Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ытах та кам та пулин кружок занятине каярах юлсан, вӑл ун пек чух кӗсйинчен фамильнӑй ылтӑн сехетне кӑларать, циферблат ҫине тинкерсе пӑхать, унтан килнӗ ҫын ҫине макӑрса ярас пек хуйхӑллӑн пӑхать, лешӗ, намӑсланнипе ниҫта кайса кӗреймест, сехет хупӑлчине шарт! тутарать, сехетне, нимӗн чӗнмесӗр, каялла чикет.
11 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Ҫӗнтерӳ сехетне васкатас тесен, совет ҫыннин мӗн-мӗн тумаллине вӑл тӗплӗн каласа пачӗ.Он подробно рассказал, что нужно сделать советским людям, чтобы приблизить час победы.
8 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Хӑвӑр патӑра хӑҫан пыма юрать, кунне, сехетне каласа парӑр та адресӑра ӑна хӑварӑсӑрччӗ.Назовите день и час, когда к вам прийти, и оставьте ему адрес.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Мӗнле хӑвӑртлӑхпа кайнине калама пултараймастӑп эпӗ, сехетне хӗрӗх ҫухрӑм пулас, анчах та маншӑн эпир халап-юмахсенчи пек хӑвӑрт ыткӑнса пынӑ пек туйӑнса кайрӗ.
Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Ватӑччӗ вӑл хӑй, кӑкӑрӗ умне ҫутӑ сехетне булавкипе тирсе ҫакатчӗ, ҫапла майпа урокра хамӑр каланӑ вӑхӑтрах миҫемӗш сехет иккенне те хамӑрах пӑхса илеттӗмӗр.
Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Ҫак кун, савӑннипе, Алексей Мересьев хӑйӗн сехетне — дивизи командирӗн парнине сутса ячӗ, рынокра тӗрлӗ апат-ҫимӗҫ тата эрех илчӗ; телефон тӑрӑх Анютӑна мӗнлӗ те пулсан госпитальтен, хӑй вырӑнне пӗр-икӗ сехетлӗх пӗр-пӗр ҫынна хӑварса, киле пыма ӳкӗтлесе килӗштерчӗ.
7 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
— Ӳкӗтлесе хӑвна майлӑ ҫавӑртӑн ӗнтӗ, — терӗ те Ахунбаев хӑйӗн хуп-хура куҫӗсемпе савӑнӑҫлӑн пӑхса, сехетне виҫӗ минут каялла куҫарчӗ.
22 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948
Аттен сехетне палласа илнӗскерсем ӑна ҫийӗнчех тавӑрса панӑ.
Валерий КОМИССАРОВ: «Пичетленме черет кӗтекен статьясене тӗлӗкре те кураттӑм» // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016, пуш, 15; 33-34№