Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тытмаллине (тĕпĕ: тыт) more information about the word form can be found here.
Пурте ҫикелерӗҫ, Калчо Букче ҫимине перекетлӗ тытмаллине те манмарӗҫ, унтан ӑна сывлӑх сунса хӑварчӗҫ.

Все поели, но немного, — надо было беречь скудные припасы Калчо Букче, — потом простились с ним.

XXXV. Хӗл каҫмалли вырӑнта // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

— Улпута каласа кӑтартам ак эпӗ, — хаяррӑн хӑйӑлтатса каларӗ вӑл кучера: — сана ӑҫтан ярса тытмаллине те тупӗ вӑл, сан сухална та якатса ярӗ вӑл: куратӑн-и авӑ, йӑлтах пӑрланса ларнӑ сухалу!

— А вот как я скажу барину-то, — начал он с яростью хрипеть на кучера, — так он найдет, за что и тебя ухватить: он тебе бороду-то выгладит: вишь, она у тебя в сосульках вся!

X сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Женя хӑйне унпа мӗнле тытмаллине пӗлмерӗ.

Женя не знала, как себя вести.

Пӗрремӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив

Хӑнӑхман ушкӑнра хӑйне хӑҫан мӗнлерех тытмаллине тавҫӑрса илейменрен пулчӗ-ха ку.

Мысли в голове так перепутались, что она просто не успела правильно себя повести.

Пӗрремӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив

Пирӗн халӗ мӗнле ҫул тытмаллине суйласа илмелле: пурин те пӗрле япаласене хыҫран сӗтӗрсе икӗ ушкӑна уйрӑлса пӑр тӑрӑх каймалла, пӗр ушкӑнӗ — йӗлтӗрсемпе пӑр тӑрӑх шумалла, тепӗр ушкӑнӗ, пилӗк ҫын, пӑр аяккипе кимӗпе ишмелле пулать-и?

Нам предстоял выбор: идти ли всем по леднику и тащить за собой груз или разделиться на две партии, из которах одна шла бы на лыжах по леднику, а другая, в пять человек, плыла бы вдоль ледника на каяках.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Малалла хӑйне хӑй мӗнле тытмаллине халех туса пӑхма тытӑннӑ: утнӑ майӑн пуҫне аяла ҫитех тайнӑ, пуҫҫапнӑ хыҫҫӑн темиҫе хутчен пуҫне лӑст-лӑст силлесе илнӗ, хресченсем пек калаҫнӑ, питне ҫаннисемпе хупласа кулнӑ; Настя ӑна мухтанӑ.

Она повторила свою роль, на ходу низко кланялась и несколько раз потом качала головою, наподобие глиняных котов, говорила на крестьянском наречии, смеялась, закрываясь рукавом, и заслужила полное одобрение Насти.

Хресчен хӗрӗ — пике // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936

Эсӗ каланӑ тӑрӑх, эпир вӗсене ӑҫта тытмаллине пӗлтӗмӗр, ҫавӑнпа та вӗсем патне ҫывӑхах йӑпшӑнса пытӑмӑр.

Мы знали, где их искать, с твоих же слов; подкрались на цыпочках.

30-мӗш сыпӑк. Томпа Бекки ҫӗр ӑшӗнчи шӑтӑкра // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Юрать-ха темиҫе кун ярӑннӑ хыҫҫӑн вӗсене чек кӑларакан аппарат ҫинче ытларах тытмаллине асӑрхарӑм…

Хорошо хоть, после нескольких дней проезда предупредил их, что нужно на аппарате, выпускающем чек, подольше продержать...

Транспорт реформи — ырламалла е хурламалла? // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/content/4736-%D0%A2% ... 0%BC%D0%B0

Суйлав умӗнхи программа пирки каланӑ май Владимир Путин партин яваплӑхӗ пирки, программӑри кашни пунктшӑн хурав тытмаллине аса илтернӗ, мӗншӗн тесен вӑл ҫынсен хӑтлӑхне ҫирӗплетессипе ҫыхӑннӑ.

Затронув тему предвыборной программы Владимир Путин напомнил об ответственности партии, о ответственности за каждый пункт программы, так как это связано с укреплением благоустройства людей.

Дмитрий Медведев: "Тума пултарайманнине шантармалла мар, шантарнине пурнӑҫламалла" // Каҫал Ен. «Каҫал Ен», 2016.07.01

— Анне мана ҫынсемпе хама епле тытмаллине вӗрентрӗ.

Help to translate

«Чӑваш чӗлхи кирлине туйрӑм» // Альбина ЮРАТУ. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.05.19, 19 (6112) №

Унсӑр пуҫне Димитрий Кузьмин ача сачӗсен ӗҫченӗсемпе кӗске инструктаж ирттерчӗ, вут-ҫулӑм ан тухтӑр тесен чи малтанах пушар хӑрушсӑрлӑхӗн правилисене асра тытмаллине, васкавлӑ пулӑшу номерӗсене аса илтерчӗ.

Help to translate

Вут-ҫулӑм ан тухтӑр тесе // Н.АРХИПОВА. «Каҫал Ен», 2016.05.20

«Маларахри тӗрӗслеве экзаменччен ҫеҫ улӑштарнине абитуриент умӗнче килӗшӳллӗ мар тесе шутлатӑп, вӗсене пахалӑхлӑ хатӗрленме вӑхӑчӗ те ҫителӗксӗр. Халӗ пулас студентсем хӑйсене малалла вӗренме кайма мӗнле экзамен тытмаллине 9 уйӑх маларах татӑклӑн пӗлме пултараҫҫех», — палӑртнӑ депутат.

Help to translate

Алена Аршинова: "Экзаменччен кӑшт маларах кӳртӗм тӗрӗслевне улӑштарни килӗшӳллӗ мар" // Авангард. «Авангард», 2016.05.06

«Вӗренме кӗнӗ чухнехи тӗрӗслеве экзамен пуҫланиччен улӑштарни килӗшӳллӗ мар. Вӗренме кӗрекенсен тӗплӗн хатӗрленме вӑхӑчӗ те нумаях юлмасть. Халӗ пулас студентсем вӗренме кӗнӗ чухне мӗнле предметсемпе экзамен тытмаллине 9 уйӑх маларах пӗлсе тӑраҫҫӗ», - тенӗ депутат.

Help to translate

А.Аршинова: «Вӗренме кӗмелли экзаменсене улӑштарни килӗшӳсӗр» // Хӗрлӗ ялав. «Хӗрлӗ ялав», 2016.05.07

Указра миҫе тытмаллине палӑртман.

Help to translate

Кайӑкҫӑсем, каяр сунара! // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.04.22, 61-62№

Сцена ҫинче хамӑра епле тытмаллине, калаҫмаллине вӗрентӗмӗр ӗнтӗ.

Help to translate

Упа та, слон та — тем те пур кунта! // Элиза ВАЛАНС. «Тантӑш», 2016.03.17, 10№

Пушшех те, физикӑна пӗлместӗм, унпа экзамен мӗнле тытмаллине пачах чухламастӑм.

Более того, я не знала физику, даже не представляла, как я сдам экзамен.

Юрату та, курайманлӑх та - ташӑра // Татьяна НАУМОВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.03.12, 9№

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed