Шырав
Шырав ĕçĕ:
Сӑмси тӳрӗ те ҫинҫе, вӗҫӗ ҫеҫ пӑртак сулахаялла пӑрӑннӑ.
Кӑшланӑ ҫӗр // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 3–15 с.
Хӑйсене хӳтте илнӗ ҫӗршыв саккунӗсене тӳрӗ кӑмӑллӑн пӑхӑнса пурӑнма, унӑн культурипе йӑли-йӗркисене хисеплеме тупа турӗҫ.
Раҫҫей паспорчӗсене илчӗҫ // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11570-ra ... ene-ilch-c
Тӳрӗ кӑмӑлпа тӑрӑшакан - хисепе тивӗҫекен.
Кӗр мӑнтӑрӗпе ларать хресчен кӗрекене... // Елена ПОРФИРЬЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11575-k- ... n-k-rekene
Комире пирӗн тӳрӗ телеэфирсем йӑлараччӗ – кашни ҫын ыйту пама пултаратчӗ.
ПУҪЛӐХСЕН РОТАЦИЙӖ тата муниципалитет реформинчен нумай кӗтни ҫинчен // Николай КОНОВАЛОВ. http://putpobedy.ru/publikatsii/11703-pu ... ni-cinchen
Улӑх варрипе ҫиппе ҫапнӑ пек тӳрӗ сукмак иртет.
Алимпи // Александра Лазарева. Лазарева А. Чипер Анна. Калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 116 с. — 33–50 с.
— Ну, ҫак Макар мучи ытла тӳрӗ ҫаптарать-ҫке — терӗ пӗри.— Ну, этот дед Макар очень уж прямо говорит, — сказал кто-то.
Пӗр-пӗрне ӑнлансан // Александра Лазарева. Лазарева А. Чипер Анна. Калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 116 с. — 3–23 с.
Сӑмси ҫӳхерех те тӳрӗ, куҫӗсем кӑвак, янах вӗҫӗнче хитре путӑк пур.Нос у него был тонкий, прямой, глаза голубые, а на подбородке красивая ямка.
Пӗр-пӗрне ӑнлансан // Александра Лазарева. Лазарева А. Чипер Анна. Калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 116 с. — 3–23 с.
Тӳрӗ сӑмсаллӑ, илемлӗ питлӗскер, йӑлтӑртатакан хура куҫӗпе вӑл вут ҫинелле пӑхрӗ, шакла пуҫне аллипе сӑтӑркаласа илчӗ.
Ҫӗнӗрен килнӗ ача // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.
Вӑл хӑма ҫине линейкӑпа тӳрӗ йӗр турӗ те грифельпе ҫекӗл чӗрсе кӑтартрӗ.
Пӗчӗк учительница // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.
Пӗр сехет хушши тӳрӗ йӗр тунӑ хыҫҫӑн, учительница пирӗн ӗҫсене пӑхса тухрӗ.
Эпӗ шкула кайни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.
Ҫапла вара, тӳрӗ урам пулман, Шупашкартан килнӗ чиновникпе пуп ял тӑрӑх кукӑр-макӑр ҫулпа ҫӳренӗ-ҫӳренӗ, тет те, Мултта ятлӑ тӗне кӗмен ҫыннӑн улмуҫҫи пахчи патне пырса тухнӑ.
Хӗллехи каҫсенче // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.
Ӗлӗк ялсем тӳрӗ урамлӑ пулман, кӑшт кил хуҫи пӳртне, ытти хуралтӑсене хӑйне мӗнле кирлӗ, ҫапла лартнӑ, йӗри-тавра карта тытса, улмуҫҫи пахчи, хӑмла чӗртнӗ.
Хӗллехи каҫсенче // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.
Эпир урӑх сукмак ҫине пӑрӑнтӑмӑр, Спанюкпа Васса иккӗш шӑкӑлтатса тӳрӗ сукмакпа анса кайрӗҫ.
Пусӑра // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.
Пиччӗшӗнпе аппӑшӗн пек сӑмси тӳрӗ мар, пичӗ те лапкарах пек.
Пролог // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.
Продукци пуҫтаракансен приборпа усӑ курса кашни килти хуҫалӑх мӗнле сӗт панине пӗлмелле, ултавҫӑсене тӳрӗ ҫул ҫине тӑратмалла.
Сӗт параканпа пуҫтараканӑн яваплӑхӗ ҫитмест // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2015, 35-36 (26687-26688)№, 6 с.
Вӑл автомашина цистернине лексен тӳрӗ кӑмӑллӑ хӗрарӑмсен ырӑ ячӗ каять.
Сӗт параканпа пуҫтараканӑн яваплӑхӗ ҫитмест // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2015, 35-36 (26687-26688)№, 6 с.
— Тӳрӗ кӑмӑллӑ хӗрарӑм вӑл, кулава мӑшӑрӗ.
Савтепи // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
Тӳрӗ ҫын тӳрере (кантурта ӗҫлекен), турӑ — тӳпере тенӗ пулсан та Янтул тӳрене лараймарӗ, ытла ҫӳлте пулнипе турӑ асӑрхаймарӗ пулас ӑна.
Янтул кам вӑл? // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
Тата: хӑйне тӳрӗ ҫын пуль тет вӑл.
Янтул кам вӑл? // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
Каҫараха юлнӑччӗ те эпӗ, тӳрӗ ҫулпа таврӑнам терӗм…А на дворе уж ночь вовсю, ну я и рискни ближней дорогой поехать…
Сӑпай Ваҫук // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.