Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

сӑмахӑн the word is in our database.
сӑмахӑн (тĕпĕ: сӑмахӑн) more information about the word form can be found here.
3. Пушӑ сӑмахӑн вӗҫӗ-хӗрри пулать-ши? мӗн хӗтӗртрӗ сана ҫапла калаҫма?

3. Будет ли конец ветреным словам? и что побудило тебя так отвечать?

Иов 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Пӗрре кӑна вуласа тухнӑ-ха вӑрманҫӑ арӑмӗ ҫӗрӗпе ҫырнӑ хута, анчах мӗн ҫырни — пӗтӗмпе куҫ умӗнче: кашни сӑмах, кашни сӑмахӑн кашни саспаллийӗ.

Help to translate

Акӑ вӗсем, хӗрарӑм чунӗ упраса пурӑннӑ сӑмахсем… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Сӑмахӑн, кайӑкӑнни пек, йӑви-вырӑнӗ ҫук.

Help to translate

Чи хӑрушши — упа мар… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Ӑслӑ сӑмахӑн, пурнӑҫ пекех, вӗҫӗ те хӗрри те ҫук иккен.

Help to translate

Асран кайми хӑлха чикки // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Ятарлӑ ҫар операцине хутшӑннӑ хастарпа, Европа шайӗнче ирттернӗ самбо спорчӗн ӑмӑртӑвӗн ҫӗнтерӳҫипе Олег Ивановпа пӗрле Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Каҫал енри 1-мӗш шкулта ӑс пухакансемпе тӗл пулӑ, вӗсемпе уҫӑ калаҫу ирттернӗ, «паттӑрлӑх» сӑмахӑн ӑнлавне, унӑн пӗлтерӗшӗ паянхи пурнӑҫ таппинче пысӑк вырӑн йышӑнни пирки сӳтсе явнӑ.

Help to translate

«Паттӑрлӑх» урокӗнче Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ хӑюлӑх, тивӗҫ тата чыс ҫинчен каласа кӑтартнӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/12/26/patt ... -en-puclah

— Чӑн сӑмахӑн суйи ҫук! — Куҫмана алӑ парать Хӗветӗр.

Help to translate

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫиччӗре-и эсӗ, е алла пуснӑ — ҫав-ҫавах чӗрӳнте учителӗн ырӑ сӑнарне упратӑн вӑл каланӑ кӑвар пек хӗрӳллӗ сӑмахӑн ӑшшине туятӑн.

Help to translate

Тавтапуҫ сана, Вӗрентекенӗм! // Светлана Петрушкина. http://kasalen.ru/2023/12/01/%d1%82%d0%b ... %97%d0%bc/

— Чап-мухтава сӑхланакансен пурин те пӗр йӑла пур: вӗсене сӑмахӑн ултавлӑ пылакӗсӗр пуҫне тек нимӗн те кирлӗ мар.

— А что надо сделать, чтобы шляпа упала? — спросил он.

XI // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.

«Ҫемье» сӑмахӑн пӗлтерӗшӗ тата шухӑшӗ тарӑн.

Help to translate

«Пире ҫичӗ ачаллӑ пулма сунчӗҫ» // Рамзиля КАМЕРИСТОВА. https://ursassi.ru/articles/eme/2023-09- ... ch-3444570

Кун пек чухне хайлавра сӑмахӑн хӑш варианчӗ ытларах тӗл пулнине сӑнанӑ та ҫав тӗслӗхе тӗпе хурса юсаса хӑварнӑ — ӑнлантарусенче кашнинчех кун пирки каласа тӑман.

в таких случаях учитывалось, какой из вариантов используется чаще, и его брали за основу, и исправления такого рода не указаны в примечаниях.

Чӑваш паттӑр юмахӗсен тӗнчи // Н.Г. ИЛЬИНА. Паттӑр юмахӗсем. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издвтельстви, 2019. — 384 с. — 6-25 с.

Пӗр хушӑ шухӑша кайнӑ пек пулать те каллех — хальхинче ӗнтӗ хаваслӑрах сасӑпа — каласа пӗтермен сӑмахӑн енчӗкне пӑлхатма тытӑнать.

Help to translate

IV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

Тӗрӗсех илтнӗ, чӑн сӑмахӑн суйи ҫук.

Help to translate

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Сӑмахӑн универсаллӑхӗнчен тӗлӗнме те пулать.

Help to translate

Округа чӑвашлатмалла-и? // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/blogs/comments/6313.html

«Непутевый человек» тесен кӑна ҫав «путь» сӑмахӑн ӑнлавне чухласа илме пулать.

Help to translate

Чӑваш чӗлхинчи сингармонизма пӑхӑнман сӑмахсем // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/blogs/comments/6303.html

Ӑна пирӗн халӑх вырӑс чӗлхинчен илнӗ иккен: унта «путь» сӑмах пур, ҫав сӑмахӑн пӗр пӗлтерӗшӗсенчен пӗри вара: «йӗркеллӗ, тӗрӗс, тивӗҫлӗ шайра».

Help to translate

Чӑваш чӗлхинчи сингармонизма пӑхӑнман сӑмахсем // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/blogs/comments/6303.html

Ку сӑмахӑн тепӗр форми те пур-ха: «путлӗ».

Help to translate

Чӑваш чӗлхинчи сингармонизма пӑхӑнман сӑмахсем // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/blogs/comments/6303.html

— Чим-ха, чим, эсир юратнӑ сӑмахӑн пӗлтерӗшӗ пысӑк-ҫке.

Help to translate

1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Шаннӑ кайӑк йӑвара пулман тесе ахальтен каламан иккен чӑвашсем: калавра «нит» сӑмахӑн шӑрши те ҫук.

Help to translate

1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Сӑмахӑн вӑйӗ пысӑк, ҫавӑнпа та ӑна ҫӑвартан пули-пулми кӑларса ямалла мар.

Help to translate

8 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

— Тӗрӗс сӑмахӑн суйи ҫук.

Help to translate

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed