Шырав
Шырав ĕçĕ:
Чим-ха, хӑмаран ҫапса тунӑ лаҫран урамалла тӗтӗм шӑрши сӑрхӑнса тухмасть-и?
8 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.
Вӑл пуҫне хапха айӗнчи хушӑкран урамалла кӑларса антӑха-антӑха хӑрлатрӗ.
7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.
Кӗҫ-вӗҫ темскер ӗмӗрхи пулса иртмелле — туйрӗ ҫавна Таранов, ҫавӑнпа та вӑл кӑмӑлне хытарса хӗре айккинелле тӗртсе ячӗ, пӑтара ҫакӑнса тӑракан ҫи-пуҫне кӑп-кап илсе пӳртрен урамалла тухса вирхӗнчӗ.
2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.
Редакцире ӗҫлекенсем илтчӗр терӗ пулӗ ӗнтӗ, анчах ҫав суккӑр вӗлтрен пек сӑмахсем урамалла янраса тухаймарӗҫ, пӗр чӳречеллӗ тӑвӑртарах пӳлӗмрех пӑчланчӗҫ.
1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.
Урай варринче чылайччен хускалмасӑр тӑнӑ хыҫҫӑн Алексей урамалла тухса кайрӗ.
Пурнӑҫ пуҫламӑшӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 37–56 с.
— Ку пӳлӗмрен урамалла тухмалли чӳрече пур-и?
3. Больницӑран шӑнкӑравлаҫҫӗ… // Леонид Агаков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 49-55 с.
Малан кинеми Татти инкене вӑйпа тенӗ пекех урамалла сӗтӗрчӗ.
15 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.
Вӑл хапхан кӗҫӗн алӑкне уҫсан урамалла васкакан хӗрарӑма ҫапӑнчӗ.
8 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.
Шемердянов, пуртӑпа каскалама пултараканскер, урамалла крыльцаллӑ веранда кӑларчӗ, ултӑ чӳречене чӗнтӗрлӗ хашаксемпе илемлетрӗ.
7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.
Сухӑр юхтарман хыр пӗренерен тунӑскер, ҫине турпас витнӗскер, ҫирӗпчӗ, хӑтлӑччӗ, ӑшӑччӗ: урамалла — икӗ чӳрече, картишнелле — тепре.
7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.
— Саккӑр тӗлне ҫынсем майӗпен пухӑнаҫҫӗ пуль, аптрамӑпӑр, — чӳречерен урамалла пӑхкаларӗ Ажайкин.
13 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.
Татах мӗн те пулин калаттӑм пулӗ, анчах ҫав вӑхӑтра Мавра кинеми килӗ тӗлӗнче ҫӑмӑл машина ҫине-ҫинех вӑрӑммӑн пиклетрӗ те, Глафира ман ҫине сиввӗнрех пӑхса илсе урамалла чупса тухрӗ.
9 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.
Эпӗ пирус хӗмлентерсе юхан шыв хӗрринчи пӗчӗк урамалла уттартӑм.
8 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.
Редакци пӳлӗмӗн урамалла пӑхакан чӳречи умӗнче кӑсӑясем явӑнаҫҫӗ, чӗрнисемпе хашакран ҫакӑнса сӑмсипе кантӑка чанкӑртаттараҫҫӗ.
3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.
Чӳрече патне пырать, урамалла пӑхать.
Ҫамрӑксен каҫӗ // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 74-85 с.
Таҫта сурӑхсем макӑрни илтӗнсен сӑн-питне айӑплӑ кулӑпа чиперлетнӗ хӗрарӑм тӑкӑрлӑкран ял варринелле сулӑнчӗ, хушшӑн-хушшӑн каялла пӑха-пӑха урамалла вӑраххӑн уттарчӗ.
II // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 22-29 с.
Тӗлӗннӗ пупа хӑй хыҫне хӑварса, Савантер урамалла тухрӗ.
Ҫӗнӗ чиркӳ — ҫӗнӗ куҫҫуль // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Урамалла тухнӑ чухне вара кантӑк каррине каялла хӑй вырӑнне лартма манас марччӗ тенӗ шухӑш ун пуҫӗнче вӗлтлетсе иртрӗ.
Ҫӗнӗ чиркӳ — ҫӗнӗ куҫҫуль // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Эп хам хуса ҫитетӗп ӑна! — терӗ те ҫисе ярайман хур тукмакӗ мӗнӗпех урамалла ыткӑнчӗ.
Тӗнче тӑрӑх хавха ҫӳрет // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Арӑмне ҫӳҫӗнчен ярса тытрӗ те кушак ҫури пек урамалла сирпӗнтерчӗ.
Тӗнче тӑрӑх хавха ҫӳрет // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.