Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӑракан the word is in our database.
тӑракан (тĕпĕ: тӑракан) more information about the word form can be found here.
Половцев пурттине, ҫивӗччӗш енӗпе, ун питне витсе тӑракан кӗпи ҫинелле пӗтӗм вӑйран сулса ячӗ…

Половцев, хакнув, опускает лезвие топора на закрывшую лицо рубаху.

12-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Алкумӗнче, пӳрт ҫине витнӗ усӑнса тӑракан хӑмӑш тӑррисем ҫинче, сарӑ йӑлтӑрккасем сиккелесе выляҫҫӗ.

В сенцах по метелкам свисающего с крыши камыша пляшут желтые блики.

12-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Анчах тепӗр кунне, килӗрен-киле ҫӳресе, колхоза хирӗҫ тӑракан вӑтам хресченсене Половцев укҫипе ӗҫтере-ӗҫтере, пачах урӑхла калаҫрӗ:

А на другой день, обходя дворы, угощал на деньги Половцева надежных, настроенных против колхоза середняков, подвыпив и сам малость, говорил иное:

12-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Ҫав «штаба» татӑклӑнах колхоза хирӗҫ тӑракан хӑш-пӗр вӑтам хресченсем те пыркаласа ҫӳрерӗҫ.

Прибивались к «штабу» и кое-кто из середняков, решительно восставших против колхоза.

12-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Йӑсласа тӑракан хӗрарӑмсем шӑпланчӗҫ, хӑш та хаш сывлакалама тапратрӗҫ.

Гомонившие бабы притихли, завздыхали.

11-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Ну, кӳр-ха кунта сенӗкне! — Демка Ушаков, йӑл кулса тӑракан йӗкӗт аллинчен сенӗке туртса илчӗ те, эхлетсе ярса, пӗр купа утта пӗрех тирсе илчӗ, ӑна алӑ вӗҫҫӗн ҫӗклесе кайрӗ.

А ну дай сюда вилы! — Демка Ушаков вырвал из рук улыбающегося парня вилы и, крякнув, попер на весу целую копну.

11-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Хӑйне харпӑрлӑхпа, вӑкӑрӗсемпе, ҫӗрпе ҫыхӑнтарса тӑракан кӑвапине Кондратӑн куҫҫулӗпе те юнпа туртса татма тивет…

Со слезой и с кровью рвал Кондрат пуповину, соединявшую его с собственностью, с быками, с родным паем земли…

10-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Ну, мӗн, чӑнах та ӑнланас пек, хӑлхусене саркаласа пӑрахрӑн-ха? — Суха касси тытса пыракан вӑкӑрне вӑл урипе тӗксе илчӗ, кавлесе тӑракан сӗлехеллӗ тути-ҫӑварне айккинелле пӑрчӗ, вӑкӑрӑн хӑмӑр-кӑвак куҫӗсемпе куҫа-куҫӑн хирӗҫ пулчӗ, вара пилӗк ҫул каялла ҫак вӑкӑра хӑй епле хытӑ кӗтнине аса илчӗ.

Ну, чего разлопушился, будто и на самом деле понимаешь? — Он толкнул ногой бороздённого быка, отвел рукой его жующую слюнявую пасть и, встретившись глазами с лиловым бычачьим глазом, вдруг вспомнил, как ждал он этого быка пять лет назад.

10-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Аркашка карланкӑ шӑммине йӑвалакаласа пӑхрӗ, пӑшӑрханса ӳксе аллине сулчӗ, ҫапах та тӳсеймерӗ, хӑй вырӑнне ларнӑ вӑхӑтра колхоза хирӗҫ хытӑ тӑракан Николай Ахваткина талкӑшпе коллективизаци тунӑ хыҫҫӑн унпа мӗн пулассине пӳрнисемпе туса кӑтартрӗ: табак тӗтӗмӗпе сарӑхса ларнӑ пуҫ пӳрнин чӗрни ҫине тепӗр пуҫ пӳрнин чӗрнине хурса хӗстерчӗ те — шатӑрт! тутарчӗ.

Аркашка помял кадык, горько махнул рукой, но все же не вытерпел и, садясь на место, показал ярому противнику колхоза, Николаю Ахваткину, что́ с ним будет после сплошной коллективизации: на обкуренный ноготь большого пальца положил другой ноготь и — хруп!

9-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Любишкин ура ҫине тӑчӗ, икӗ ҫунат евӗр сарӑлса тӑракан хура мӑйӑхне хускаткаласа илчӗ, сӑмах калакан ҫын еннелле ҫаврӑнчӗ:

Любишкин встал, недобро пошевелил раскрылатившимся черным усом, повернулся к говорившему.

9-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Ҫакӑнса тӑракан лампа ҫути тилӗ тир ҫӗлӗкӗ ҫинелле чалӑшшӑн ӳкет, ҫӗлӗкӗн хӗп-хӗрлӗ ҫӑм пӗрчисем йӑлтӑртатса илеҫҫӗ те, вӗсенчен тӗтӗм тухнӑ пек туйӑнса каять.

Висячая лампа кидала косой свет на лисий треух, рыжие ворсины вспыхивали и словно дымились.

9-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Ара, ҫыннисем хӑйсем те ӗнтӗ, ҫӑвӑр ярса вӗллерен уйӑрӑлса тухнӑ хуртсем хӗвӗшсе тӑракан хура чӑмӑркка майлах йӑшӑлтатаҫҫӗ.

Да и сами люди шевелились черным кипящим клубом, похожим на отроившийся пчелиный рой.

9-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Кӗпӗрленсе тӑракан халӑх хӗвелҫаврӑнӑш ҫӑвӗ, сухан, махорка шӑршипе сывлать.

Толпа пахуче дышала подсолнечным маслом семечек, луком, махрой, пшеничной отрыжкой.

9-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Вӑл каярах тӑракан Давыдов патнелле пӗр-икӗ утӑм ярса пусрӗ, картиш варринче выртакан вӑкӑр сӳсменӗ ҫине сасартӑк такӑнчӗ те пӗшкӗнсе сӳсменӗн тимӗр тиркӗчне туртса кӑларчӗ.

Он шагнул к попятившемуся Давыдову, споткнулся о лежавшее посреди двора ярмо и, нагнувшись, вдруг выдернул железную занозу.

8-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Вӑл, кулкаласах пӗр-пӗр турата ҫӑмӑллӑн тытса сирнӗ пек, алӑка хупӑрласа тӑракан Тимофее айкинелле пӑрса тӑратрӗ, унтан сулӑмлӑн утса пынипе мӗскӗннӗн чӑнкӑр-чанкӑр янӑраса кайнӑ савӑт-сапа шкапӗ тӗлӗнчен иртсе, арча патне ҫитсе тӑчӗ.

Улыбаясь, легко, как ветку, отодвинул рукой стоявшего в дверях Тимофея и — мимо горки с жалобно зазвеневшей под его шагами посудой — к сундуку.

7-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Вӗсем пурнӑҫа хӗррипе танах тултараҫҫӗ, ҫӗрле те лӑпланма пӗлменскерсем, шӑплӑха тимлесе итлеме чӑрмантараҫҫӗ, кӗркунне умӗнхи ҫеҫенхирпе вӑрмана тултарса тӑракан тарӑн шухӑшлӑ шӑплӑха хускатаҫҫӗ.

Они наливали жизнь до краев; не затихая и ночью, мешали прислушиваться к тишине, нарушали то мудрое молчание, которым полны бывают степь и лес под осень.

7-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Вӑл ҫемҫе мӑйӑхӗ айӗнчен курӑнса тӑракан тути хӗррисене тутӑр татӑкӗпе шӑлса тасатрӗ, сӗмсӗррӗн пӑхакан алтӑр куҫӗсене хӗсӗнтерсе хучӗ, хуторти хӗрсем юратакан чи лайӑх купӑсҫӑн йӑлипе аллине тӑсса кӑтартрӗ: — Иртсемӗр, ларсамӑр, хаклӑ влаҫсем!

Он вытер тряпкой яркие губы под юношески пушистыми усами, сощурил наглые, навыкат, глаза и с развязностью лучшего в хуторе гармониста, девичьего любимца, указал рукой: — Проходите, садитесь, дорогие властя!

7-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Костенко офицер хӑйне пӑхӑнса тӑракан ҫынпа ҫакӑн пек калаҫусем ирттернине, ӑна ҫакӑн пек кӗнекесем вулама панине пӗлсен офицера тӳрех суда панӑ пулӗччӗҫ.

Если бы кто-нибудь из начальства узнал о разговоре офицера Костенко, о том, какие мысли внушает он «нижним чинам», какие книги дает читать, его сейчас же отдали бы под суд.

Ҫирӗм виҫҫӗмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.

Ачасем тинех хӑйсен умӗнче тӑракан Кармене асӑрхарӗҫ.

Ребята повернулись и увидели перед собой Паарме.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив

Тӗрлӗ ҫутӑсемпе ялкӑшса тӑракан хула кӗҫех таҫта аялта тӑрса юлчӗ.

Через несколько секунд залитый огнями город оказался далеко внизу.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed