Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӑракан the word is in our database.
тӑракан (тĕпĕ: тӑракан) more information about the word form can be found here.
Маргаритӑпа Федор сиссе те ӗлкӗреймерӗҫ, хӑйсене ҫавӑрса илнӗ хӗҫ-пӑшаллӑ ҫынсем вӗсене вӑрӑм трос ҫинче ҫакӑнса тӑракан тимӗр пиҫиххисем тӑхӑнтартрӗҫ те саккӑрмӗш класс ачисем тӳпенелле ҫӗкленме пуҫларӗҫ.

Маргарита и Федор не успели моргнуть глазом, как те люди, которые только что держали их на прицеле, подбежали к ним, пристегнули им какие-то металлические пояса с тонкими тросами, что-то загудело и дернуло, и восьмиклассники полетели в небо,

Вуннӑмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив

— Мӗн тӑван эс кунта? — ыйтрӗ микрофонлӑ ҫын, унтан тӑна кӗчӗ пулас та микрофонне сӳнтерчӗ, пуҫӗ ҫинчен ялтӑртатса тӑракан шлемне тата маскине хыврӗ.

— Что ты тут делаешь? — опять закричал человек в микрофон, затем опомнился и отключил его, после чего стащил с головы черный блестящий шлем и маску с прорезями для глаз, носа и рта.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив

Проекторӑн куҫса улшӑнса тӑракан ҫутинче вӑл чӗрӗ пекех туйӑнать.

В мельтешащем свете проектора и экрана игрушка казалась живым существом.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив

Хӑй алӑк патӗнче тӑракан икӗ мӗлкене тимлӗн сӑнарӗ.

Она внимательно смотрела на тех двоих, что стояли в проходе.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив

— Малалла-и? — йӑл кулса илчӗ хӗр ача рекламӑпа ялкӑшса тӑракан кинотеатр патнелле утса.

— Дальше? — Женя улыбнулась и направилась к сверкающему огнями рекламы кинотеатру.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив

Женя Маргаритӑна тытса тӑракан суя Пузикова чӗркуҫҫийӗ тӗлӗнчен мӗн пур вӑйран тапрӗ.

с силой врезала ногой Пузикову по колену.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив

Мӗн пулса иртнине тӳрех тавҫӑрса илнӗскер, вӑл ним шутламасӑрах ачасем тӑракан балкон ҫине сикрӗ, карлӑкран ярса тытма ӗлкӗрчӗ, урисем валли тӗрек шырарӗ.

Он сразу понял, что происходит и просто перепрыгнул на их балкон. Ухватился за перила и повис, пытаясь найти ногами опору.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив

Сывлӑш ҫавӑрса ярсан Женя хӑй умӗнче тӑракан Маргаритӑн хут пек шурса кайнӑ сӑнне асӑрхарӗ.

Женя с трудом перевела дыхание и увидела перед собой белое от ужаса лицо Маргариты,

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив

— Аха, шӑп ҫакӑ, — сывламасӑр кӗтсе тӑракан Маргарита тинех сывлӑшне кӑларса ячӗ.

— Да, это он! — выдохнула Маргарита.

Улттӑмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив

Ун хыҫӗнче тӑракан Маргарита тата ытларах шикленсе ӳкнӗ.

а за ним еще более испуганную Маргариту.

Улттӑмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив

Хама чӗнтернӗ следователӗн пӳлӗмне те тупрӑм эпӗ — алӑкӗ ҫинче асран каймалла мар хушаматне кӑтартнӑ: Веселый, имӗш — ытла иртерех ҫитнине кура, приемнӑйрах ҫакӑнса тӑракан карттӑ ҫине тирнӗ пӗчӗк ялавсене куҫара-куҫара лартрӑм.

Я нашёл кабинет моего следователя — на двери значилась его странная фамилия: Веселаго, — и, так как было ещё рановато, занялся перестановкой флажков на карте, висевшей в приёмной.

Ҫиччемӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ҫӳҫне кастарни кӑна та марччӗ-ха, вӑл хӑй те йӑлтах улшӑннӑччӗ, анчах манӑн халь ун ҫинчен шухӑшлассӑм килмерӗ, умра мӗн пурри пурте вӗҫсе тӑчӗ, пурте таҫта шурӑ — эпир хамӑр та, тирпейлесех ҫитермен пӳлӗмсем те, унта Катьӑн уҫнӑ чӑматанӗ те — эпӗ чӳречерен шакканӑ чух вӑл унтан темӗн илетчӗ пулас, — ҫавӑнтан тата пӗр кӗтесре тутӑрпа сухалне шӑлкаласа тӑракан доктор та, вӑл кунтах тӑнӑ пулнӑ иккен, унтан чӗрне вӗҫҫӗн пускаласа тухса каясшӑнччӗ, эпӗ ӑна ямарӑм.

Она не только подстриглась — она стала другая, но сейчас я не хотел думать об этом. Всё летело, летело куда-то: и мы, и эта комната, совершенно такая же, как две соседние, с разбросанными вещами, с открытым Катиным чемоданом, из которого она что-то доставала, когда я постучал, с доктором, который, оказывается, всё время был здесь же, стоял в углу, вытирая платком бороду, а потом стал уходить на цыпочках, но я его не пустил.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Пыратчӗ те пӑрахут, бортран канат вӗҫетчӗ, ӑста матрос ӑна хӑяккӑн тӑракан стойка ҫинелле питӗ меллӗн ҫавӑрса ывӑтатчӗ, пристаньре часах халӑх тулатчӗ те пристанӗ вара хӑй те куҫа палӑрмаллах шывалла анатчӗ — ҫав чипер тумланнӑ та савӑнӑҫлӑ шавлакан ҫынсен никамӑн та ман ҫумра нимӗнле ӗҫ те пулман.

Подходил пароход, канат летел с борта, матрос ловко, кругами закидывал его на косую торчащую стойку, сразу много людей появлялось на пристани, так что она даже заметно погружалась в воду, — и никому из этих шумных, весёлых, отлично одетых людей не было до меня никакого дела.

Иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Мана дневник мар, Катя кирлӗччӗ, ӑслӑ та вичкӗн, хама шанса та савса тӑракан Катя кирлӗччӗ.

Катя была нужна мне, а не этот дневник, — живая, умная, милая Катя, которая верила мне и любила меня.

Иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Иртсе пынӑ чух утрав хӗррисенче электромаяксемпе радиомаяксем курнӑ пулӗччӗ, тӗтре вӑхӑтӗнче хыттӑн кӑшкӑртса карапсене ҫул кӑтартса тӑракан наутофонсем курнӑ пулӗччӗ вӑл.

На островах, мимо которых он шёл, он увидел бы теперь электрические маяки и радиомаяки, он услышал бы наутофоны, громко гудящие во время тумана и указывающие путь кораблям.

Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Тата ҫакӑнса тӑракан лампа айӗнчи шнур вӗҫӗнчи икел пек ҫаврашка…

Позвольте, а желудь звонка на шнурке под висячей лампой…

XX. Ирхине // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Икӗ пус тӑракан сироплӑ шыва илес вырӑнне, вӑл пӗр кӗленчи сакӑр пус тӑракан «Фиалка» текен шыва илчӗ.

Вместо воды с сиропом, стоившей две копейки, господин потребовал не больше не меньше, как целую большую бутылку воды «Фиалка» за восемь копеек.

XVIII. Ыйтусемпе ответсем // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Вӑл ҫакӑнса тӑракан пистолетсене, пӑшала тӗрӗнтерсе тӗллемелли туратлӑ япалана, мишеньсем лартмалли хатӗрсене ытараймасӑр пӑхать.

Он с жадным восхищением рассматривал висящие над прилавком пистолеты, ветвистую подставку для стрельбы с упора, заводные игрушки мишеней.

XVII. Тир хуҫи // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Севастополь ман асӑма килчӗ — хӑйӗн мухтавлӑ шӑпине курма тухнӑ хӗрӗх пӗрмӗш ҫулхи сентябрьти вутлӑ-тусанлӑ та хаяр Севастополь мар, ӗлӗкхи яш-кӗрӗм сасси-куллипе янраса тӑракан хула.

Севастополь представился мне — не тот суровый, раскалённо-пыльный, как бы рванувшийся навстречу своей великой доле, который я видел в сентябре сорок первого года, а прежний, полный смеха и молодых голосов.

Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Пӑшалӑм ҫукчӗ манӑн, кӗтесре тӑракан милиционера ик-виҫ сӑмах хушсан та юратчӗ пулӗ тен.

Оружия не было, и, может быть, стоило сказать несколько слов милиционеру, стоявшему на углу.

Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed