Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тытмаллине (тĕпĕ: тыт) more information about the word form can be found here.
Раҫҫей лидерӗ тата аталану, инвестицисем ӳстерес тата хакпа ҫирӗплӗхе тивӗҫтерес тӗллевсем хушшинче шайлашу тытмаллине палӑртнӑ.

Российский лидер также отметил важность выдерживать баланс между задачами развития, наращиванием инвестиций и обеспечением ценовой стабильности.

Путин Раҫҫей ҫыннисен тупӑшӗсемпе пурнӑҫ пахалӑхне ӳстересси тӗп ҫул-йӗр пулмалла тенӗ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/ekonomika/20 ... en-3641317

Огрок, ҫамрӑк удмурт хӗрарӑмӗ, икӗ ватӑ чӑваш умӗнче, хӑйне мӗнле тытмаллине пӗлмерӗ пулас, пылне пӑртак сыпса, стаканне лартрӗ.

Help to translate

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ватӑрах хӗрсем умӗнче вӑтансах тӑманнине, халӗ хӑйне мӗнле тытмаллине пӗлмерӗ.

Help to translate

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Вӗрентекен малтанхи инструктажрах пире ҫул ҫинче хамӑра мӗнле тытмаллине тӗплӗн ӑнлантарчӗ.

Help to translate

Пӗррехинче Приютово станцире // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 126–140 с.

Унтан хӗрӗн хӑйне шкулта мӗнле тытмаллине, ачасемпе мӗнле ҫыхӑнура пулмаллине тепӗр хут ӑнлантарчӗ.

Help to translate

III // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

Ачасене тӗп ҫул-йӗр правилисене вӗренме, пирӗн ҫулсем ҫинче ҫул паллисем мӗнле вырнаҫнине, светофорсем мӗн тума кирлине, ҫул-йӗр юхӑмне хутшӑнакансем хӑйсене мӗнле тытмаллине тата ытти те тӗрлӗ мероприятисем пулӑшаҫҫӗ.

В этом помогают мероприятия, на которых ребята изучают основные правила ДД, узнают, какие дорожные знаки устанавливаются на наших дорогах, для чего нужны светофоры, как должны вести себя все участники дорожного движения, и многое другое.

ПДДна пӑхӑнмалли хӑнӑхусене аталантарнӑ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/common_mater ... rn-3477540

Вӑл вӑхӑтра компаса та пӗлмӗн, унсӑрӑн тинӗс варринче ӑҫталла ҫул тытмаллине пӗлме ҫук.

В то время не знали и компаса, без которого нельзя найти направление своего пути среди моря.

Авал ҫынсем ҫӗре мӗнле тесе шутланӑ // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Хӑшӗсен 1,5 метр дистанци тытмаллине кӑтартнӑ паллӑсем те курӑнмаҫҫӗ.

Help to translate

Чиртен сыхланма ӳркенер мар // А.СИЛИВЕСТРОВА. http://alikovopress.ru/chirten-syixlanma ... r-mar.html

Тухса калаҫакансенчен кашни ҫакнашкал астӑвӑм монуменчӗсен пысӑк пӗлтерӗшне палӑртнӑ, ҫитӗнекен кашни ӑрӑвӑн Ҫӗнтерӳ мӗнле йывӑрлӑхра туптаннине, паттӑр ентешсен ячӗсене яланах асра тытмаллине каланӑ.

Help to translate

Асӑну хӑми вырнаҫтарнӑ // Канаш Ен. http://kanashen.ru/2023/05/12/%d0%b0%d1% ... 80%d0%bda/

Ҫамрӑксемшӗн храмра хӑйсене мӗнле тытмаллине пӗлни питӗ кӑсӑклӑ та усӑллӑ пулнӑ.

Help to translate

Туризм маршручӗ хывнӑ // В.БОРОВКОВА. http://kasalen.ru/2023/05/23/%d1%82%d1%8 ... %bd%d3%91/

Станока таса тытмаллине, ӗҫ вырӑнне пӗлсе йӗркелемеллине, кирлӗ ннструментсемпе майлаштарусене кирлӗ пек вырнаҫтармаллине, станок ӗҫсӗр ан тӑтӑр тесе яланах тӑрӑшмаллине кашни токарех лайӑх пӗлет, анчах ҫав пӗлекен япалана йӑлана кӗртме ҫеҫ йывӑртарах пуль.

Help to translate

Радик ҫулӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 177–186 с.

Вара вӑл хӗрачана анкара епле тытмаллине кӑтартрӗ:

Help to translate

Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ун чухне вара утна мӗнле тытмаллине пӗл.

Help to translate

Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

«Мерседес» курӑнми пулсан, Кузьмич партизансене хӑвӑрт пухрӗ те ҫак «хаклӑ хӑнасене» епле тытмаллине ӑнлантарчӗ.

Help to translate

Саккӑрмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Вӗсем пӑчкине те картина ҫинче ҫеҫ курнӑ, мӗнле тытмаллине те пӗлмеҫҫӗ.

Help to translate

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Хӗрарӑмсем умӗнче хӑйне мӗнле тытмаллине лайӑх пӗлет вӑл.

Help to translate

Петӗрпе матушка // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Сахар ҫынсемпе хӑйне мӗнле тытмаллине пӗлет.

Help to translate

Ҫӑкар пулсан — ҫын пурӑнать // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Килте е шкулта эпир ачасене палламан ҫынсене алӑк уҫса кӗртме, вӗсемпе урамра калаҫма, ют машинӑна ларма юраманни ҫинчен асӑрхаттаратпӑр, ҫул-йӗр правилисене, обществӑлла вырӑнсенче хӑйсене мӗнле тытмаллине вӗрентетпӗр.

Help to translate

Япӑххипе лайӑххине мӗнле уйӑрмалла? // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11889-ya ... -uj-rmalla

Бокс вӑрттӑнлӑхӗсене анчах мар, пурнӑҫра хамӑра мӗнле тытмаллине те вӗрентет.

Help to translate

Ырӑ ырӑпах таврӑнтӑрччӗ // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2015, 35-36 (26687-26688)№, 8 с.

Анчах ялти ватӑсем умӗнче хӑйне сӑпай тытмаллине те манмасть ҫамрӑк.

Но парень помнит и о том, что обязан уважать стариков, вести себя с ними как подобает.

Ухтиван // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed