Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӑрайман (тĕпĕ: ) more information about the word form can be found here.
Кунта илемлӗ хӗр пулни те Стумпа вӑрҫма чарса тӑрайман.

Даже присутствие красавицы не могло остановить поток ругательств Стумпа.

LVIII сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.

Вӑл ӗнтӗ вырӑнпах выртнӑ, тӑрайман, куҫӗ курман.

Help to translate

Автор ҫинчен кӗскен // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Ҫав териех йӑлӑннӑ пирки Перекомский чӑтса тӑрайман, ӑна вӑл: — Ну, шуйттан пултӑр санпала! — тенӗ юлашкинчен.

Он так упорно клянчил, что Перекомский не выдержал: — Ну, черт с тобой! — сказал он.

Виҫҫӗмӗш бастион // Н. Ятманов. Дмитриев, Н. П. Тӑван ҫӗршывӑн чысӗ: халӑх геройӗсем ҫинчен ҫырнӑ калавсем / вырӑсларан Н. Ятманов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 126 с. — 95–110 с.

Юлашкинчен Герасимов тӳссе тӑрайман.

Наконец, не вытерпев, Герасимов сказал:

Тӑван ҫӗршыв чысӗ // Н. Ятманов. Дмитриев, Н. П. Тӑван ҫӗршывӑн чысӗ: халӑх геройӗсем ҫинчен ҫырнӑ калавсем / вырӑсларан Н. Ятманов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 126 с. — 37–51 с.

Живоног сӑмах хушмасӑр чӑтса тӑрайман:

Живоног не утерпел, крикнул:

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Николай Степанов. Герасимов, Е. Щорс: [тулли мар вӑтам шкулсем валли] / Е. Герасимов, М. Эрлих; Н. Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 208 с.

Кабарга ним тӑвайман енне малалла ыткӑннӑ, вара лешӗ ҫитсе ҫапнипе вӑл тытӑнса тӑрайман, иккӗшӗ те аялалла вирхӗнсе аннӑ.

Кабарга рванулась вперед, и оба врага, потеряв равновесие, полетели в пропасть.

Кабаргапа росомаха // Александр Галкин. Арсеньев В.К. Тайгари тӗлпулусем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 178 с. — 71–74 с.

Анчах та ашшӗ-амӑшӗ ачисемшӗн тӗслӗх пулса тӑрайман пулсан, ҫак мелсемпе кӑна ачаран лайӑх ҫын пӑхса ҫитӗнтерме ҫук.

Но никакими средствами не достичь цели, если родители сами не служили примером для своих детей.

Килте хӑвна мӗнле тытмалла // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.

— Кам унта! — чӗтренее тухакан сассипе кӑшкӑрса ячӗ чӑтса тӑрайман Шерккей.

— Кто там? — наконец дрожащим голосом спросил Шерккей.

III. Ют хӳте ӑшӑтас ҫук // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Ҫӳрессе вара — ӗлӗкхи пек тап-тап пусса мар, темле аяккинелле сулӑнкаласа, урисене лӑнккӑ-ланккӑ ярса ҫӳренӗ, пуҫне, мӑйӗ тытса тӑрайман пек, е малалла ӳпӗнтернӗ, е аяккинелле сулӑнтарнӑ, е каялла чикелентернӗ.

Ходил, правда, не твердо и уверенно, как прежде, а на шатких полусогнутых ногах, и его заносило то в одну, то в другую сторону.

XXIV. Ашшӗпе хӗрӗ // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

— Ах! — терӗ Шерккей чӑтса тӑрайман енне.

— Ох!.. — выдохнул Шерккей в отчаяньи.

XVI. Пӗртӑвансем // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Эс те вӗсен майлӑ-и?.. — текех хӑйне чарса тӑрайман Шерккей, Сайтене ҫапма тесех, аллине сулса ячӗ.

Выходит, и ты их сторону держишь? — Шерккей больше не мог сдерживать свой гнев и замахнулся на Сайде.

