Шырав
Шырав ĕçĕ:
Вӑл, сӗтел хушшинчен тӑрса, телефон трубки еннелле кармашрӗ.
Шикли шикленнӗ — кӗрӗкне пӗркеннӗ // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 19–23 с.
Атту, алимент тӳлесе те ҫитерес ҫук эпӗ вӗсене, йӗмсӗр тӑрса юлӑп.
Чавса ҫывӑх та ҫав… // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 7–13 с.
…Пӗр-пӗччен тӑрса юлнӑ Наҫтук аппа тӑхӑр вунӑ ҫула ҫитиччен пурӑнчӗ.
XXV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.
Костя ӑна: — Хӗрӗ ҫамрӑк-ха, вӗренме кая мар, — тесен, ашшӗ пушшех ҫине тӑрса хирӗҫлерӗ.
XX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.
Витере тӑрса йӑлӑхнӑ ырӑ утсем, ирӗке тухсан, ҫил пек малалла ыткӑнчӗҫ, вӗсен таканӗсем айӗнчен юр катӑкӗсем ывтӑнса кӑна пычӗҫ.
XX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.
Тахҫанах тӑрса тумланнӑ Ваҫинкка хӑнана хӑй пӳлӗмне чӗнсе кӗртсе кӗрекене лартрӗ.
XIX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.
— Кӑнтӑрлахи кӗлле кӗрет, нумай ҫывӑрнӑ-ҫке эпӗ, — терӗ вӑл хӑвӑрт тӑрса ларса, ҫавӑнтах паян шкулта вӗренмелли кун маррине, ачасене мункун эрнине каникула янине аса илчӗ те каллех выртрӗ.
XV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.
Матви ваштах тӑрса ларчӗ.
XIV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.
Акка куҫсӑр тӑрса юлчӗ.
XIV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.
Ҫак вӑхӑтра нумай юрласан, эсӗ вуҫех сассӑр тӑрса юлма пултаратӑн.
XIV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.
Матви хӑвӑрт тӑрса ларчӗ, урине ҫӗтӗк ҫӑматӑ тӑхӑнчӗ, ҫине ҫӳхе тӑла сӑхман уртрӗ, тӑмаланнӑ ҫӳҫне йывӑҫ турапа хапӑл-хапӑл тураса якатрӗ.
XII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.
Тӑрса тумлан кӑшт, мӗн латти вӑл, хӗвел кӑнтӑрлана ҫитиччен йӑраланса выртатӑн!
XII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.
Вӑл, вӑраххӑн тӑрса, пӗрене хушӑкне хӗстернӗ тӗкӗр катӑкне илсе пӑхрӗ.
XII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.
Тӑрса ларма мар, хускалма та, куҫ уҫма та, ӳсӗрме те, выртма та вӑй ҫук.
XII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.
— Эрех сутакан ҫут калушпа ҫӳренӗ, эрех ӗҫекен ҫара кутӑн тӑрса юлнӑ, теҫҫӗ.
XII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.
— Ы-ы-ах! – анасласа карӑнчӗ те Матви, йынӑшкаласа, тӑрса ларчӗ.
XII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.
Лисук телейсӗр тӑрса юлчӗ: хӗр те мар ӗнтӗ, арӑм та мар.
XI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.
Лисук, тем пек ӗмӗтленсен те, шкула каяймасӑрах тӑрса юлчӗ.
XI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.
Шкулти пур тӗрӗсмарлӑха хирӗҫ тӑрса пӑлханнӑ ҫамрӑксем революциллӗ юрӑсем юрлаҫҫӗ (Пазухин хӑй вӗсене «Марсельеза», «Варшавянка», «Красное знамя» юрлама вӗрентнӗччӗ; Кӗҫтук «Марсельезӑпа» «Дубинушка» юрӑсене чӑвашла куҫарнӑччӗ).
VIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.
Юлашкинчен, Хусанта хам укҫапа кӗнеке кӑларса пӑчлантӑм, хӑлат пек ҫап-ҫара тӑрса юлтӑм…
VII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.