Шырав
Шырав ĕçĕ:
Малтан чиперех ӗҫлетчӗ, сехет ытларах иртсен, те молотилка шавӗпе, те ҫӳлте тӑнӑран пуҫӗ ҫаврӑннӑ пек пулчӗ, вӑйӗ чакрӗ, тахӑш вӑхӑтра ури шуса кайрӗ те, Сантӑркка ҫӗрелле тайӑлчӗ…
Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Ку сӑмахсем хыҫҫӑн Ермолай, пӗтӗмпех шуралса кайнӑскер, вӑйран кайрӗ, тайӑлчӗ, ӑна васкаса пукан лартса пачӗҫ.
Асӑну // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.
Ваҫиле пуҫӗ айккинелле тайӑлчӗ, урисем лӗштӗрех кайрӗҫ, вӑл йӑваннӑ пек юр ҫине тӗшӗрӗлчӗ.
Телейсӗрскер… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.
Татӑлчӗ ҫӳҫенчӗк ҫулҫӑ, Тайӑлчӗ хӑяккӑн, чалӑш…
Август // Юрий Айташ. https://sutasul.ru/articles/literatura/2 ... st-3374193
— Салам-алейкум, Александра Петровна, — карттусне хывса, пилӗк таран тайӑлчӗ, аллине шыв пӑтратнӑ пек сулкаласа илчӗ Павӑл.
II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 338–356 с.
Лешӗ, пӗр ҫын урлӑ лараканскер, ун еннелле тайӑлчӗ, ӑна пуҫне сула-сула итлерӗ.
VII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.
Турунов хӑйне ҫапла тыткаланине тӗлӗнсе, килӗштермесӗр сӑнанӑ обком секретарӗ пукан хыҫӗ ҫине тайӑлчӗ те аллипе стройтрестри партком секретарӗн хулпуҫҫине сӗртӗнчӗ.
VII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.
Кӑлкан ҫӳҫлӗ ҫамрӑк хӗрарӑм ҫумӗнче каскине хывса япшаррӑн тайӑлчӗ, хаҫатне салтрӗ, хӗрарӑма шурӑ роза сӗнчӗ.
IV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.
Хӗрӗ резина аттисене хыврӗ, урисене сак ҫине хуҫлатса хучӗ, амӑшӗн чӗрҫи ҫине тайӑлчӗ.
II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.
Пӗр еннелле кӑштах тайӑлчӗ те чарӑнса ларчӗ.
II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.
Унтан Володя патне хӑпарса кайрӗ, сылтӑм аллипе темле тытӑнкаласа тӑрса, ун пичӗ тӗлнех тайӑлчӗ, каллех ӳкерчӗ.
II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.
Комбайн умӗнче кутӑн-кутӑн чакнӑ май вӑл хӑрах еннелле кӑшт тайӑлчӗ те чӑлт! тутарчӗ.
II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.
Пӗр кравать ҫинчи матрас кӗтессине ҫӗклерӗ те ҫӑраҫҫи илчӗ, унпа шифоньер алӑкне уҫса, ман умра пӗтӗм гардеробпа усӑ курма ирӗк панӑн тайӑлчӗ.
I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.
— Унашкал ят ҫук, — терӗ виҫҫӗмӗшӗ, — ӑнланмалла мар калаҫма пуҫланӑскер ӑсран тайӑлчӗ тен?
14 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.
— Саркай ылтӑн кӑшӑллӑ куҫлӑхне тӳрлеткелесе Таранов еннелле тайӑлчӗ.
13 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.
— Кермӑн тем шухӑшласа илсе Таранов еннелле тайӑлчӗ:
9 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.
— Сулагаев пӑлханчӑк чун-чӗрине лӑплантарасшӑн пулса витререн сивӗ шыв ӑсса илчӗ те Таранов еннелле тайӑлчӗ:
9 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.
Таранов хӑйӗн ҫумӗнчи хӗрарӑм пассажир еннелле тайӑлчӗ.
5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.
— Кам пулчӗ вара ку пике? — шофер еннелле тайӑлчӗ Таранов.
2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.
— Караҫӑм, эс Обозов профессор ҫинчен илтнӗ-и? — Герасим Федотович еннелле тайӑлчӗ Мамарланов.
12 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.