Шырав
Шырав ĕçĕ:
Вӗсенчен пӗри, ыттисенчен шукӑльрех тумланни, шурӑ свитка, Решетиловкӑри путек тирӗнчен ҫӗлетнӗ кӑвак ҫӗлӗк тӑхӑннӑскер, пилӗкне тытса саркаланса тӑнӑ та, иртсе каяканнисем ҫине маттуррӑн пӑхкаласа тӑрать.
I // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
Пӳртре ӑшӑ пулсан та, Бородин генерал мундирӗ ҫийӗн качака тирӗнчен ҫӗлетнӗ жилет тӑхӑннӑ.Несмотря на то, что в доме было тепло, генерал Бородин поверх мундира надел жилет из козьей кожи.
XXIII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Путек тирӗнчен ҫӗлетнӗ хӑлхаллӑ ҫӗлӗк, ҫарти пек кӗске шурӑ кӗрӗк тӑхӑннӑ, пиҫиххи ҫине пистолет ҫакнӑ типшӗм палламан ҫын, — ку Бояркин пулнӑ, — Шошин енне пуҫне сӗлтсе, кӗскен ыйтрӗ:
I // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Мулкач тирӗнчен ҫӗленӗ ҫӗлӗкне ӗнсе ҫине антарса лартса, аллине куҫӗсем патне тытнӑ та, вӑл пӗрре ҫӳхе пӑрпа витӗннӗ юпасем ҫине, тепре шурӑ мар, кӗрен пас тытнӑ пралуксем ҫине, тимлесе пӑхать; пралук ҫинче ту хыҫне пытаннӑ хӗвелӗн йӑлтӑркка хӗрлӗ ҫути выляса тӑрать.
XIII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Вӑл чӗннисенчен кам килнине секретарьтен ыйтса пӗлесшӗнччӗ кӑна, анчах ҫав вӑхӑтра сасартӑк алӑкран ҫӑмламас йӗпе ҫӗлӗк курӑнса кайрӗ, ӑна икӗ пысӑк сурӑх тирӗнчен ҫӗленӗ пулмалла; унтан бурка, уртса янӑ сарлака хулпуҫҫи курӑнса кайрӗ, хулпуҫҫи ҫинчи бурки шӗп-шӗвӗр кӗтесленсе тӑрать; унтан вара кабинета утса мар, темле хыҫӗпеле сӗртӗнсе, Игнат Савельевич Хворостянкин кӗчӗ.
I // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Егор хӑйӗн така тирӗнчен ҫӗлетнӗ пальтоне тӑхӑнчӗ те пӳртрен тухрӗ.
XXVI // Ваҫлей Игнатьев. Лев Толстой. Повеҫсемпе калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 3–86 стр.
Вӑл илька тирӗнчен ҫӗлетнӗ кӗрӗкпе вӑрӑм сӑмсаллӑ сукна картуз тӑхӑннӑ.
I // Ваҫлей Игнатьев. Лев Толстой. Повеҫсемпе калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 3–86 стр.
Путек тирӗнчен ҫӗлетнӗ ҫӗлӗкӗ айӗнчен сӑмси ҫумӗпе усӑнса аннӑ ҫӳҫ пайӑрки кӑштах шурӑ илнӗ сылтӑм куҫне хупласа тӑрать; сулахай куҫӗ командир ҫумӗпе таҫта тинкерсе пӑхать.
XV // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Степан Бояркин тӑрать, унпа юнашар — ҫӑхан пекех хуп-хура ҫамрӑк ҫын, путек тирӗнчен ҫӗлетнӗ ҫӗлӗкпе шинел тӑхӑннӑскер, вӗсен хыҫӗнче Костьӑпа Серьга Хахай.
XV // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Вӑл, хӗрлӗрех кӗске кӗрӗкне йӳле ярса, путек тирӗнчен ҫӗлетнӗ ҫӗлӗк тӑхӑннӑскер, иртен пуҫласа каҫчен лагерь тӑрӑх чупса ҫӳренӗ: е командир приказне пӗлтернӗ, е ун патне ҫынсене чӗннӗ, е хӑйӗн комсомолец юлташӗсем патне ӗҫ ҫинчен калаҫма тата табак туртма кӗрсе тухнӑ, е кухньӑна е прачечнӑя хӗрсемпе юмахлама ҫитнӗ.
