Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тытса (тĕпĕ: тыт) more information about the word form can be found here.
Ӑнланмалла-и, сволочь?! — вара, хӑйне тытса хӗнесрен хӑранӑн, йӑпӑр-япӑр чупса пырса кабинӑна чӑмать хуняма.

Help to translate

Хуняман асран кайми авансӗ // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Ток тытса силленӗ чухнехи пек анӑраса кайнӑ Маруҫ, ним тума пӗлменнипе «чакак йӑви» урлӑ туртса ҫапса, урамалла пуҫ каснӑ евӗр тухса сирпӗнет, лавкка хыҫӗнчи ҫырмара лаштра йӑмра айне кукленсе ларса ӗсӗклесе йӗрсе ярать.

Help to translate

Арӑм парни — сысна валашки // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Санпа пурӑнма пуҫласан, тӳпери ҫӑлтӑрсем, Уйӑхпа Хӗвел алӑпа тытса пӑхмаллах ҫывӑхраччӗ.

Help to translate

Акӑ вӗсем, хӗрарӑм чунӗ упраса пурӑннӑ сӑмахсем… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

— Вере, Вере, тӑхта-ха, — палатӑран тин тухса таҫталла пӑрӑнма пуҫланӑ хӗре тытса чарать Тамара амӑшӗ.

Help to translate

Ывӑл-и! Ывӑл!.. // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Шофер, Левен Тамарӑна аллинчен тытса тӑнине асӑрхаса, шӗвӗр пӳрнине ҫӑвара чикенҫи туса хушса хурать.

Help to translate

Ывӑл-и! Ывӑл!.. // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Ҫапла шутлама ӗлкӗрет ҫеҫ вӑрманҫӑ, министр заместителӗ, трубкӑна тытса, сылтӑммипе телефон кӑлтӑрмачне ҫавӑрать.

Help to translate

«Ну, робот, тӳс тулӗк!..» // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Лешӗ стакана куҫӗ умӗнче тытса тӑрать-тӑрать те янк тутарать, пуҫне айккинелле пӑрса, чӑрт сурать, тин кӑна тӑварса янӑ лаша евӗр, ҫӗр ҫинче енчен енне ҫаврӑнса выртать.

Help to translate

Ниме! Асран кайми ниме… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

— О, кунта ярмӑркка-иҫ, — хуллен, япшар пуплесе, алӑ тытса тухать Терен.

Help to translate

Ниме! Асран кайми ниме… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Христос хурҫӑ «тихана» пӗртте шеллеменни, халь тесен халь «чунне пӑчӑртаса кӑларасла» ҫирӗппӗн тытса пыни сисӗнет.

Help to translate

Ҫӑтмах ҫынни милицие ма васкать? // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Лесник ҫурчӗ, пуснӑ сыснана тытса ӗнтнӗн ҫунса хуралса ларнӑскер, чуна пӗртте туртмасть.

Help to translate

Асран кайми рифмӑсем // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Пуҫ тӗлӗнче лупа тытса тӑнӑнах пӗҫертет хӗвелӗ.

Help to translate

Асран кайми рифмӑсем // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Андрей Иванович культура ҫурчӗн ӗҫӗ-хӗлне тӳрӗ кӑмӑлпа тытса, йӗркелесе пырать.

Help to translate

Клуб хӑтлӑланнӑ // Ирина ДАНИЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/11882-klub-kh-tl-lann

«Эпӗ спортпа яланах туслӑ пулнӑ, мана футбол, волейбол вӑййисем килӗшеҫҫӗ. ГТО нормативӗсене пурнӑҫласа хамӑн вӑя тӗрӗслес терӗм. Йӗлтӗрпе 5 км чупса тухасси маншӑн ҫӑмӑлах пулмарӗ, 700 грамлӑ снаряд ывӑтассине вара чӑрмавсӑрах пурнӑҫларӑм. ГТО комплексӗн тӗрӗслевӗсем витӗр тухса ылтӑн паллӑна тивӗҫрӗм. Спорт ахаль пурнӑҫра та пулӑшать, сывлӑха та, кӑмӑла та ҫирӗплетет. Пурне те сывӑ пурнӑҫ йӗркине тытса пыма, ГТО юхӑмне хутшӑнма сӗнетӗп. Спорт — вӑл пурнӑҫ!»

