Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

сунчӗҫ (тĕпĕ: сун) more information about the word form can be found here.
Ҫӗнӗрен килнисене сывлӑх сунчӗҫ, ларма сӗнчӗҫ.

Help to translate

Кӳрентерчӗҫ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Энтрейпе Нурулла васкамасӑр крыльца ҫине улӑхрӗҫ, ҫынсене сывлӑх сунчӗҫ, апла та капла сӑмахласа кайрӗҫ.

Help to translate

Каҫма // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Вӗсем пӗр-пӗрне ыррӑнах сывлӑх сунчӗҫ, тахҫанхи пӗлӗшсем пек, ал тытрӗҫ-ха тата.

Help to translate

13. Аттенее ҫӗр кирлӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ҫӗршывӑн ҫӗнӗ гражданинӗсене полицин «Вурнарский» пайӗн пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Руслан Минуллин, миграци ыйтӑвӗсемпе тимлекен уйрӑм ертӳҫи Юлия Ильина тата район администрацийӗн пуҫлӑхӗн заместителӗ Валерий Прокопьев саламларӗҫ, Раҫҫей гражданинӗн ятне яланах ҫӳлте тытма, тӑван тӑрӑхӑн телейӗпе ӑнӑҫлӑхӗшӗн мӗнпур вӑя хывса тӑрӑшма сунчӗҫ.

Help to translate

Раҫҫей паспорчӗсене илчӗҫ // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11570-ra ... ene-ilch-c

Раҫҫей гражданинӗн ятне яланах ҫӳлте тытма, тӑван тӑрӑхӑн телейӗпе ӑнӑҫлӑхӗшӗн мӗн пур вӑя хывса тӑрӑшма сунчӗҫ.

Help to translate

Раҫҫей паспорчӗсене алла илчӗҫ // А.Мариян. http://kasalen.ru/2022/11/11/%d1%80%d0%b ... b%d1%87ec/

Вӗсем вӗренекенсене — пӗлӳ илме ӑнтӑлма, лайӑх паллӑсемпе вӗренме, ҫитӗнӳсем тума, вӗрентекенсене — тарӑн пӗлӳ пама, ӑсталӑха ӳстерсе пыма сунчӗҫ.

Help to translate

Шӑнкӑрав урока йыхравлать // А.АНТОНОВА. http://kasalen.ru/2022/09/02/%d1%88a%d0% ... %82%d1%8c/

Ветерана малашне те сывлӑх, вӑй-хал сунчӗҫ.

Help to translate

Уяв ячӗпе саламларӗҫ // Г.Юрьев. http://kasalen.ru/2022/10/04/%d1%83%d1%8 ... 0%d1%80ec/

— Чипер кайса кил, Ятман, — сывлӑх сунчӗҫ ӑна пурте.

Help to translate

ХХ // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Василий Петров, Комсомольски район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Александр Осипов, ҫар комиссарӗ Сергей Данилов, ЧР Хӗрарӑмсен канашӗн районти уйрӑмӗн председателӗ Инна Ядрова каялла та ҫак йышпа таврӑнма телейлӗ ҫул сунчӗҫ.

Help to translate

Эпир айккинче тӑрса юлмастпӑр! // А.ЕФРЕМОВА. http://kasalen.ru/2022/10/18/%d1%8d%d0%b ... bfa%d1%80/

Хисеплӗ, маттур аттесене ҫирӗп сывлӑх, тулли телей, ӑнӑҫу сунчӗҫ.

Help to translate

Аттесен кунӗпе юрӑ-кӗвӗ // А.ЕФРЕМОВА. http://kasalen.ru/2022/10/21/%d0%b0%d1%8 ... ae%d0%b2e/

Ятарлӑ ҫар операцине пурнӑҫлама каякансене район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Александр Осипов, ЧР Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Петр Краснов, ЧР физкультурӑпа спорт министрӗ Василий Петров, ҫар комиссарӗ Сергей Данилов, ЧР Хӗрарӑмсен канашӗн районти уйрӑмӗн председателӗ Инна Ядрова салтаксене ҫак йышпах каялла тавр ӑнма телейлӗ ҫул, ҫирӗп сывлӑх сунчӗҫ.

Help to translate

Хӑвӑра та, юлташӑрсене те упрӑр // А.Мариян. http://kasalen.ru/2022/10/21/%d0%bc/

Вӗсем пӗр-пӗрне чыслӑн сывлӑх сунчӗҫ, айккинерех пӑрӑнса вӑрттӑн калаҫма пикенчӗҫ.

