Шырав
Шырав ĕçĕ:
Тенкел ҫинче ларакан ашшӗ, хӑй ҫине сурӑх тирӗнчен ҫӗленӗ тӑлӑп тӑхӑннӑскер, амӑшне ҫапла каларӗ:
XVI сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.
— А-а! — тесе калаҫма тытӑннӑ кӑмӑлсӑрланса кашкӑр тирӗнчен ҫӗленӗ тӑлӑп.
Пӗр киллӗ Овсяников // Николай Степанов. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 39–58 с.
Ҫуна ӑшӗнче кашкӑр тирӗнчен ҫӗленӗ тачка та хӗп-хӗрлӗ помещик ларнӑ.
Пӗр киллӗ Овсяников // Николай Степанов. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 39–58 с.
Кучерӗ, хӗрлӗ питҫӑмартиллӗ, ҫӳҫне ҫавракалатса каснӑ, кӑвакрах тӗслӗ сӑхман тата така тирӗнчен ҫӗленӗ лутра ҫӗлӗк тӑхӑннӑ, пилӗкне чӗн пиҫиххи ҫыхнӑ ҫамрӑк, унпа юнашар танлӑн ларса пынӑ.
Пӗр киллӗ Овсяников // Николай Степанов. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 39–58 с.
Ҫак сӑмахсем хыҫҫӑн Хорь урине ҫӗклет те Калиныча мамонт тирӗнчен ҫӗленӗ пек хӑйӗн аттине кӑтартать.
Хорьпе Калиныч // Николай Степанов. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 3–16 с.
Козаксем ҫапӑҫӑва кӗнӗ чух чаплӑн тумланма юратман; вӗсем тимӗр кольчугасемпе ахаль тумтирсем ҫеҫ тӑхӑннӑ; пуҫӗсем ҫинчи така тирӗнчен ҫӗленӗ хура ҫӗлӗкӗсемпе вӗсен хӗрлӗ тӑррисем аякран хуран тата хӗрлӗн курӑнса тӑнӑ.
VII // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.
Вӗсен ҫилпе тата хӗвелпе кӑшт ҫеҫ пиҫӗхнӗ пичӗсем хитреленсе, шуралса кайрӗҫ темелле: тин ҫеҫ шӑтса тухнӑ мӑйӑхӗсем ӳт шуррине тата ҫамрӑклӑхӑн витӗрех курӑнса тӑракан сӑнне уҫҫӑнтарах палӑртса тӑраҫҫӗ; така тирӗнчен ҫӗленӗ ылттӑн тӑрӑллӑ хура ҫӗлӗк вӗсене ҫав тери килӗшет.
I // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.
Вӑл ковер ҫине чӑсӑлса выртнӑ та ҫине така тирӗнчен ҫӗленӗ тӑлӑп витӗннӗ, мӗншӗн тесен тулта самаях уҫӑ пулнӑ тата Бульба килте чухне лайӑхрах витӗнсе ҫывӑрма юратнӑ.
I // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.
Хӑраса ӳкнӗ тарҫӑ, чул ту ҫинчен анса, бадшаха хӑй мӗн курнине каласа парать, унтан, хӑйӗн качака тирӗнчен ҫӗленӗ михӗри шыва курка ҫине тултарса, бадшаха сӗнет.
Шанчӑклӑ ӑмӑрткайӑк ҫинчен // Макар Хури. Инди юмахӗсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 102 с.
Бадшах ӑна ӗҫес килни ҫинчен каласан, вӑл качака тирӗнчен ҫӗлетнӗ михӗрен шыв тултарать те, ӑна бадшаха пама тӑрать, анчах та лешӗ ӑна: — Манӑн ҫак чул ту ҫинчен юхакан таса та сивӗ шыва ӗҫес килет, — тет.
Шанчӑклӑ ӑмӑрткайӑк ҫинчен // Макар Хури. Инди юмахӗсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 102 с.
Вӑл крыльцан чуллӑ тӗмески ҫинче, Персирен кӳнӗ хаклӑ ковёр ҫинче тӑнӑ, енот тирӗнчен тунӑ кӗрӗкӗ ҫийӗн кӑларса янӑ хӑйӗн кӑвак сухалне якаткаланӑ; картусӗсене хывса тӑнӑ пуҫҫапакан рабочисене хирӗҫ хисеплӗ те вашаватлӑ пуҫ тайнӑ вӑл.
X сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.
Хуҫан приз илме тивӗҫлӗ, тимӗр кӑвак орловски рысакӗ вырӑнне, виҫӗ ытам хулӑмӑш, бобр тирӗнчен ҫӗлетнӗ, парчча тӑрӑллӑ ҫӗлӗк тӑхӑннӑ кучер вырӑнне кӗтесри ланккамаран пӗр хыткан лаша сӗтӗрӗнсе тухрӗ; ларчӑкӗ ҫинче чалӑшшӑнрах ларнӑ, якалса пӗтнӗ кивӗ сӑхман тӑхӑннӑ извозчик пулнӑ, ун хыҫӗнче вара — ҫамрӑк, кӗтмен ҫӗртен ахӑрашса, камитле, ӑна кӗтсе илнипе тӗлӗннӗ, хӗллехи те мар, Мускаври пек те мар фасонлӑ, ҫемҫе шӗлепке тӑхӑннӑ ҫын ларса пынӑ.
IX сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.
Эсӗ ман валли ылтӑнпа кӗмӗл укҫаллӑ тум илсе ан кил, хура сӑсар тирӗнчен ҫӗлетнӗ тумтир те, чӑн-чӑн ахах пӗрчӗллӗ тевет-мӑйя та, ылтӑн ука ҫине мерченпе ӗнчӗ виттерсе ҫӗлетнӗ калпак та, пысӑк та йӑлтӑркка тӗкӗр те илсе ан кил; эсӗ ман валли «Кӗрен чечек» илсе кил, «Кӗрен чечек» ҫут тӗнчере чи илемли пултӑр», тет.
Кӗрен чечек // Владимир Ухли. Аксаков С.Т. Кӗрен чечек: юмах. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 34 с. — 5–34 с.
Мана ылтӑн кӗмӗл укаллӑ тум кирлӗ мар, хура сӑсар тирӗнчен ҫӗленӗ тумтир те кирлӗ мар, чӑн-чӑн ахах пӗрчӗллӗ тевет-мӑйя та, ылтӑн ука ҫине мерченпе ӗнчӗ виттерсе ҫӗлетнӗ калпак та илсе ан кил; эсӗ ман валли йӑлтӑркка тӗкӗр илсе кил.
Кӗрен чечек // Владимир Ухли. Аксаков С.Т. Кӗрен чечек: юмах. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 34 с. — 5–34 с.
— Унтан старик тӑлӑх арӑм ҫине хӗллехи хура халат, ачи ҫине чечеклӗ ешӗл пурҫӑнран ҫӗлетнӗ халат ҫакса ячӗ, енот тирӗнчен ҫӗлетнӗ кӗрӗкпе тилӗ тирӗнчен ҫӗлетнӗ ҫӗлӗк тыттарчӗ.
ХХIII // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.
Вӑл Со-чжу валли йытӑ тирӗнчен ҫӗлетнӗ ҫӗлӗк, хӗлле тӑхӑнмалли пӗр мӑшӑр туфли, кивӗ куртка тата шӑлавар илчӗ.
ХХIII // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.
Вӑл йытӑ тирӗнчен ҫӗлетнӗ ҫӗтӗк ҫӗлӗкне хыврӗ, тӑнлав ҫинчи шуралнӑ ҫӳҫне шӑлса якатрӗ, унтан ҫӗлӗкне тепӗр хут тӑхӑнса, малалла каларӗ:
XIX // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.
Пурҫӑн та, атлас та, бархат та, пустав та, енотпа тилӗ тирӗсем, ӑтӑр тирӗнчен ҫӗлетнӗ ҫӗлӗксем.И шелк, и атлас, и бархат, и сукно, енотовые и лисьи шкурки, шапки из выдры.
VI // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.
Халат уҫӑлса кайрӗ, ун айӗнчен тилӗ тирӗнчен чечеклӗ хура пурҫӑнпа туллатса ҫӗлетнӗ кӗрӗк курӑнса кайрӗ.Халат распахнулся, и под ним оказалась новая шуба на лисьем меху, крытая черным узорчатым шелком.
VI // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.
Сяо Сян мулкач тирӗнчен ҫӗлетнӗ ҫӗлӗк хӑлхисене усрӗ те янах айӗнчен ҫыхса хучӗ.Сяо Сян спустил уши заячьей шапки и завязал их под подбородком.
III // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.