Шырав
Шырав ĕçĕ:
Хӗвелтухӑҫ ҫыранӗсене пӗр май пыракан сӑртсен темӗн тӑрӑшшӗ йӗрки материкӑн шал енне кӗме чарса тӑнӑ темелле.Длинная цепь гор, параллельная восточному побережью, казалось, преграждала доступ внутрь материка.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Аякран тем тӑрӑшшӗ морен тӑрӑхӗсем купаланса выртни курӑнать — вӗсен ҫинче пӑрсем ҫине ӳксе пуҫтарӑннӑ сӑртсен ишӗлчӗкӗсем ҫаплах купаланса выртаҫҫӗ.
Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Арауко — Арауканин столици, вӑл пысӑк мар патшалӑх, тӑрӑшшӗ ултҫӗр те сарлакӑшпе ҫӗр ҫирӗм километр.
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Пилар сӑмсахӗ хыҫа юлнӑранпа сакӑр кун иртнӗ хыҫҫӑн «Дункан» мӗнпур вӑйӗпе Талькагуано бухтинелле ыткӑнса пырать; Талькагуано вӑл ҫанталӑк вӑйӗсемпе пулса тӑнӑ ытарма ҫук гавань, унӑн урлӑшӗ тӑхӑр миль, тӑрӑшшӗ — вуниккӗ.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Кун тӑрӑшшӗ аванах вӑрӑмланнипе хӗвелӗ те маларах тухать.
Пӗрремӗш пайӗ // Виталий Елтов. «Сувар» хаҫат архивӗ
Тата пӗр-ик сӑмах: ҫирӗм ҫул тӑрӑшшӗ эпӗ Раҫҫее урлӑ та пирлӗ, пур еннеле те ҫӳренӗ, эпӗ пӗлмен почта ҫулӗ те ҫукпа пӗрех; ямшӑксене сыпӑкран-сыпӑка паллатӑп; эпӗ палламан, эпӗ мӗнле те пулин ӗҫпе ҫыхӑнман станца пуҫлӑхӗ сахал; хам ҫул ҫинче сӑнаса пуҫтарса пынисене эпӗ ҫитес вӑхӑтрах пичетлесе кӑларма ӗмӗтленетӗп; халӗ ҫакна анчах калас килет: станца пуҫлӑхӗсен сословийӗ ҫинчен пурте тенӗ пекех пит тӗрӗс мар шухӑшлаҫҫӗ.
Станца пуҫлӑхӗ // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936