Help to translate

Физкультура тата спорт – сывӑ пурнӑҫ никӗсӗ // Ирина ДАНИЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/11860-fizkul ... rn-c-nik-s

«Паллах, ҫамрӑксене спорта явӑҫтарасси спорт шкулӗн ӗҫӗ-хӗлӗнче тӗп тӗллевсенчен пӗри, анчах аслӑ ӳсӗмри ҫынсене те пысӑк тимлӗх уйӑратпӑр. Акӑ, 55 ҫулхи тата аслӑрах хӗрарӑмсем, 60 ҫулхи тата аслӑрах арҫынсем А.Ф. Федоров ячӗллӗ Вӑрмарти спорт шкулӗн спортзалне тата бассейна ятарлӑ графикпе тӳлевсӗр ҫӳреме пултараҫҫӗ. Тӗп юсав хыҫҫӑн «Илем» физкультурӑпа спорт комплексӗнче те, спорт ҫуртӗнче те сывӑ пурнӑҫ йӗркине тытса пыракансемшӗн сывлӑха ҫирӗплетме, спортпа туслӑ пулма условисем татах лайӑхланнӑ».

Help to translate

Физкультура тата спорт – сывӑ пурнӑҫ никӗсӗ // Ирина ДАНИЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/11860-fizkul ... rn-c-nik-s

«Церемоние хутшӑнакансене хӑйсен Салтак-Ҫӗнтерӳҫӗ тата Георги ленти ҫакнӑ бейдж фотографине тӑхӑнтартма, ӑна хисеплесе тата асра тытса, таврари гражданла позицине тата Ҫӗнтерӳ кунӗ ҫине мӗнле пӑхнине кӑтартса пама сӗнеҫҫӗ», - каласа панӑ «Республики Башкортостан» хаҫата «Вилӗмсӗр Раҫҫей полкӗ» юхӑмӑн регионти штабӗнче.

Help to translate

Пушкӑртстан Республикинче фашизмпа кӗрешсе вилнисене асӑнса пӗр минут чӗнмесӗр тӑнипе чыслаҫҫӗ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/nikam-ta-nim ... la-3755168

Хула автобусӗпе ҫӳрени сывлӑхшӑн усӑллӑ пулӗ - ҫул ҫинче пассажирсем роликсенчен тӗрӗс апатланмалли тата специалистсен ӑслӑлӑх даннӑйӗсемпе рекомендацийӗсене шута илсе хатӗрленӗ сывӑ пурнӑҫ йӗркине тытса пыни ҫинчен пӗлме пултараҫҫӗ.

Help to translate

Пушкӑртстанра сывӑ пурнӑҫ йӗрки ҫинчен халӗ автобусра та пӗлме пулать // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/natsi-proekc ... at-3756695

Тӑватӑ класс пӗтернӗ хыҫҫӑн вӑл Каганович ячӗллӗ колхозра ӗҫлеме пуҫланӑ. Ун чухне вӑл 10 ҫулта пулнӑ, пысӑк ӗҫ пурнӑҫланӑ. Амӑшӗ малалла вӗренесси ҫинчен ӳкӗтлесен те килӗшмен: кӗҫӗн йӑмӑкӗсене Верӑпа Нинӑна тӑрантармалла, хуҫалӑха тытса тӑмалла.

Help to translate

Парӑнманскер // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/nikam-ta-nim ... er-3757134

Канаш тӑрӑхӗнчи Анаткас Татмӑш ялӗнче пурӑнакан Олег Алексеевичпа Алина Михайловна Владимировсем чӑвашсен ыра йӑлисене чӑнахах та тытса пыраҫҫӗ тесе шутлатӑп эпӗ.

Help to translate

Владимировсем – ӗҫчен те тӑрӑшуллӑ ҫемье // Вера ВАСТЕРОВА. https://kanashen.ru/2024/04/26/%d0%b2%d0 ... %8c%d0%b5/

Тепрехинче вара, кӳршӗ арҫынне тара тытса, ҫӗнӗ ҫӑраҫҫи ларттарчӗ.

Help to translate

Асран кайми ӳпле — пуйӑсри купе… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Пӑтари пиншакӗ урӑхларах ҫакӑнса тӑнине асӑрхасан, ун кӗсйине яп тытса пӑхрӗ Левен.

Help to translate

Асран кайми ӳпле — пуйӑсри купе… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed