Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

сӑнарӗ (тĕпĕ: сӑнар) more information about the word form can be found here.
Малтан вӑл аслисене сӑнарӗ.

Сначала она понаблюдала за старшими.

Тутӑр // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/603

Ксюша паян телескопран пӑхмарӗ, ун вырӑнне ыттисене сӑнарӗ.

Боясь его, Ксюша сегодня решила наблюдать со стороны.

Ҫӑлтӑрсем // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/599

Нарспи сӑнарӗ пирки хам мӗн шухӑшланине те пӗтӗмпех каларӑм паллах.

Help to translate

8 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Акӑ летчик сӑнарӗ те ун умӗнчен часах ҫухалчӗ…

Help to translate

Манӑн идеал // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 161–176 с.

Ҫак кӗске вӑхӑтра Валерия Ивановна унӑн сӑн-сӑпатне сӑнарӗ.

Help to translate

Манӑн идеал // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 161–176 с.

Анюк сӑнарӗ кӗтмен ҫӗртен пирӗшти пек ҫуралса Ҫеруша инкек-синкекрен хӑтарчӗ мар-и-ха?

Help to translate

Юрату // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 138–143 с.

Вӗсем пӗр-пӗрин ҫине сӑмах чӗнмесӗр пӑхрӗҫ; лутра кӗлеткеллӗ ҫын Ваҫҫан сарлака та картлӑ-картлӑ ҫамкине, шуралнӑ тӑнлавӗсене сӑнарӗ, ҫавна май унӑн сӑн-питӗнчи хаваслӑх самантрах таҫта кайса ҫухалчӗ.

Help to translate

Ҫулсем-йӗрсем // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 91–104 с.

Чӗрере яланах пӗр кӗвӗ янӑраса тӑратчӗ — «Пӗчӗк акӑшсен ташши», умра яланах пӗр ҫын сӑнарӗччӗ — манран аякра-аякра пурӑнакан хӗр сӑнарӗ

Help to translate

Пӗчӗк акӑшсен ташши // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 57–75 с.

Вӗсен сӑнарӗ урлӑ писатель совет ҫамрӑкӗсем тӳрӗ кӑмӑллӑ, ӗҫчен пулнине, вырӑс халӑхӗпе чӑваш халӑхӗн нихҫан арканми ҫирӗп туслӑхне сӑнласа парать.

Help to translate

1964 ҫулта тухаҫҫӗ… // Анатолий Горшков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 92–95 с.

Хӗр сӑмахне Герасим Федотович сахал тӑнларӗ, тимлесех ҫӗрулми пуҫтараканскер, хутран-ситрен пуҫне ҫӗклесе Маринӑна сӑнарӗ.

Help to translate

11 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Вӑл ҫуначӗсене саркалантарса мӑнаҫлӑн ярӑннине Герасим Федотович паҫӑрхи пекех кӑмӑлсӑррӑн сӑнарӗ.

Help to translate

1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Унсӑр пуҫне, унӑн ҫӑлкуҫ шывӗ пек таса, ҫав вӑхӑтрах чӑн пурнӑҫ тапса тӑракан пултарулӑхӗ ҫыракансенчен чылайӑшне, ахӑртнех, ӑмсантарнӑ, кӗвӗҫтернӗ те пулӗ — литература пурнӑҫӗнчи хӑш-пӗр тасамарлӑхсем пирки, пултарулӑхӗ хавшак, анчах сӗмсӗрлӗхӗпе влаҫа юраслӑхӗ ытлашшипех ҫыравҫӑсем талантлӑ, тӳрӗ чунлӑ ӗҫтешӗсене епле пӗтерсе пыни ҫинчен тӗлӗнсе каймалла тарӑннӑн ҫырса кӑтартнӑ, ҫӗршыври ҫӗнйӗркелӳ тапхӑрӗнче кӑна ҫырӑнса пичетленме пултарнӑ «Пӗр ухмахӑн юратнӑ сӑмахӗ» повеҫӗнчи Таранов писатель сӑнарӗ, паллах, чылай енчен автобиографиллӗ, унта Николай Мартынов хӑйӗн литература ӗҫӗ-хӗлӗпе ҫыхӑннӑ хуйхисуйхине, чун ыратӑвне ҫырса кӑтартни каламасӑрах паллӑ.

Help to translate

Саланнӑ саманара нитне ҫухатмасӑр хӑтлӑх шыранӑ писатель // Борис Чиндыков. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 3-8 с.

Элчӗ те хӑйне курма тухнӑ йӗкӗтсене сӑнарӗ.

Help to translate

Элчӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Анчах лешӗ хускалмарӗ те, куҫне сиктермесӗр кӗтӳ пуҫлӑхӗ мӗн тунине сӑнарӗ.

Help to translate

Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Эппин, вӑл, эпир юратакан Укаслу, ҫак кӗнекепе пӗрле кашни чӑваш килӗнче хамӑр юратнӑ тӑван ҫӗршыв сӑнарӗ пултӑрахчӗ.

Help to translate

Юратнӑ Чӑвашстан сӑнарӗ // Роза Петрова-Ахтимирова. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с. — 3–6 с.

Укаслу вӑл чӑнласах та юратнӑ Чӑвашстан сӑнарӗ.

Help to translate

Юратнӑ Чӑвашстан сӑнарӗ // Роза Петрова-Ахтимирова. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с. — 3–6 с.

Ҫакна символласа кӑтартать те ӗнтӗ Укаслу сӑнарӗ».

Help to translate

Юратнӑ Чӑвашстан сӑнарӗ // Роза Петрова-Ахтимирова. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с. — 3–6 с.

Хӗрарӑм — ҫӗршыв сӑнарӗ.

Help to translate

Юратнӑ Чӑвашстан сӑнарӗ // Роза Петрова-Ахтимирова. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с. — 3–6 с.

Кӑнтӑр иртсен, Ҫӑрттан кӳлли таврашне ултӑ нимӗҫ салтакӗ килсе тухрӗ, вӗсем чылай каллӗ-маллӗ кумрӗҫ, темле йӗр шырарӗҫ, анчах ҫухатрӗҫ курӑнать, вӗсенчен пӗри тата бинокльпе сӑнарӗ, унталла-кунталла пӑхса чылай тишкерчӗ.

Help to translate

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Хӑш-пӗр ҫуртсен чӳречинчен те сӑнарӗ.

Help to translate

Пӗрремӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed