Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

турата (тĕпĕ: турат) more information about the word form can be found here.
— Телей туянма кайма тухрӑн-им, чӗрӗллех тирне сӳсе янӑ куян пек пыратӑн ҫиҫкӗнсе? — тӗпчет вӑл, сӑмаха хӑрӑк турата хуҫнӑн пат-пат татса.

Help to translate

Хуняман асран кайми авансӗ // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Эсӗ сыптарнӑ пӑтӑ, чӑн та, пырти турата ним мар хуҫса анса кайрӗ.

Help to translate

Саккӑрмӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.

Эпӗ илсе килнӗ хӑш-пӗр турата суйласа илсе хурана пӑрахрӗ.

Help to translate

Атте утарӗ // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 110–116 с.

Ак ҫак турата илеп те…

Help to translate

30 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

— Мӗнле каччӑ вара вӑл хӑй хӗрне урӑххи ӑсатнине хыҫалтан йӗрлесе пыраканскер? — ҫула урлӑ выртакан турата тапса вӑркӑнтарчӗ тарӑхса кайнӑ Раман.

Help to translate

6 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

— Ну ҫак Ҫтаппана! — пӗррех тапса сирпӗнтерчӗ вӑл ури айне лекнӗ хӑрӑк турата.

Help to translate

4 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Чун каниччен савӑннӑ ҫилӗ йывӑҫсем ҫине канма выртнӑ, пӗр турата та хускатмасть.

Help to translate

4 // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 14–35 с.

Мӗншӗн тесен ҫын хӑй ларакан турата касать.

Help to translate

Тӗпсӗр кӳлӗ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Упӑтесем — пит йӳрӗк, пит ҫивӗч чӗрчунсем, вӗсем йывӑҫ ҫинче пурӑнаҫҫӗ; вӗсем хӑйсен вӑрӑм ҫивӗч алли-урисемпе туратран турата, йывӑҫран йывӑҫа ярса илеҫҫӗ те йывӑҫ ҫинчен йывӑҫ ҫине ыткӑнаҫҫӗ.

Обезьяны — очень подвижные и ловкие животные, живут на деревьях; с помощью длинных и цепких конечностей легко хватаются за ветви и стволы деревьев и перепрыгивают с дерева на дерево.

Тропик вӑрманӗсенчи чӗрчунсем // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Ольга пӗшкӗнчӗ те пӗр вӗҫӗ кӑвайтра йӑсӑрланса выртакан турата ярса тытрӗ.

Help to translate

21. Тайгари пикник // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Гладышев кашӑклӑ турата тытрӗ, котелокран шӳрпе ӑсса илчӗ, ун ҫине вӗрчӗ, тутанса пӑхрӗ, шӳрпе ӑшне тата тем ячӗ, пуҫне пӑркаларӗ…

Help to translate

21. Тайгари пикник // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Мачча хӑми ҫинчи турата тӗллесе шухӑша кайрӗ.

Help to translate

2 // Николай Андреев. https://chuvash.org/lib/haylav/8101.html

Аллӑмсене хуллен ылмаштарса пырса, турата хулӑнрах тӗлтен тытма тапаҫланатӑп.

Help to translate

Хӑвӑл йӑмра // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 74–85 с.

Аллинчи турата вӗҫертсе ярса (вӑл ӑна халӗ ниепле те пулӑшма пултараймарӗ), чӑппӑл-чаппӑл тутарса, йӑлхана пӑчӑрт-пӑчӑрт ашса, пӗтӗм вӑйран малалла талпӑнчӗ.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ун хушшинче, турата лӑшлаттарса, ухӑнтарса илсе, темле вӗт кайӑк вӗт-вӗт туса илчӗ.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Касса илетӗн те пӗр-пӗр якарах турата, шаккаса шанкине ӳкеретӗн, пулас шӑпӑр валли хуппинчен чӗлӗх тӑватӑн.

Help to translate

II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 3–19 с.

Пуҫ тӳпинчех, ватӑ хыр тӑрринче, улатакка тип турата шаккама тытӑнчӗ.

Help to translate

XX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Вӑйӗ ҫитет-ха унӑн: туратран турата куҫать, ҫӳлерех те ҫӳлерех хӑпарать.

Help to translate

Шӑнкӑрч вӗлли // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Пуртӑпах касса татма тивет ку турата, — терӗ Палюк мучи.

Help to translate

Киремет хурами // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 51–53 с.

Эпӗ, атте умӗнче пыраканскер, алла карта хушӑкне чиксе ятӑм та ҫырлаллӑ турата тытрӑм.

Help to translate

Ӗмӗр манми хуйхӑ // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed