Шырав
Шырав ĕçĕ:
Тата мулкач тирӗнчен ҫӗлетнӗ тӑлӑп, постоялӑй дворта сире кӑмӑлласа панӑскер, — вунпилӗк тенкӗ».Еще заячий тулупчик, пожалованный твоей милости на постоялом дворе, 15 рублей».
Тӑххӑрмӗш сыпӑк. Уйӑрӑлни // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940
Хӗрлӗ ратин пустарса тилӗ тирӗнчен ҫӗлетнӗ кӗрӗк, хӗрӗх тенкӗ.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк. Уйӑрӑлни // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940
Ыттисем пирӗн пурте йӗркеллехчӗ: пушмаксем ҫирӗп, пальтосем аванах, Петькӑн ҫухави те хӑнтӑр тирӗнчен, аялтан тӑхӑнмалли йӗм те пӗрер мӑшӑр пур.
Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
«держать в ежевых рукавицах (чӗреп тирӗнчен тунӑ алсапа тенӗ пек тытмалла пултӑр)»…
Иккӗмӗш сыпӑк. Вожатый // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940
Эпӗ, Савельич тарӑхни-мӗннине пӑхмасӑр, малалла кайрӑм, часах ӗнерхи ҫил-тӑмана та, ун чухне ҫул кӑтартакана та, мулкач тирӗнчен ҫӗлетнӗ тӑлӑп ҫинчен те манса кайрӑм.
Иккӗмӗш сыпӑк. Вожатый // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940
— Мӗн тума парас ӑна мулкач тирӗнчен ҫӗлетнӗ тӑлӑпа?
Иккӗмӗш сыпӑк. Вожатый // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940
Пар эсӗ ӑна мулкач тирӗнчен ҫӗлетнӗ тӑлӑпа!
Иккӗмӗш сыпӑк. Вожатый // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940
Мана мулкач тирӗнчен ҫӗлетнӗ тӑлӑп тӑхӑнтарчӗҫ, ҫиелтен тилӗ тир кӗрӗкӗпе витӗнтерчӗҫ.
Пӗрремӗш сыпӑк. Гварди сержанчӗ // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940
Кимӗ ҫинчен вӑтам пӳллӗ ҫын сиксе тухрӗ, пуҫне вӑл така тирӗнчен ҫӗлетнӗ тутар ҫӗлӗкне тӑхӑннӑ.Из нее вышел человек среднего роста, в татарской бараньей шапке.
Тамань // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Каскӑн ҫил кабинӑна шӑхӑрса кӗчӗ, йытӑ тирӗнчен ҫӗленӗ унтӑсем витӗрех инструктор урисене шӑнтрӗ.Резкий ветер задувал в кабину, пробивался сквозь собачий мех унтов, леденил ноги инструктора.
8 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Уншӑн кунта пурте — япаласем те, ҫынсем те тӑван пек ҫывӑх пулнӑ: кивӗ, куштӑрканӑ, вӑрҫӑ пуҫланнӑранпа тӗссӗрленнӗ сӑран реглансем, йытӑ тирӗнчен ҫӗленӗ унтӑсем тӑхӑннӑ, хӗвелпе пиҫнӗ; сассисем ҫӗтнӗ савӑнӑҫлӑ ҫынсем — тӑван; авиаци базин сӑмсана ҫуракан вичкӗн те тутлӑрах шӑрши ҫапнӑ сывлӑш, ӑшӑтакан моторсен кӗрлевӗпе тата вӗҫсе каякан самолётсем тикӗссӗн кӗрленӗ сасӑсемпе тулнӑ сывлӑш — тӑван; ҫулланса пӗтнӗ комбинезонсем тӑхӑннӑ, ураран ӳкес пек ывӑнса ҫитнӗ техниксем; хӗвелпе бронза тӗслӗ пуличченех пиҫсе ларнӑ хаяр инструкторсем; метеорологи будкинчи хӗрлӗ питлӗ хӗрсем; команднӑй пункт ҫуртӗнчи кӑмакаран йӑсӑрланса тухакан кӑвак тӗтӗм; зуммерсем нӑйлатни тата телефонсем хыттӑн шӑнкӑртатни; фронта тухса каякансем «асӑнмалӑх» чиксе кайнипе столовӑйсенче кашӑксем ҫитменни; тӗрлӗ тӗслӗ карандашсемпе ҫырнӑ «боевой листоксем», сывлӑшра хӗрсем ҫинчен шухӑшлакан ҫамрӑк лётчиксенчен тӑрӑхласа тунӑ карикатурӑсем; вӗҫмелли уйри самолёт кустӑрмисемпе урлӑ та пирлӗ чӗркелесе пӗтернӗ, шӑнса ларнӑ хӑмӑр тӗслӗ пылчӑк; тӑварлӑрах сӑмахсемпе тата авиаци терминӗсемпе хутӑштарнӑ хаваслӑ калаҫу — ҫаксем пурте уншӑн ҫывӑх, хӑнӑхнӑ япаласем пулнӑ.
8 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Лешӗ тилӗ тирӗнчен ҫӗленӗ чекменпе пулнӑ.
Хресчен хӗрӗ — пике // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936
Ҫав хӗрарӑм каюра тирӗнчен ҫӗленӗ кивӗ кофта тӑхӑннӑ, кофтин ҫухине тӗрлӗ пусма татӑкӗсемпе чечеклетсе илемлетнӗ.На женщине была старая кротовая кофта с пучком матерчатых цветов на воротнике.
15 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948
Шинелӗ — вӑрӑм, ура тупанӗ таранах, юбка пек, пуҫӗ ҫинче — хура така тирӗнчен ҫӗленӗ хӗрлӗ тӑрӑллӑ ҫаврака ҫӗлӗк, погонӗсем ҫинче — пӗчӗк йӗнер пускаҫӗсем урлӑ — хӗресленнӗ икӗ хӗҫ кӗлетки, атӑ кӗлисем ҫинче — шпорсем, юлашкинчен — ҫар ҫыннине илем кӳртекен чи чаплӑ япала — ҫурӑмӗ хыҫнелле уртса янӑ хӑмаҫ пек хӗрле башлык пулнӑ.
9 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948
Йӗкехӳре тирӗнчен ҫӗленӗ кӗрӗк питӗ хаклӑ тет.
Виҫҫӗмӗш курӑну // Владислав Николаев. Килти архив
Ҫӑмне илсе янӑ сурӑх тирӗнчен ҫӗлетнӗ кӗрӗкпе вӗсем те, пирӗн пекех, шӑнаҫҫӗ.В шубе сшитой из шкуры остриженной овцы и они, как мы, замерзнут.
Ҫӑлӑнса юлчӗ // Иван Мучи. Иван Мучи. Кулӑшла калавсем: Калавсем, фельетонсем. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1982. — 173–174 с..
Ун пек ӑшӑ тытман кӗрӗк пулӑ тирӗнчен те ҫӗлетме пулать.
Ҫӑлӑнса юлчӗ // Иван Мучи. Иван Мучи. Кулӑшла калавсем: Калавсем, фельетонсем. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1982. — 173–174 с..
Ҫӑмне каснӑ сурӑх тирӗнчен тунӑ кӗрӗк ӑшӑ тытмасть.
Ҫӑлӑнса юлчӗ // Иван Мучи. Иван Мучи. Кулӑшла калавсем: Калавсем, фельетонсем. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1982. — 173–174 с..
— Ара, кам сана пулӑ тирӗнчен кӗрӗк ҫӗлетсе тӑхӑнтартасшӑн?
Ҫӑлӑнса юлчӗ // Иван Мучи. Иван Мучи. Кулӑшла калавсем: Калавсем, фельетонсем. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1982. — 173–174 с..
— Мана пулӑ тирӗнчен тунӑ кӗрӗк кирлӗ мар, — тарӑхса каять ывӑлӗ.— Мне не нужна шуба сделанная из рыбьей кожи, — рассердился сын.
Ҫӑлӑнса юлчӗ // Иван Мучи. Иван Мучи. Кулӑшла калавсем: Калавсем, фельетонсем. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1982. — 173–174 с..