Шырав
Шырав ĕçĕ:
Егорушка пуҫне силлерӗ, хӑй тавра пӑхса ҫаврӑнчӗ; вӑл Соломон питне лешӗ шӑп кӑна ун енне ҫурма хӑяккӑн тӑнӑ май тата ун вӑрӑм сӑмсин мӗлки пӗтӗм сулахай питҫӑмартийӗ урлӑ ӳкнӗ чух курса юлма ӗлкӗрчӗ; ҫав мӗлкепе хутӑшса кайнӑ ун йӗрӗнчӗк кулли, йӑлтӑртатакан йӗкӗлтевлӗ куҫӗсем, пӗтӗм мӑнкӑмӑллӑ сӑн-сӑпачӗ, тӗкне татнӑ евӗр туйӑнакан кӗлетки — ҫаксем пурте ӗнтӗ халь, мӗлтлете-мӗлтлете те иккӗллӗ курӑна-курӑна, Егорушкӑна пачах та пӗр-пӗр камите мар, тӗлӗкре хӑшпӗр чух курӑнакан усал сывлӑша аса илтерчӗҫ.
III // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.
Чӗнмесӗр-калаҫмасӑр пилӗк-ултӑ курка чей ӗҫсе ярсан, Кузьмичов сӗтеле тасатрӗ те мишукне илчӗ, унӑн кантрине салтрӗ, вара ӑна ӳпне тытса силлерӗ.
III // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.
Викентий кӑсйине тавӑрса силлерӗ.
XII. Симӗс енчӗк // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Ҫав кунхине пирӗн Пенкӑна сивӗ чир силлерӗ те, вӑл спектакле пырса кураймарӗ.
XIX. Ламри сӑмах // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Вӑрҫӑ ҫав-ҫавах вӗсенне пӗтӗмпех силлерӗ…
XXV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Вӑл чемоданӗнче тата сӗтел ҫинче мӗн пуррине пӗтӗмпех айӗн-ҫийӗн ҫавӑрчӗ, пӗтӗм хучӗсене тыта-тыта силлерӗ, койки айне те, чалӑш ураллӑ сӗтелли айне те кӗрсе пӑхрӗ.Он перерыл все в чемодане и на столе, перетряс все бумаги, слазил под койку и под кривоногий стол…
33-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Вӑл утиялне силлерӗ: унӑн хутламӗсем хушшинчен урайне ҫыру тухса ӳкрӗ.
II сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
— Ан тыт, укҫалла илместӗн вӗт, — терӗ те Гаврик сиввӗн каласа, ушкисене кӑвак хутаҫ ӑшне силлерӗ, унтан тирпейлӗ ҫыхса хучӗ.
XXXII. Тӗтре // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Сутӑ тӑвакан тарасан чашки ҫине пуллине вунӑ хут хучӗ, вунӑ хутчен корзинкӑна силлерӗ.
XIII. Мадам Стороженко // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Хулӑн туя ҫине таянса, ухсахласа, вӑл чи малтан пирӗн пата пычӗ, хумханса кайса, сӑмах чӗнеймесӗр ман алла ярса тытрӗ, нумайччен силлерӗ, унтан ман пирки темӗн чул лайӑх сӑмах каласа пӗтерчӗ, ӑна пула анне те чӑтса тӑраймарӗ — йӗрсе ячӗ, эпӗ именнипе, хама хам вырӑн тупаймарӑм.
30 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Лабардан вӑр-вар куҫлӑхне хыврӗ, пӗр утӑм каялла чакрӗ, пуҫне тайса хучӗ, тӗлӗнсе пӑхса илчӗ, унтан ман пата пысӑк утӑм туса, хулран ярса тытрӗ, хыттӑн силлерӗ:
8 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Тепӗр минутӑран Игорь каллех курӑнчӗ, пире куҫӗсемпе хаяррӑн виҫсе, вӑлтине вӑльт-вальт силлерӗ, унтан мӑн сасӑпа: — Пулӑ промыслине кайрӑм! — терӗ.
4 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Анчах Расщепей пуҫне силлерӗ, пуринпе те сывпуллашрӗ, тухса кайрӗ.
13 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Хуралҫӑ хӑйӗн ӗҫне пӗтерчӗ, сапланӑ тумтирне саркаласа ик-виҫӗ хутчен тусанне силлерӗ, саплӑкӗ ҫине кӑмӑллӑн пӑхса илчӗ те йӗппине ҫанӑ ҫумне тирчӗ.
XIX сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
— Андрей, Андрей… — хуллен силлерӗ ӑна Платон.
Ҫурла уйӑхӗ, ҫӗрле // Николай Андреев. Килти архив
Шӑнӑрлӑ пысӑк аллипе кӑкӑрӗнчен тытрӗ те ҫӳле ҫӗклесе силлерӗ.
Лаох // Василий Алентей. Василий Алентей. Лаох. Хырсем ӗмӗрех ем-ешӗл. Повестьсем. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970
11. Вӑл аллине тинӗс ҫине тӑсрӗ, патшалӑхсене силлерӗ; Ҫӳлхуҫа Ханаанӑн ҫирӗплетнӗ хулисене аркатса тӑма хушрӗ, 12. ҫапла каларӗ: эй Сидон хӗрӗ, намӑса юлнӑ хӗр, ӳлӗм хӗпӗртеймӗн!
Ис 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.