Шырав
Шырав ĕçĕ:
Вӗсене хӑйсем мӗнле ҫулпа ҫӳренине кура айӑплӑп, вӗсене хӑйсем мӗнле сут тунине кура сут тӑвӑп; вара Эпӗ Ҫӳлхуҫа иккенне пӗлӗҫ, тет.Поступлю с ними по путям их, и по судам их буду судить их; и узнают, что Я Господь.
Иез 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Хиртисем хӗҫрен вилӗҫ; хуларисене вара выҫлӑхпа тискер мур пӗтерсе тухӗ, тет.Кто в поле, тот умрет от меча; а кто в городе, того пожрут голод и моровая язва.
Иез 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Сана Манӑн куҫӑм хӗрхенсе тӑрас ҫук, каҫармастӑп, сана ху мӗнле ҫулпа ҫӳренине кура тавӑрӑп, хӑвӑн ирсӗр ӗҫӳсем хӑвӑнпа пӗрле пулӗҫ; вара Эпӗ айӑплакан Ҫӳлхуҫа иккенне пӗлӗр, тет.
Иез 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Вӗсем ҫине Хамӑн аллӑма тӑсӑп та ҫӗре — Дивлаф пушхирӗнчен пуҫласа вӗсем пурӑнакан пӗтӗм вырӑнта — пушхирпе ҫеҫенхир тӑвӑп, вара Эпӗ Ҫӳлхуҫа иккенне пӗлӗҫ, тет.
Иез 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Сана пӗтӗм ҫиллӗмпе, пӗтӗм хаярлӑхӑмпа сут тунӑ чухне, сана хаяррӑн вӗлернӗ чухне хӑвӑн таврари халӑхсем умӗнче эсӗ ҫын кулли пулӑн, мӑшкӑл курӑн, вӗсемшӗн тӗслӗхпе сехре хӑппи вырӑнне пулӑн — ҫакна Эпӗ, Ҫӳлхуҫа, каларӑм; 16. Эпӗ вӗсем ҫине вӗсене пӗтерекен выҫлӑхӑн хаяр сӑннисене ярсассӑн, вӗсене сире пӗтерме ярсассӑн, сирӗн хушшӑрти выҫлӑха вӑйлатсассӑн, ҫӑкӑр тӗрекне аркатсассӑн, 17. сирӗн ҫине выҫлӑхпа тискер кайӑксене ярсассӑн, сана ачусемсӗр тӑратса хӑварӗҫ; сан ҫийӗн хӗн-суранпа юн иртӗ, сана хӗҫӗмпе тӗллӗп; ҫакна Эпӗ, Ҫӳлхуҫа, каларӑм, тет.
Иез 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Эпӗ пур! тет Ҫӳлхуҫа Турӑ, Манӑн сӑваплӑ вырӑнӑма хӑвӑн пӗтӗм йӗрӗнчӗк ӗҫӳсемпе, путсӗр ӗҫӳсемпе ирсӗрлетнӗшӗн Эпӗ сана кӗҫӗне хӑварӑп, куҫӑм сана хӗрхенес ҫук, Эпӗ сана каҫармӑп.
Иез 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Ҫапла тунӑшӑн сирӗн хушшӑрта ашшӗсем ывӑлӗсене ҫийӗҫ, ывӑлӗсем хӑйсен ашшӗсене ҫийӗҫ; эпӗ сана сут тӑвӑп, чӗрӗ юлнисене пур енне те ҫилпе вӗҫтерсе ярӑп, тет.
Иез 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Вӑл вара Эпӗ хунӑ йӗркесене хирӗҫ суя тӗнпе пурӑнакансенчен те ытларах усал турӗ, Манӑн йӗркеме хирӗҫ хӑй таврашӗнчи ҫӗрсенчен те начартарах турӗ: вӗсем Эпӗ хунӑ йӗркесене йышӑнмарӗҫ, Манӑн йӗркемсем тӑрӑх пурӑнмаҫҫӗ, тет.
Иез 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
27. Эпӗ санпа калаҫнӑ чухне санӑн чӗлхӳ-ҫӑварна уҫӑп, вара вӗсене калӑн: «Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла калать!» тейӗн, кам итлес тет, итле; кам итлес мар тет, ан итле: вӗсем — пӑлханакан халӑх, терӗ.
Иез 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Сывлӑш ӑҫталла каяс тет, чӗрчунсем те ҫавӑнталла каяҫҫӗ; Сывлӑш кирек ӑҫталла кайтӑр, кустӑрмасем те вӗсемпе пӗрлех ҫӳлелле хӑпараҫҫӗ, мӗншӗн тесен кустӑрмасенче те чӗрчунсен чӗмӗ пулнӑ.
Иез 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Вӗсем кашнийӗ хӑй пичӗ-куҫӗ хӑш еннелле пӑхать, ҫав еннелле каяҫҫӗ; Сывлӑш ӑҫталла каяс тет, ҫавӑнталла каяҫҫӗ; пынӑ чухне пӑрӑнса каймаҫҫӗ.
Иез 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Ҫӳлхуҫа — манӑн пайӑм, тет манӑн чунӑм; эпӗ Ӑна шанса тӑрӑп.24. Господь часть моя, говорит душа моя, итак буду надеяться на Него.
Хӳх 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
57. Унӑн улпучӗсемпе ӑсчахӗсене, ҫӗр пуҫлӑхӗсемпе хула пуҫлӑхӗсене, ҫарҫисене ӳсӗрӗличчен ӗҫтерӗп, вӗсем ӗмӗрхи ыйхӑпа ҫывӑрса кайӗҫ те вӑранаймӗҫ, тет Патша, Унӑн ячӗ — Саваоф Ҫӳлхуҫа.
Иер 51 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
53. Вавилон тӳпене ҫити ҫӗкленес пулсан та, тӗрекне ҫӳллӗ вырӑнта ҫирӗплетсе лартас пулсан та, Ман ирӗкӗмпе ун патне тустаруҫӑсем пырӗҫ, тет Ҫӳлхуҫа.
Иер 51 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
52. Ҫавӑншӑн ӗнтӗ Эпӗ унӑн йӗрӗхӗсене айӑплас кун ҫывӑхарать, тет Ҫӳлхуҫа, ун чухне унӑн пӗтӗм ҫӗрӗ ҫинче аманнисем йынӑшса выртӗҫ.
Иер 51 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
48. Тӳпепе ҫӗр, вӗсем ҫинче мӗн пурри хӗпӗртенӗ, мӗншӗн тесессӗн ҫурҫӗртен Вавилона тустаракансем килеҫҫӗ, тет Ҫӳлхуҫа.
Иер 51 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
39. Ӑшша пиҫӗҫ те — ӗҫтерӗп, ӗҫтерсе ӳсӗртӗп, вӗсем савӑнӗҫ-хавасланӗҫ те — ӗмӗрхи ыйхӑпа ҫывӑрса кайӗҫ; вӑранаймӗҫ, тет Ҫӳлхуҫа.
Иер 51 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
26. Санран вара ҫурт кӗтесӗ тума та, ҫурт никӗсӗ тума та чул илмӗҫ, эсӗ ӗмӗрлӗхе хӑрӑнса юлӑн, тет Ҫӳлхуҫа.
Иер 51 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
25. Эй тӗп тӑвакан сӑрт-ту, Эпӗ сана хирӗҫ ҫӗклентӗм! тет Ҫӳлхуҫа, эсӗ пӗтӗм ҫӗре тӗп тӑваттӑн, халӗ акӑ аллӑма сан ҫине тӑсӑп та — сана чул хысакӗ ҫинчен туртса ӳкерӗп те ҫунса-ӗнсе кайнӑ сӑрт туса хӑварӑп.
Иер 51 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Вавилона, Халдея ҫыннисене пурне те вӗсем Сион ҫинче сирӗн куҫӑр умӗнче тунӑ усал ӗҫсемшӗн тавӑрӑп, тет Ҫӳлхуҫа.
Иер 51 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.