Help to translate

1. Тата тепӗр Гирей // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Тихвински Турамӑш турӑшӗн Мӑнҫырмари чиркӗвӗн настоятелӗ Леонид атте тата Михаил Архистратиг ячӗллӗ Вӑрмарти чиркӗвӗн настоятелӗ Елисей атте вӗсене ҫветтуй шывпа сапса Турӑпа пӗрле пулма сунчӗҫ.

Help to translate

«Эпир сире кӗтетпӗр, сирӗнпе мӑнаҫланатпӑр!» // И.ДАНИЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/10004-epir-s ... aclanatp-r

Вӗсем пурте уява пуҫтарӑннӑ халӑха, килнӗ хӑнасене саламласа ӑнӑҫу сунчӗҫ.

Help to translate

Ял халӑхӗ савӑннипе хӗвел те хытӑрах хӗртрӗ // Е.АЛЕКСАНДРОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/9717-yal-kha ... akh-kh-rtr

Ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗ ячӗпе саламласа вӗрентекенсене хӑйсен тивӗҫӗсене хавхалануллӑн пурнӑҫлама, ӗҫре ҫитӗнӳсем тума сунчӗҫ.

Help to translate

Чи хӑюллӑ тӗллевсем пурнӑҫланччӑр! // И.ДАНИЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/9774-chi-kh- ... clanchch-r

Пухӑннисене Пӗлӳ кунӗ ячӗпе шкул директорӗ П.Алексеев, Вӑрмар район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Д.Иванов, райадминистрацин вӗрентӳпе ҫамрӑксен политикин управленийӗн начальникӗ Н.Борисова, Вӑрмар хула тӑрӑхӗн администрацийӗн пуҫлӑхӗ А.Петров, Тихвински Турамӑш турӑшӗн Мӑнҫырмари чиркӗвӗн настоятелӗ, V благочиннӑй округӑн благочиннӑйӗ Л.Ермолаев протоиерей, район депутачӗсен Пухӑвӗн депутачӗ Г.Егоров саламларӗҫ, ачасене лайӑх вӗренме, ҫав вӑхӑтрах спортпа туслӑ пулма, творчествӑра ҫирӗп утӑмсем тума сунчӗҫ, вӗрентекенсене те ӑшӑ сӑмахсемпе хавхалантарчӗҫ.

Help to translate

Пӗрремӗш шӑнкӑрав урока йыхравларӗ // И.ДАНИЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/9776-p-rrem- ... jykhravlar

Малашлӑхра татах та курӑмлӑрах ӗҫлеме, Чӑваш Енре тата Раҫҫейре пурнӑҫланакан проектсемпе программӑсене пурнӑҫа кӗртсе пыма ӑнӑҫусем сунчӗҫ.

Help to translate

Уяв кунӗнче Элӗкре ҫӗнӗ ача сачӗ уҫӑлчӗ // Пурнӑҫ ҫулӗпе. http://alikovopress.ru/uyav-kunenche-ele ... alche.html

Тӗп урамӑн икӗ енӗпе те темӗн пысӑкӑш сас паллисенчен ҫырнисем кунта пурӑнакансемпе хӑнасене тӑнӑҫлӑхпа юрату сунчӗҫ.

Help to translate

Уяв кунӗнче Элӗкре ҫӗнӗ ача сачӗ уҫӑлчӗ // Пурнӑҫ ҫулӗпе. http://alikovopress.ru/uyav-kunenche-ele ... alche.html

Ятламаспа Ахтупай, ҫакна малтанах пӗлсе тӑраканскерсем, ним шикленмесӗр кӗпер ҫине кӗчӗҫ, вырӑс хуралҫисене (вӗсем кунта виҫҫӗн тан тӑраҫҫӗ ӗнтӗ) пуҫ тайса сывлӑх сунчӗҫ.

Help to translate

14. Мускавра // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Мероприятие пуҫтарӑннисене район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Сергей Михайлов, район пуҫлӑхӗ Сергей Шерне, районти вӗренӳ управленийӗн пуҫлӑхӗ Лариса Сергеева саламларӗҫ, малашне те пысӑк ҫитӗнӳсем тума, ӗҫ кашнинех савӑнӑҫ кӑна кӳтӗр тесе ырлӑх сунчӗҫ.

Help to translate

Професси уявӗсене паллӑ тунӑ // Екатерина ЧЕРТЫНОВА. http://kanashen.ru/2022/10/10/%d0%bf%d1% ... 83%d0%bda/

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed