Шырав
Шырав ĕçĕ:
Зиновьева сасартӑках умри кимӗ чӑнкӑ ҫыран хӗрринчи тӗлсӗр авӑралла ҫывхарнӑн, хӑй иккӗмӗш кимӗ ҫинче, кӑкарса хунӑ евӗр, Ленин хыҫӗнчен хевтесӗррӗн сӗтӗрӗнсе пынӑн туйӑнса кайрӗ.
3 // Аркадий Малов. Казакевич Э.Г. Кӑвак тетрадь: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 158 с.
Тутӑхнӑ насус вара тӗлсӗр туяннӑ япаласенчен чи юрӑхсӑрри.
Ку вӑл шӑматкун, июнӗн вуниккӗмӗшӗнче, Бакхорвари суту-илӳ вӑхӑтӗнче пулса иртнӗ // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.
Кунсӑр пуҫне тата эпӗ патшасен ҫуртӗнче калама тӗлсӗр тесе шутланакан ахаль халӑх чӗлхинчи сӑмахсене каларӑм, — вӗсене эпӗ фермер ҫемйинче час-часах илтнӗччӗ.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
Ку портрет генерал-губернатор кабинетӗнче тахҫантанпах ҫакӑнса тӑрать, анчах патшан чӗркуҫҫийӗсем темле черчен те майсӑр хутланса тӑнине, кулли те унӑн тӗлсӗр те мӗскӗнлӗ пулнине Дубасов халӗ ҫеҫ асӑрхаса илчӗ.
XXX сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.
Кӑшт кайрӗ те часах дача ҫумӗнчи тенкел ҫине, украинла тӗрлесе тунӑ кӗпепе, ҫӑмламас аллипе гитара тытса ларакан темле тӗлсӗр арҫынпа юнашар ларчӗ.
XIV сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.
Пысӑк та тӗлсӗр тунӑ сӗтел ҫинче — кассӑсене, верстаткӑсене, тимӗр рамӑна кӗртсе лартнӑ набора, валиксене, краскӑна тирпейлесе хуман-ха.
IX сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.
Ҫаксем пурте, пӗр ҫӗре пӑтрашӑнса, тапса тӑракан кӑмӑл пулнӑ, кӑкӑра пӗҫертсе тӑнӑ, вӗсен вӑйне пула, Фома пӳлӗне-пӳлӗне кайнӑ, куҫӗсем ҫине куҫҫуль персе тухнӑ, вара ун кӑшкӑрас, сивкайӑк пек ахӑрас, ҫынсене хӑратас килнӗ, вӗсен тӗлсӗр айкашӑвне чарас, пурнӑҫ шавӗпе хӗвӗшӳ валли мӗн те пулсан хӑйӗнне парас, янӑравлӑ, ҫирӗп сӑмахсем калас, пурне те пӗр йӗрпе — хальхин пек пӗр-пӗрне хирӗҫ мар — ҫул кӑтартса ярас килнӗ.
X // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
— Тӗлсӗр!
9 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Ӑна вара ун пек чух усал кичемлӗх ҫавӑрса илнӗ, ывӑл пулмасан, — ашшӗ пурнӑҫне малалла илсе каяканни ҫук пулсан, — ӑна пурнӑҫ та тӗлсӗр пек туйӑннӑ.
I // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Вӑл ӗмӗрте пӗрре ҫеҫ килет, ӑна пӗлсе пурӑнса ирттермелле, — нимӗн тӗлсӗр иртнӗ ҫулсемшӗн чӗрене ыраттарса ӳкӗнмелле ан пултӑр, иртнӗ кунсенчи йӗрӗнчӗк те вак ӗҫсем сана намӑслантарса ан ҫунтарччӑр, вилес умӗн санӑн: пӗтӗм пурнӑҫупа пӗтӗм вӑйна тӗнчери чи ырӑ ӗҫе — этемлӗхе ирӗке кӑларассишӗн кӗрешес ӗҫе патӑм, тесе калама пултартӑр…»
Кашук // Василий Юдин. Кошевая Е. Ывӑлӑм ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 208 с.
Ачана вӗри тар тапса тухнӑ, куҫӗсем тӗлсӗр пӑхаҫҫӗ, хӑй чӗтӗрет, тытӑнчӑклӑн калаҫать.Он был весь в горячем поту, глазёнки его блуждали, он дрожал и заикался.
Тытӑҫу // Василий Юдин. Кошевая Е. Ывӑлӑм ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 208 с.
Этем шӑпи вылянчӑк питӗ, Ялан та тӗлсӗр улшӑнать: Ҫынна пӗрре ҫӳле ҫеклет те Тепре пуҫхӗрлӗ вӑркӑтать.
6 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.
Куккӑшӗ татах та татах ыйтать, анчах Костя тӗлсӗр те ӳркевлӗ ответлет.Дядя спрашивает еще и еще, но Костя отвечает вяло и невпопад.
Ҫыран хӗрринчи пӳрт // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.
Тӗлсӗр чун! — шӑлне шатӑртаттарса Виталие хӑй айне тӑлпаласа чикме мекӗрленнӗ хушӑрах хӑрах аллипе, урайӗнче тем ухтарчӗ Бонапарт.
7 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Тӗлсӗр.
6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Мещансем дворянина ҫавӑн пек ним тӗлсӗр тӑшманла пӑхни ирӗксӗрех мана аҫа ҫурипе ҫывӑхлантаратчӗ.Это бессмысленное враждебное отношение мещан к дворянину невольно сближало меня с вотчимом.
XVI. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Ҫав сӑмахсем пурте ман умра пурӑнӑҫа ҫутатса парса, ун хыҫӗнче темле хурлӑхлӑ пушӑлӑх пуррине кӑтартса паратчӗҫ, ҫил чухне пӗвери шыв ҫинче вӗт ҫӳп-ҫапсем ярӑнса ҫӳренӗ пек, ҫав пушӑлӑхра вара ҫынсем: «Ҫакӑн пек чышкаланса тӑни вӑл тӗлсӗр тата пире кӳрентерет» тесе калакан ҫынсемех вӗчӗркенсе, ним тулккӑсӑр ишсе ҫӳреҫҫӗ.
XIV. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Пур ҫын та вӑйран тайӑлса, пӗтсе пырать, вӑл ҫавӑн пек пулмалла та; анчах вӗсем ниҫта та, пирӗн Российӑри пек ҫав тери хӑвӑрт, ҫав тери тӗлсӗр ватӑлса пымаҫҫӗ…
XIV. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Кӗнекери усал ҫын ӗҫре кирлӗ ҫӗрте хаяр, вӑл мӗншӗн хаяррине яланах тенӗ пек ӑнланса илме пулать, а эпӗ тӗлсӗр, ниме кирлӗ мар хаярлӑха курса тӑратӑп, ҫын унтан усӑ тавраш кӗтмесӗр унпала йӑпанать анчах.
IX. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Ҫынсенче пуринчен малтан, йӑвашши, именни тата хурлӑхлӑн парӑнни палӑрать, ҫав парӑнасси айӗнчен сасартӑк хаяррӑн, ним тӗлсӗр тата яланах тенӗ пек савӑнӑҫсӑр ашкӑнасси сиксе тухсассӑн, ҫав тери тӗлӗнмелле те хӑрамалла пек туйӑнать.
VI. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.