XVI. Пӗртӑвансем // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Амӑшӗ те чӗнмерӗ, вӑл хӑйӗн малтанхи ҫапӑҫурах ҫирӗп тӑрайман ывӑлне тахҫанччен ачашласа ларчӗ.

Мать тоже замолчала и только продолжала ласкать своего не устоявшего в первом бою сына.

Элекҫӗ // Уйӑп Мишши. Гарин-Михайловский Н.Г. Тёмӑн ача чухнехи пурнӑҫӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 164 с. — 3–157 с.

Аллисене паттӑррӑн сулкаланса ҫапаҫҫӗ, апла пулмасан, ҫутӑпа мӗлке ҫавӑн пек хӑвӑрт улшӑнса тӑрайман пулӗччӗҫ.

Будучи сильно раскачены, они то появлялись, то снова скрывались.

II. Хӑлхаллӑ пулин те илтмест // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.

Ун чухнехи саманара ҫӗр айӗнче пытанса тӑракан ҫав япаласене ҫывӑхарах сӑнаса пӗлме тӑрӑшнине «вилӗмлӗ этем турӑсем пурӑнакан ҫӗре пӗлме хӑтланса ҫылӑха кӗни» пулать тесе шутланӑ пулсан, чи хӑюллӑрах ученӑйсене ҫапах та нимӗн те чарса тӑрайман.

Хотя в те древние времена всякая попытка исследовать ближе эти таинственные явления была бы безрассудной дерзостью, «греховным проникновением смертного в тайны и пределы богов», но это не могло остановить наиболее передовых ученых.

Ҫӗрӗн ҫийӗсем мӗнле тытӑнса тӑни тата ҫӗр варрине кайса ҫӳрени ҫинчен // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с. — 211–227 с.

Ефросиньӑн тӗлӗнмелле паха ен пулнӑ: уншӑн пур инкексемпе аван мар япаласем те ниме тӑман, ун ҫинче вӗсем, хур ҫинчен шыв юхса аннӑ пекех, тытӑнса тӑрайман.

У Евфросиньи было удивительное качество: для нее все беды и неприятности были «трын-трава» и стекали с нее, как с гуся вода.

2. Ҫӗнӗ ҫӗрте // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Вӑл Фроська ӗҫӗ ҫинчен илтнӗ те тӳссе тӑрайман — мӗн чухлӗ тата епле ӗҫ тунине пӑхма кану вӑхӑтӗнче чупса килчӗ.

Она услышала о Фроськиных делах и не выдержала — прибежала в перерыв посмотреть, сколько и как сделали.

7. Тырӑ пулчӗ // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Ҫак сӑмахсене вӑл тепӗр хут каланӑ пулсан, вӗсене урӑлла каланӑ пулсан, Авдотья тӳссе тӑрайман пулӗччӗ, вӑл ун патне таврӑннӑ пулӗччӗ.

Если бы он повторил эти слова еще раз, если бы сказал их трезвым, она не устояла бы — она вернулась бы к нему.

1. «Пирӗн колхозшӑн чи кирли» // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Сергей чӑтса тӑрайман, Акимычран вӑл кама ятлаҫни ҫинчен ыйтнӑ.

Сергей не выдержал и спросил, кого так ругает Акимыч.

Ҫирӗм улттӑмӗш сыпӑк // Николай Пиктемир. Голубева, Антонина Георгиевна. Уржум ачи: повесть; вырӑсларан Н. Пиктемир куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1953. — 194 с.

Пӗрре Серёжа чӑтса тӑрайман, чулсем тӑрӑх Анюта патнелле утса кайнӑ.

Однажды Сережа не выдержал и по камешкам отправился к Анюте.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Николай Пиктемир. Голубева, Антонина Георгиевна. Уржум ачи: повесть; вырӑсларан Н. Пиктемир куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1953. — 194 с.

Вырӑн ҫинчен те тӑрайман Кузьмовна.

Слегла Кузьмовна в постель.

Иккӗмӗш сыпӑк // Николай Пиктемир. Голубева, Антонина Георгиевна. Уржум ачи: повесть; вырӑсларан Н. Пиктемир куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1953. — 194 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed