Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӑраймарӗ (тĕпĕ: ) more information about the word form can be found here.
Сывӑ-и? — кӑшкӑрса ячӗ Тиррей, ҫурӑласла тапакан чӗрипе ҫав самантрах ҫын ушкӑнӗ витӗр, урапасемпе ҫынсен хушшипе унран иртсе кайнӑ экипаж патнелле ыткӑнчӗ, унтан тытӑнса тӑраймарӗ те тӗшӗрӗлсе ӳкрӗ.

Здравствуйте! — закричал Тиррей, бросаясь с разрывающимся сердцем сквозь толпу, между колес и людей, к миновавшему его экипажу, затем не устоял и упал.

VII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.

Ҫӗр пӗренене ҫитерсен Мард хавхалансах кайрӗ те — ӗҫне ик ҫӗрпе хакларӗ, вулӑсем сулла куҫса хӑйӑр ҫине лексен вара тӳссе тӑраймарӗ — тепӗр аллӑ хушрӗ.

Назначив себе сто штук, Мард, однако, увлекся и навалил двести, но когда они вытянулись плотом на песке, не стерпел и прибавил еще пятьдесят.

Вӑрӑ вӑрманта // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 243–251 с.

Иккӗшӗ ҫеҫ юлсан Пек тӳссе тӑраймарӗ:

Оставшись с ним наедине, Пек сказал:

IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 49–57 с.

Ҫав тери савӑннӑ, тӗлӗннӗ Гелли чӑтса тӑраймарӗ:

Гелли переполнило восхищение.

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 229–275 с.

Ку юлашки хут, анчах та пылаккӑн ҫапни пулчӗ-тӗр, — Стелла урӑх тӳссе тӑраймарӗ.

Это было последним, но уже сладким ударом, и Стелла не выдержала.

VI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 125–169 с.

Юлашкинчен штурман тӳссе тӑраймарӗ.

Наконец, штурман не выдержал.

«Тӑватӑ ҫил» штурманӗ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 117–123 с.

Сӑпани ӑна, хӑй ҫине кӗҫ-вӗҫ сиксе ӳкесскере, тӗллесе те тӑраймарӗ — сулахай кӗпҫерен пӑшалне ун еннелле кӑнтарнӑ-кӑнтарман кӗрслеттерчӗ.

Help to translate

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Унта пӗрре ҫитсе килни, авӑ, епле синкерлӗ вӗҫленчӗ: Калюковпа тусӗсем Экеҫри юлташлӑх укҫине туртса илни ҫитмен, унӑн хуняшшӗне вӗлересле хӗнесе хӑварчӗҫ, лешӗ тек тӑраймарӗ вара…

Help to translate

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Александровӗ хӑяккӑн чалӑшрӗ, ҫавӑнтах тата, аршӑн ҫӑтнӑ тейӗн, ярт! тӳрленсе ларчӗ самантлӑха, анчах капла тытӑнса тӑраймарӗ, пӗкӗрӗле пуҫларӗ…

Help to translate

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Анчах Наҫтуҫ тӑраймарӗ те, лараймарӗ те ӗнтӗ.

Help to translate

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Блемер унӑн силленекен кӗлеткине пӑхса юлнӑ май халӗ те ӗненмест-ха, анчах Тарт пӗкӗрӗлсе вӑрман катин чӑпар ешӗллӗхне кӗрсен матрос тӳссе тӑраймарӗ, таркӑна ҫухатасран хӑранипе тӑруках тилӗрсе кайрӗ, сывлайми пулчӗ, уҫланкӑпа чупса каҫнӑ ҫӗртех курокне пеме хатӗрлерӗ, тӗм авӑннӑ-ҫатӑртатнӑ еннелле кӑшкӑрчӗ:

Блемер смотрел на его раскачивающуюся фигуру и все еще не верил, но, когда Тарт, согнувшись, нырнул в пеструю зелень опушки, — матрос не выдержал, задохнувшись от внезапного гнева и страха упустить беглеца, Блемер перебежал поляну, на ходу взвел курок и крикнул в ту сторону, где гнулись и трещали кусты:

III. Блемер Тарта тупать // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 91–116 с.

Нӑрӑ, чӑн та, тытӑнса тӑраймарӗ, айккинелле ҫатлатса вӑркӑнчӗ.

Жук, точно, не удержался и с треском полетел в сторону.

IV. Пӗр кун маларах // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.

Капитан ӗҫнӗ-ҫинӗ хушӑра матрос ун ҫине чалӑшшӑн пӑхкаларӗ, унтан чӑтса тӑраймарӗ, ыйтрӗ-ыйтрех:

Пока капитан ел и пил, матрос искоса посматривал на него, затем, не удержавшись, сказал:

III. Шурӑмпуҫ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.

Эппин, мӗншӗн вӗренетӗн? — Коля хӑйсенчен тӑрӑхланине тӳссе тӑраймарӗ Миша та.

Help to translate

Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 134–165 c.

Эрехпе минренӗ арҫын урисем ҫинче ҫирӗпех тӑраймарӗ.

Help to translate

Вероника // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 100–133 c.

Саша та чӑтса тӑраймарӗ: Тоньӑна пӑчӑртаса тытса хӑй ҫумнелле ҫупӑрларӗ.

Help to translate

Ӑш вӑркатмӑш // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 68–99 c.

Саша ҫаплах ларнӑ вырӑнтан тӑраймарӗ.

Help to translate

Ӑш вӑркатмӑш // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 68–99 c.

Аня хӑй ҫине пасарта выльӑх туяннӑ чухнехи пек пӑхнине тӳссе тӑраймарӗ — тӗпеле иртрӗ.

Аня не выдержала взгляда на себя, как будто на базаре выбирали скотину, — прошла на кухню.

Аня… Анечка… Анна // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 3–67 c.

Йытӑ тӳссе тӑраймарӗ, аякалла пӑрӑнчӗ.

Пес не выдержал и свернул в сторону.

4 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

Халиччен нихӑҫан та усал сӑмах каламанскер, чӑтса тӑраймарӗ, Эмиле килӗшӳсӗр сӑмахсемпе вӑрҫса илчӗ те куҫран ҫухалчӗ.

Изменив своим правилам, он выкрикнул несколько бранных слов в адрес Эмиля и исчез.

Вырсарникун, ноябрӗн вунтӑваттӑмӗшӗнче, Катхульт хуторӗнче пастор кӗлӗ вулани, Эмиль хӑйӗн ашшӗне хупса хуни // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed