Шырав
Шырав ĕçĕ:
Тир хули Иерусалим ҫинчен: «эхе! эхе! ӑна — халӑхсен хапхине — ҫӗмӗрсе тӑкрӗҫ, пӗтӗмпех ман алла лекрӗ! эпӗ туп-тулли пулӑп; ӑна пуш-пушӑ тӑратса хӑварнӑ» тет.
Иез 26 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла калать: филистимсем тавӑрасшӑн ҫуннӑшӑн, пӗтӗм чунран йӗрӗнсе, пӗтерес тесех, ӗмӗрхи курайманлӑхпа тавӑрнӑшӑн, 16. акӑ филистимсем ҫине аллӑма тӑсӑп та, тет Ҫӳлхуҫа Турӑ, Крит ҫыннисене пӗтерӗп, вӗсенӗн тинӗс хӗрринчи йӑлкӑмне пӗтерсе тӑкӑп; 17. тискер асапсем ярса, хӑватлӑн тавӑрӑп вӗсене; вӗсене ҫапла тавӑрнӑ хыҫҫӑн Эпӗ Ҫӳлхуҫа иккенне пӗлӗҫ, тесе калать те.
Иез 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Эдома Эпӗ Хамӑн халӑхӑмӑн, Израилӗн, аллипе тавӑрӑп; вӗсем Идумея ҫӗрӗнче Манӑн ҫиллӗме, Манӑн хаярлӑхӑма кура туса пырӗҫ, вара Эпӗ мӗнле тавӑрнине пӗлӗҫ, тет Ҫӳлхуҫа Турӑ.
Иез 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла калать: Эдом Иуда килне тискерле тавӑрчӗ, ҫапла туса пысӑк ҫылӑха кӗчӗ, 13. ҫакӑншӑн аллӑма Эдом ҫине тӑсӑп та, тет Ҫӳлхуҫа Турӑ, унӑн ҫыннисемпе выльӑх-чӗрлӗхне пӗтерӗп, ҫӗрне пушхир тӑвӑп; Феманран Дедана ҫитиччен пурте хӗҫ айне пулса пӗтӗҫ.
Иез 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Сана ху мӗнле ҫулсемпе ҫӳренине кура, мӗнле ӗҫсем тунине кура сут тӑвӗҫ, тет Ҫӳлхуҫа Турӑ.По путям твоим и по делам твоим будут судить тебя, говорит Господь Бог.
Иез 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
35. Ҫавӑнпа та Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла калать: эсӗ Мана мантӑн, Манран пӑрӑнтӑн, ҫавӑншӑн халӗ ӗнтӗ хӑвӑн йӗркесӗр ӗҫӳсемшӗн, хӑвӑн аскӑнлӑхушӑн тӳс, тет.
Иез 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
34. Ӗҫӗн, тӗппипе ӗҫсе ярӑн, унӑн катӑкӗсене ҫуласа илӗн, кайран кӑкӑрна тӑпӑлтарӑн, мӗншӗн тесессӗн ҫакна Эпӗ каларӑм, тет Ҫӳлхуҫа Турӑ.
Иез 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
31. Ӗнтӗ ҫиллӗме вӗсем ҫине тӑкӑп, вӗсене Хамӑн хаярлӑхӑмӑн вучӗпе пӗтерӗп, хӑйсем мӗн тунине хӑйсен пуҫӗ ҫине ярӑп, тет Ҫӳлхуҫа Турӑ те.
Иез 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Сан патӑнта юн тӑкнӑшӑн сӗрев тыттарнине кӑмӑллаҫҫӗ; эсӗ укҫуна усламла паратӑн, ытлашши илетӗн, вӑйпа хӑратса, тӑванунтан мулне туртса илетӗн, Мана вара манса кайрӑн, тет Ҫӳлхуҫа Турӑ.
Иез 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Вара ку хулана Эпӗ Ӑна парӑп, тет.
Иез 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
26. Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла калать: пуҫу ҫинчен пуҫкӑшӑльне хывса хур; патша ҫӗлӗкне хыв; пӗтӗмпе улӑшӑнӗ: мӗскӗне юлни асла тухӗ, асли мӗскӗне тухӗ, тет.
Иез 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Ҫавӑнпа та Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла калать: усал ӗҫӗрсене куҫкӗретех туса, пӗтӗм ӗҫӗрте ҫылӑхӑрсене уҫҫӑн кӑтартса, эсир хӑвӑрӑн йӗркесӗрлӗхне аса илтеретӗр, ҫакна эсир хӑвӑрах аса илтеретӗр, ҫапла сире алӑпах ярса тытӗҫ, тет.
Иез 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Вӑл туяран та хӑрамасть пулсан, мӗн тӑвайӑн? ку чӑтаймасть, тет Ҫӳлхуҫа Турӑ.И что, если он презирает и жезл? сей не устоит, говорит Господь Бог.
Иез 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Акӑ килӗ ҫакӑ, пулса иртӗ, тет Ҫӳлхуҫа Турӑ.
Иез 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
44. Израиль килӗ, Эпӗ сире усал ӗҫӗрсене кура мар, аскӑн ӗҫӗрсене кура мар, Хам ятӑмшӑн сут тӑвӑп, вара эсир Эпӗ Ҫӳлхуҫа иккенне пӗлӗр, тет Ҫӳлхуҫа Турӑ.
Иез 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
40. Манӑн сӑваплӑ тӑвӑм ҫинче ҫеҫ, Израиль ҫӗрӗн ҫӳллӗ тӑвӗ ҫинче ҫеҫ, тет Ҫӳлхуҫа Турӑ, пӗтӗм Израиль халӑхӗн — ҫӗр ҫинче мӗн чухлӗ вӗсем, пурте, кашни ҫын таранччен — Мана ҫавӑнта пуҫҫапмалла; Эпӗ вӗсене кӑмӑллӑн йышӑнӑп; Эпӗ унта сирӗнтен парнесем, малтан ӗлкӗрнӗ ҫимӗҫсемпе пӗтӗм таса япалӑрсене ыйтӑп.
Иез 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
39. Эсир вара, Израиль килӗ, тет Ҫӳлхуҫа Турӑ, Мана итлеместӗр пулсан, кашнийӗ хӑйӗн йӗрӗхӗсем патне кайтӑр, ҫавсене пуҫҫаптӑр, анчах хӑвӑрӑн парнӗрсемпе, хӑвӑрӑн йӗрӗхӗрсемпе Манӑн таса ятӑма урӑх ан ирсӗрлетӗр.
Иез 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
36. Сирӗн аҫӑрсемпе Египет ҫӗрӗн пушхирӗнче мӗнле сутлашрӑм, сирӗнпе те ҫавӑн пек сутлашӑп, тет Ҫӳлхуҫа Турӑ.
Иез 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
33. Эпӗ пур! тет Ҫӳлхуҫа Турӑ, сире ҫирӗп аллӑмпа, хӑватлӑ вӑйӑмпа, пӗтӗм хаярлӑхӑмпа тытса тӑрӑп.
Иез 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Эпӗ пур! тет Ҫӳлхуҫа Турӑ, сире хурав памастӑп.
Иез 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.