XIII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Анчах ним те тӑваймастӑн — нимӗҫ салтакӗсене хӗрарӑмсен кивелнӗ кӗрӗкӗсене те, тӗпленӗ ҫӑматӑсене те, сурӑх е йыта тирӗнчен ҫӗленӗ ҫӗлӗксем те тӑхӑнтарма тивнӗ…
VII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Хӑш-пӗрисем ӗнтӗ арҫын тумтирӗ ҫеҫ мар, хресченсенчен турта-турта илнӗ е ялсенче хуҫисем пӑрахса хӑварнӑ хӗрарӑм тумтирне те тӑхӑнкаласа ҫӳреме пуҫланӑ: хыҫалта пӗрмеклӗ кивӗ кӗрӗксем, путек тирӗнчен ҫӗленӗ ҫӗлӗксем, тӗрлӗ тӗслӗ шарфсем тата ача-пӑча аллипе ҫыхнӑ алшишсем тӑхӑнма пуҫланӑ.
VII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Лозневой тапак тӗслӗрех кӗпе, шалпартарах хура шалавар тата пушмак пӑру тирӗнчен ҫӗлетнӗ ҫирӗп атӑ тӑхӑнса янӑ та сӗтел хушшинче ларать, — унӑн сӑнӗ пӑс кӑларса вӗресе ларакан пӑхӑр сӑмавар ҫинче те курӑнать.
VI // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Чей ӗҫсе тӑраннӑ хыҫҫӑн тата хӑйӗн крыльци ҫинчен тусем ҫине, ир ҫине, Марьянка ҫине пӑхса савӑннӑ хыҫҫӑн, вӑл вӑкӑр тирӗнчен ҫӗленӗ ҫӗтӗк сӑхманпа поршни ятлӑ шӳтернӗ атӑсем тӑхӑнчӗ, пилӗкрен кинжалне ҫыхса ячӗ, пӑшалне тата ҫырткаламаллипе табак тултарнӑ хутаҫне илчӗ те, йыттине хӑй хыҫӗнчен йыхӑрса, ирхине улттӑмӗш сехетре станица хыҫӗнчи вӑрмана тухса кайрӗ.
XXIII // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.
Ун ҫинче ҫуркаланса пӗтнӗ, аркине тавӑрса хӗстернӗ сӑхман, урисенче — пир тӑла ҫинчен кантрисемпе ҫавӑрса ҫыхнӑ пӑлан тирӗнчен тунӑ поршнисем, пуҫӗ ҫинче — тӑпӑлса пӗтнӗ пӗчӗк шурӑ ҫӗлӗк.
VI // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.
Вӑл ҫӗлӗке эпӗ качака тирӗнчен хамах ҫӗленӗччӗ.
Ҫирӗм саккӑрмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.
Ман ҫире качака тирӗнчен ҫӗленӗ куртка, пуҫра ҫӑмламас ҫӗлӗк, ҫумра йӗнӗсӗр хӗҫ, пиҫиххи хушшинче икӗ пистолет, кашни хулпуҫҫи ҫинче пӗрер пӑшал.
Ҫирӗм улттӑмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.
Унтан эпӗ Эрнене, мӗнпур майпа тӑрӑшса, качака тирӗнчен куртка ҫӗлесе патӑм (ку вӑхӑтра эпӗ ӗнтӗ ӑста ҫӗвӗҫчӗ), мулкач тирӗнчен ҫӗлӗк майлаштартӑм, ҫӗлӗкӗ чӑнах та хитре те лайӑх тухрӗ.
Ҫирӗм пӗрремӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.
Сӑхмана эпӗ качака тирӗнчен тунӑ сарлака чӗн пиҫиххипе ҫыхаттӑм: ҫӑха вырӑнне икӗ ҫинҫе чӗн кантра тунӑччӗ, икӗ аяккине икӗ йӑлӑ ҫӗлесе ҫакрӑм.
Вунулттӑмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.
Йӗме эпӗ ҫав тери ватӑ качака тирӗнчен ҫӗлерӗм, ҫӑмӗ ытла та вӑрӑмччӗ вӑл ура хырӑмне ҫурри таран витсе тӑратчӗ.
Вунулттӑмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.