла ҫавӑрчӗ.

Старик, рванув с досады за уздечку, свернул па другую улицу.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Халех пӗтӗм выльӑх-чӗрлӗхне урамалла хӳтерсе кӑлар, хуть те ӑҫта пырса тӑрантарччӑр хырӑмӗсене, кашнинех куҫӗсем пур.

Help to translate

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 36–39 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed