Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

сӗт the word is in our database.
сӗт (тĕпĕ: сӗт) more information about the word form can be found here.
Пӗрре кравать ҫинче выртнӑ вӑхӑтра ӗне юрри-варри ҫиес килсе кайнӑ Хурама Иванӗн: сӗт, ҫу, чӑкӑт, уйран тата ытти те.

Help to translate

Хурама Иванӗн ӗнепе гармонӗ // Яков Шакров. «Капкӑн», 1934. — 5№ — 5 с.

«Слава картофелю» агрофирмӑн, «Тав» предприятин ун пеккисем пур, Комсомольскинчи сӗт завочӗ те ҫавӑн пек объекта хута ярса пырать.

Help to translate

Пӗрле тӑрӑшсан йывӑрлӑхсене ҫӗнтерӗпӗр // Юрий ГАВРИЛОВ. http://kasalen.ru/2023/12/29/%d0%bf%d3%9 ... %80%d3%97/

Тина, пӗлетӗр-и! — терӗ Урине, сӗт бидонне ҫӗре лартса, — паян эпир ула ӗнене хамӑрах сурӑмӑр.

Help to translate

9 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

Уринепе Актай сӗт бидонӗ йӑтса килчӗҫ.

Help to translate

9 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

Ир те каҫ та мана пӗрер кружка ӑшӑ сӗт ӗҫтереҫҫӗ.

Help to translate

Хуйхӑ хупӑрласан, хусӑк тыт // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Вӑл, Мускаври парадпа хавхаланнӑскер, ял ҫыннисем фронта пулӑшма тӑрӑшса ӗҫлени ҫинчен, оборона фондне хӑйсем ӗҫлесе пухнӑ укҫа-тенкӗ, аш-какай, сӗт, ҫӑмарта, тир, ҫӑм уйӑрса пани ҫинчен сӑмахланӑ май, чи нумай парне панисен ячӗсене пурте илтмелле пӗлтерчӗ, тата ытларах тӑрӑшса ӗҫлеме чӗнчӗ.

Help to translate

Ҫул курки пушанса тӑмарӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Кӳршӗсене кашни каҫ пӗрер чӳлмек сӗт леҫсе паратӑп, Эрхип.

Help to translate

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Кулюкка кӗлете пӗр чӳлмек сӗт, ҫемҫе ҫӑкӑр, темиҫе чӗрӗ ҫӑмарта йӑтса кӗчӗ.

Help to translate

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Петро кайсанах кил хуҫи чӳлмекпе сӗт, пӑсланса тӑракан ҫӗрулми лартса пачӗ вӗсене, перер татӑк ҫӑкӑр та хучӗ.

Help to translate

«Вилнӗ-шим эпӗ?..» // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Вӗсем пиҫнӗ ҫӗрулми, сухан, сӗт парасшӑн тыткӑнрисене.

Help to translate

«Вилнӗ-шим эпӗ?..» // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Пирӗн ачасен яланах сӗт пулӗ…

Help to translate

XIX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Пуринчен ытла мӑнуку валли сӗт пултӑр…

Help to translate

XVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Сӗт илсе ҫитер.

Help to translate

VI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ӗнтӗ ӗне илӗҫ те ачисен сӗт пулӗ…

Help to translate

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Малалла та сӗт ҫителӗксӗр пулсан, ывӑлӗ мӗн курӗ-ши?

Help to translate

I // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Юлашки кунсенче выҫлӑн-тутлӑн пурӑннипе унӑн кӑкӑрне сӗт анми пулчӗ.

Help to translate

I // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ватӑ ҫынсем вара студентсем вокзалта выҫӑ ларнине пӗлсен пире тӳлевсӗрех ҫителӗклӗ таран сӗт, хура ҫӑкӑр, пахчаран симӗс сухан кӑларса парса ячӗҫ.

Help to translate

Пӗррехинче Приютово станцире // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 126–140 с.

— Анне, ӗнене хӑвӑртрах су-ха: хырӑм выҫрӗ, сӗт ӗҫес килет, — тетӗп хайхи.

Help to translate

Мишша тете // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 103–108 с.

Тата апат та питӗ сахал паратчӗҫ: пӗр-икӗ пысӑк ҫӑкӑр чӗлли, ҫавӑн чухлех пӗҫернӗ ҫӑмарта тата ҫур литрлӑ кӗленче савӑта тултарнӑ сӗт.

Help to translate

Кӗтӳҫӗ // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 90–95 с.

Амӑшӗ шӑпах ҫак вӑхӑтра анкартинчен ҫум ҫумласа кӗчӗ, симӗс курӑка ӗне умне пӑрахса пачӗ: сӗт ытларах антӑр.

Help to translate

II // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed